Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +4.3 °C
Епле пысӑк юхан шыв та пӗчӗк шывран пуҫланать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Эп вилсен... (Ҫеҫпӗл Мишши)

Эп вилсен — мана пытарӑр
Ҫӳллӗ ту ҫине.
Йӑмрасем лартса хӑварӑр
Ман тӑпра ҫине.

Ман ҫирен пӗтӗм ҫӗршывӑм
Курӑнтӑр вара,
Тӑпрам ҫинчен курма пултӑр
Ват Шупашкара...

...Чӑвашра ҫӗн(ӗнрен) сӑвӑҫ
Ҫуралмассерен
Ман тӑпра ҫине саркайӑк
Пытӑр ир ҫинчен.

Йӑмрасем ҫине ларайтӑр
Хӗвел ӑшшине
Янра юрӑпа мухтатӑр
Чӑваш чӗлхине

Тӑван ҫӗршыв ҫырулӑхӗн
Илемӗ ҫинчен,
Ҫамрӑксем тӑван чӗлхешӗн
Тӑрӑшни ҫинчен

Саркайӑк юрласа патӑр
Йӑмра тӑрринчен...

Ҫӗршывӑма тӑван халӑх
Хавасламасан,
Чун савнӑ чӑваш чӗлхийӗ
Пӗтмелле пулсан, —

Усал курӑк та ан шӑттӑр
Ман тӑпра ҫине:
Ҫӗр ҫурӑлтӑр та ҫӗр ҫӑттӑр
Вил шӑммӑмсене.

Ҫӗҫпӗл Мишши


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-01-16 15:23:04 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5669 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем