Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Юлташӑма (Ю. Ковалёв)

Ҫынна нихҫан усал ан ту,
Сас хӑпартса та ан калаҫ.
Кашни ҫынна эс кӑмӑл ту,
Ҫын хушшинче ӗҫпе тавлаш.

Ачу-пӑчу пулсан сӑпайлӑ
Ют ҫын сана сума сӑвать.
Малашлӑх пулӗ саншӑн майлӑ,
Мӗн пуррипе ҫын пурӑнать.

Мӗн ҫуккине татса илесшӗн
Урӑххинчен эс ан тӑрмаш.
Санӑн чуну ҫӳле вӗҫесшӗн,
Ҫынпа ан хирӗҫ эс, чӑваш.

Пӗр-пӗринпе пӗрле утасчӗ,
Малашлӑх пирӗншӗн пӗрре.
Чӑваш валли хӗвел хӑпарчӗ,
Чӑмӑртанасчӗ халь пӗрле.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-12 12:25:32 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2728 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем