Шурă хурăн, эс тăратăн Сарпике пек ман умра. Лăпкăн-лăпкăн хумханатăн, — Вăрăм пӳлĕ те кăтра. Пĕчĕк чух илсе килсеччĕ Сана эпĕ вăрмантан. Эс чеченччĕ те имшерччĕ, Ун чух хам та эп айван. Илемлентĕн, пысăклантăн, Сана çук халь паллама. Тараватлăн йыхăратăн Сулхăнна ларса канма. Ĕнтĕ эп те çитĕнетĕп, Сывă ӳсрĕм çултан-çул, Çитес çул ак пĕтеретĕп Эпĕ, тусăм, вăтам шкул. Ман ачалăх иртсе кайрĕ, Час кĕреп арçын шутне. Юрату та çулăмларĕ Манăн çамрăк чĕрене. Çамрăк тусăм, шурă хурăн, Эсĕ пĕчĕккĕ чухне Сан çинчен хывсаттăм юрă, Юрласаттăм çуркунне. Хамăн савнă хĕр юрлатчĕ Çав юрра хăшпĕр чухне. Çĕклететчĕ, çунтаратчĕ Сассипе поэт чунне. Ăна эпĕ юрататтăм Мĕнпур чун-чĕремĕмпе. Яланах çунатланаттăм Шанчăкпа та ĕмĕтпе. 1953 Çавăн пекех пăхăр Волгин Василий сăввисем Статья каçми :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2006-02-07 00:01:17 вăхăтра улăштарнă. 1336 хут пăхнă.
|