Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Ҫынна йывӑр ан кала, ху та ҫавна курӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Халӑх юратнӑ диктор

Серафима Мироновна Ефимовӑна СССР хисеплӗ радистне, халӑх юратнӑ пӗрремӗш категориллӗ радиодиктора - республикӑра паян пурӑнакан аслӑрах ҫулсенчи ҫынсенчен пӗлменни ҫуках пуль. Чӑваш ҫынни ун сассипе ирпе ӗҫе кӳлӗннӗ, каҫпа ӗҫе вӗҫленӗ. Серафима Мироновна сасси уҫӑ та ҫирӗп, ӗнентерӳллӗ те чӗнӳллӗ пулнӑ. Мӑшӑрӗпе, Георгий Андреевич Ефимов поэтпа, туслӑ ҫыхӑну тытнӑ вырӑс та украин, тутар та пушкӑрт тата ытти халӑх ҫыравҫи-сӑвӑҫисем хӑйсен ҫырӑвӗсенче чӑваш Левитанӗн /вӗсем ӑна ҫапла хакланӑ/ сывлӑхӗпе интересленнӗ, ӑна салам калама хушнӑ-ыйтнӑ. Серафима Мироновна пирки ҫырас тӗллевпе вӑл ҫуралнӑ яла, Ҫӗрпӳ районӗнчи Таканана, ҫитсе килтӗм. Маттур ентешне астӑвакансемпе, пурах пуль вӗсем тесе, курса калаҫас килчӗ.

Такана Кӗҫӑн Ҫавалӑн сулахай ҫыранӗнче вырнаҫнӑ. Халь унта Шупашкар - Канаш трассӑран асфальт ҫул кӗрет. Анчах манӑн Серафима Мироновна ҫывӑхри салана - Чурачӑка /район центре те пулнӑ/ - шкула ҫӳренӗ ҫулпа утас килчӗ. Ҫур ӗмӗр ытла каярах /ку тӑрӑхри чиркӳллӗ Шӑхальте йӗркеленӗ пионер лагерӗнче каннӑччӗ/ пуслӑхран кӑшт ҫӳлерех пулнӑ юмансем чылай ҫӳле ҫӗкленнӗ, нумай пулмасть лартнӑ чӑрӑшсем пилеше хуса ҫитеҫҫӗ, шӗшкӗ тӗммисем ҫинче мӑйӑр курланки йышлӑ.
Такана тӑрӑх "гид" пулса пӗрле ҫӳреме Чурачӑкри вӑтам шкулта пӗрле вӗреннӗ, республика тӗп хулинче тымар янӑ, ашшӗ-амӑш килӗ-ҫурчӗ вырӑнӗнче икӗ хутлӑ кирпӗч ҫурт ҫӗкленӗ Федор Трофимов /шӑпах ялтаччӗ/ килӗшрӗ. Малтанах Василий Андреевич Леонтьев патӗнче пултӑмӑр. Вӑл Серафима Мироновна унӑн тус аппӑшӗ пулни пирки каларӗ. Тус аппӑшӗ ҫартан таврӑнсан, 1946 ҫулта, яла пырса кайнӑ, тус шӑллӗ ун чухне ФЗО шкулӗнче пулнӑ. Василий Леонтьев Шупашкарта тус аппӑшӗн хваттерӗнче пулни пирки каласа пачӗ. Серафима Ефимова ентешӗсене лайӑх хӑналанӑ.
Унтан кӑҫал юпа уйӑхенче 90 ҫул тултаракан Иван Сергеевич Сергеевпа курнӑҫрӑмӑр. Вӗсем Серафима Мироновнӑпа ялти тӑватӑ класлӑ шкулта вӗреннӗ.
— Эпӗ икӗ Серафима хушшинче /ум чухне вӑрӑм сӗтел-парта пулнӑ/ ларнӑ, — терӗ пире вӑл. — Серафима Мироновна лайӑх вӗренетчӗ, тӑваттӑмӗш класа пур предмета та «пиллӗк» паллӑпа вӗҫлерӗ. Юрлама та, ташлама та юрататчӗ. Сасси уҫӑ та янӑравлӑччӗ. Ҫавӑнпа ӑна кашни уяврах шкулта та, клубра аслисен умӗнче те сӑвӑ калаттаратчӗҫ. Серафима малалла вӗренчӗ, эпӗ пурнӑҫ шкулӗпе пурӑнтӑм.
Серафима Мироновнӑн ашшӗ, Мирон, чухӑн ҫын ҫемйинче ҫӗр ҫине килнӗ. Пӗрремӗш тӗнче вӑрҫине хутшӑннӑ. Унтан сусӑрланса таврӑннӑ. Пӗрремӗш мӑшӑрӗпе вӑл нумай пурӑнман, уйрӑлнӑ. Иккӗмӗшне Чурачӑкри пасар-ярмӑрккӑра суйланӑ. Арӑмӗ, Хветле, халӗ Ҫӗрпӳ районне кӗрекен Лапраран, тӑлӑха тӑрса юлса ҫын патӗнче ӳснӗ Дария, халӑхра - Тариҫ, варӗнче ӳтленсе ҫӗр ҫине килнӗ.
Мӑшӑр ҫурт ҫавӑрнӑ. Улӑм витнӗскер, хальхи ҫынсен мунчинчен те пӗчӗкрех пулнӑ. Мирон Игнатьев ҫемйинче Серафима, Надежда, Тоня, Толя ҫуралнӑ.
Серафима Мироновнӑпа юнашар Таканарах ҫуралнӑ Иван Степанович Степанов вунӑ ҫул ытла пӗрле ӗҫленӗ. Вӑл Серафима Ефимова тӳрӗ чунлӑ, культурӑллӑ ҫын пулнине асӑнать. Тӑван чӗлхен илемлӗх мелӗсене, кашни сӑмах пӗлтерӗшне-тӗшшине ӑнланса ҫырмалли пирки ҫамрӑк журналистсене планеркӑсенче час-часах аса илтернӗ тет. Хатӗр материалсене эфира кӑларас умӗн час-часах тӳрлетӳсем кӗртнӗ. Ара, унӑн должноҫӗ те диктор-редактор пулнӑ-ҫке-ха. Радиокӑларӑм ертсе пыракансене сасӑ интонацине, шухӑш тӗшшине тытса пыма вӗрентнӗ.
— Серафима Мироновна, — терӗ малалла Иван Степанович, — мана ятпа-хушаматпа е атте ячӗпе мар, ентеш тесе чӗнетчӗ. "Яла каятпӑр-ха пӗрре иксӗмӗр. Хам ҫуралнӑ Вӑрӑм урампа карӑнса утасчӗ". Ҫук, ӗмӗтне пурнӑҫа кӗртеймерӗ.
Мирон Игнатьевичпа Фекла Никитичнӑн виҫӗ хӗрпе пӗр ывӑл ҫуралнӑ терӗмӗр. Тоня Чулхулари ют чӗлхесен институтӗнче пӗлӳ илнӗ, ҫав тӑрӑхрах юлнӑ. Надя, Толя тата амӑшӗ Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи вӗҫленсен ҫынсене вербовкӑпа Калининград облаҫне ӗҫлеме илсе кайнӑ вӑхӑтра, 1946 ҫулта, унта ҫул тытнӑ. Надя чӑваша таврӑннӑ тенине илтнӗ, анчах ҫул-йӗрӗ ҫине тухаймарӑм. Хветле аппа кайнӑ ҫӗрте яланлӑхах канлӗх тупнӑ. Анатолий унтах юлнӑ, аслӑ шкул пӗтерсе чылай ҫул прокурорта ӗҫленӗ.
Анатолий Миронович Серафима Мироновнӑн мӑшӑрне, Георгий Андреевича телефонпа шыраса, Светлана Никифоровна патне тухнӑ. Вӑл ҫак йӗркесене ҫыраканӑн телефон номерне панӑ. Аякри тӑван ашшӗн тата амӑшӗн йӑх "йывӑҫне" тӑвасшӑн. Ашшӗ енчи тымар Альпӑрт Канаш сӑвӑҫӑн йӑх тымарӗ еннелле туртӑнать.
Ӑна-кӑна ас тӑвакан ҫынсем ҫут тӗнчерен уйрӑлса пӗтиччен ҫуралнӑ тӑрӑха хӑвӑртрах ҫитсе курма сӗннӗччӗ. Мӗн тӑвӗ ӗнтӗ.
Ҫавра питлӗ-куҫлӑ, чӗвӗл-чӗвӗл уҫӑ сасӑллӑ, вун ҫиччӗ тултарнӑ хӗр артистка пулас ӗмӗт-тӗллевпе Шупашкара ҫул тытать. Тӗп хулара Серафимӑна ырӑ кӑмӑллӑ пӗр ҫын, унӑн сасӑ илемлӗхне курса-туйса-ши, ӑна Чӑваш радиона кӗрсе пӑхма сӗнет. Текст вулаттарса тӗрӗслесе пӑхнӑ хыҫҫӑн тӳрех диктора йышӑнаҫҫӗ. Пуҫланать вара кун пуҫланса кун пӗтнине уямасӑр ӗҫлемелли те вӗренмелли вӑхӑт. Хӑвӑрт хӑнӑхать Серафима пуҫӑннӑ ӗҫе. Часах малтанхи сӑмах ҫумне «редактор» сӑмах та ҫырса хураҫҫӗ.
Нимӗҫ фашисчӗсем пуҫарса янӑ вӑрҫӑ тӗнчене кисретме тытӑннӑ. Серафима Мироновна 1942 ҫулхи ака уйӑхӗнче хӑй ирӗкӗпе салтак шинелӗ тӑхӑннӑ. Тепӗр ҫулхи ҫу уйӑхӗччен — вӑл Хӗвел тухӑҫ фрончӗн сывлӑшран тапӑнасран хӳтӗлекен батальонӑн сӑнавҫи, унтан сӑнав пункчӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ пулнӑ. 1943 ҫулхи ҫу-чӳк уйӑхӗсенче 103-мӗш артиллери дивизийӗн сывлӑшран тапӑнасран хӳтӗлекен аслӑ разведчикӗ тата ытти те...
Серафима Мироновна старшина ҫарти хӑюлӑхпа тавҫӑрулӑхшӑн I степень Тӑван Ҫӗршыв вӑрҫи орденне, «Ҫапӑҫури тава тивӗҫлӗ ӗҫсемшӗн» медале, юбилей медалӗсене — пурӗ вунна яхӑн вӗсем — тивӗҫнӗ.
Ҫартан таврӑнсан Серафима Мироновна тӳрех хӑйӗн юратнӑ ӗҫне кӳлӗннӗ. Чӑваш радио ҫуртӗнче кунне ирттернӗ тейӗн. Халӑха чӑваш ҫӗрӗн хыпарӗсемпе паллаштарнӑ, радио инсценировкӑсем ирттерме хутшӑннӑ-пулӑшнӑ. Общество ӗҫӗнчен те пӑрӑнман. Уйрӑмах Мире хӳтӗлекен фондра хастарлӑх кӑтартнӑ. Фондӑн республикӑри комитечӗн членӗнче вун-вун ҫул ӗҫленӗ. Пурнӑҫ тӑршшӗнче Мир фондне пин-пин тенкӗ укҫа хывнӑ. Ӗҫне кура хисепӗ теҫҫӗ. Серафима Мироновна Мир фончӗн медальне, ытти наградӑна тивӗҫнӗ.
Серафима Мироновна Ефимовӑн ҫӳлерех асӑннӑ наградисем тата ытти чылай япали пӗлтӗртенпе Чӑваш телекуравӗпе радио комитечӗ йӗркеленӗ музейре упранаҫҫӗ. Музей йӗркелесси ҫав экспонатсенчен пуҫланнӑ тесен те йӑнӑш мар.

  • * *

Ҫуллахи пӗр ӑшӑ кун ӗҫ хыҫҫӑн хула урамӗпе иртсе пынӑ чухне Серафима хӑй ҫине пӗр ҫамрӑк ҫав тери тӗсесе пӑхнине асӑрхать.
— Мӗн, паллакан ҫын пултӑм-и? — ыйтать вӑл каччӑран.
— Ҫук. Эпӗ уйӑх каяллах сире куҫ хывнӑ, анчах пырса калаҫма именсе тӑтӑм.
— Сана, мӗн, урӑх чустаран унанӑ-им? — тет хӗр хирӗҫ. — Каччӑсем хӑюллӑ пулаканччӗ-ҫке. Ҫыртмастӑп, ҫывӑхарах кил, паллашар.
Сӑмах хыҫҫӑн сӑмах — пӗр-пӗринчен аякрах та мар иккен ҫуралнӑ ялӗсем те: пӗрин - Ҫӗрпӳ, теприн Канаш районӗнче. Каччӑ тӑхӑр класс хыҫҫӑн район хаҫатӗнче ӗҫлеме, Чӑваш театре ҫумӗнчи театр-студие пӗтерсе Йӗпреҫри куҫса ҫӳрекен театрта ҫулталӑк ӗҫлеме ӗлкӗрнӗ. Малтанхи сӑввисем «Ялав» журналта пичетленме пуҫланӑ. Халӗ, ав, СССР Писательсен союзӗн А.М.Горький ячӗллӗ литература институтӗнче вӗренет. Каникула таврӑннӑ.
Часах вӗсем семье чӑмӑртаҫҫӗ. Серафима Мироновна Ефимова пулса тӑрать. Ҫав кунран тытӑнса вӑл мӑшӑрне литературӑри пултарулӑх ӗҫӗнче пур енлӗн пулӑшса пыма тӑрашать. Георгий Ефимовӑн ал ҫырӑвӗсене тӗрлӗ хаҫат-журнал валли машинкӑпа пичетлет.
Серафима Ефимова упӑшкине пулӑшнӑ май хӑй те литература ӗҫне туртӑннӑ. Вӑл Совет Союзӗн Геройӗн, Украина писателен Юрий Збанацкин кӗҫӗн ҫулсенчи ачасем валли ҫырнӑ «Туссем» кӗнекине чӑвашла куҫарнӑ.
Серафима Мироновнӑна хӑшӗ-пӗри чурӑсрах пулнӑ тесе хаклама пӑхать. Ман шутпа, ыттисене хисеплесси, ырӑ кӑмӑллӑхӗ ытларахчӗ унӑн. Сӑмахран, Георгий Ефимов театр студийӗнче вӗреннӗ чухне Светлана Никифоровнӑна кӑмӑлланине пӗлмен мар-ҫке-ха вӑл. Алла пулсан та упӑшкине ун ҫумне хушса кӗвӗҫмен. Светлана Михайлова вылякан кашни ҫӗнӗ спектакле курма ҫӳренӗ Ефимовсем. Серафима Мироновна спектакль вӗҫленсен артисткӑна лайӑх ӗҫшӗн ялан тав тунӑ, мухтанӑ, тӳрлетме кирлине те каланӑ. Асли хӑйне ырӑ суннине ялан асра тытнӑ Чӑваш АССР халӑх артистки Светлана Никифоровна Михайлова.
— Эпӗ хамӑн 50 ҫулхи юбилее театрта черетлӗ спектакль хыҫҫӑн паллӑ тума каласса татӑлнӑччӗ, — тет Светлана Никифоровна. — Ефимовсене иккӗшне те чӗнтӗм. Серафима Мироновна чирленипе пырайман. Георгий Андреевичран мана парне парса янӑ. Паянхи кун та упранать, тӑхӑнсан та кивелмест Серафимӑн халачӗ.
— Серафима Мироновна та хӑйӗн утмӑл ҫулхи юбилейне йыхравланӑччӗ. Гастрольте пулнӑ пирки каяймарӑм. Паянччен пӑшӑрханатӑп, — сӑмахне тӑсать малалла Светлана Микифоровна. — Акӑ тата тепӗр ырӑ, асра яланлӑхах юлнӑ тӗслӗх. Георгий Андреевичӑн ҫур ӗмӗрхи юбилейне палӑртас кунсем умӗн Серафима Мироновна упӑшкинчен: «Хӑвӑн ҫамрӑк чухнехи савние чӗнетӗн-и?» — тесе ыйтрӗ тет. — «Чӗн», - хушрӗ тет.
— Вӑл гастрольте, те таврӑнаять терӗм, — каласа панӑччӗ Георгий Ефимов.
Икӗ хӗрарӑм кӑмӑллӑ пурӑнни куҫ кӗрет. Тата ҫакна калассӑм килет. Ҫавӑнпах ӗнтӗ Светлана Никифоровна Георгий Андреевичпа пӗрлешсе пурӑннӑ тапхӑрта вун сакӑр ҫул Серафима Мироновнӑн мӗн пур наградине тата ытти хаклӑ япапине ҫак тарана ҫити типтерлӗ упранӑ. Вӗсем хӑйсен вырӑнне ҫӗнӗ музейре тупнине асӑннӑччӗ ӗнтӗ.
Серафима Мироновна Ефимова чӗри 1988 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 27-мӗшӗнче тапма чарӑннӑ. Халӑх юратнӑ диктор 71 ҫул тултариччен пӗр кун пурӑнса ҫитеймен. Светлана Ефимова Серафима Ефимовӑн вил тӑпри ҫине ҫулталӑкра виҫӗ-тӑватӑ хут ҫитет, ӑна тасатса-типтерлесе тӑрать.
Осип Алексеев,
«Хыпар», 2007, ҫурла, 8


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-10-13 19:32:08 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4618 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем