Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.8 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Шухӑшсем (Ю. Ковалёв)

Ҫунса пӗтнӗ кӑвайта
Урӑх эс чӗртеймӗн.
Иртсе кайнӑ вӑхӑта
Тавӑрса килеймӗн.

Ӗлӗкхи туйӑмсене
Ҫаплах вӑратаймӑн.
Пӗр сивӗтнӗ пикене
Текех юратаймӑн.

Пуҫӑмри шухӑшсене
Ҫынсене калаймӑн.
Йӑнӑш тунӑ ӗҫсене
Юсаса хураймӑн.

Пӑспа витӗннӗ ҫӳҫне
Халӗ хуратаймӑн.
Вараланнӑ чунсене
Ҫуса тасатаймӑн.

Ыран кун мӗн пуласне
Паянах пӗлеймӗн.
Ҫыннӑн шухӑш-кӑмӑлне
Эс пӗлсе ҫитеймӗн.

Пурӑнатпӑр-ха тесе
Ҫынсене калатпӑр.
Кун иртет, киле килсе
Киленсе ларатпӑр.

Ҫавӑн пекех

Юрий Ковалёвӑн ытти сӑввисене кунта тупма пултаратӑр.


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-06-12 12:24:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2563 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем