Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -2.7 °C
Ҫӗнӗ тусна туп, киввине ан ман.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Чӑваш Ен гимнӗ

"ТӐВАН ҪӖРШЫВ"

Кӗвви Г. Лебедевӑн
Савви И. Тукташӑн

Ҫурхи тӗнче вӑраннӑ чух:
Хаваслӑ кун шӑраннӑ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Ҫӗршывӑм ҫинчен юрлас килет.

Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!

Яшсем-хӗрсем вылянӑ чух,
Атте-анне ӑс панӑ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та нумай пурнас килет.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!

Тӑвансемпе пӗрлешне чух,
Чӑваш тӗнчи ҫӗкленнӗ чух,
Чун савӑнать: чӗре сикет,
Татах та хастар пулас килет.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Асран кайми
Юратнӑ ҫӗршыв.
Тӑван ҫӗршыв,
Тӑван ҫӗршыв,
Мухтав сана,
Ҫуралнӑ ҫӗршыв!

MP3 форматпа

Гимна mp3 форматпа кунта тупма пулать


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2006-11-13 11:53:19 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8522 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем