Хӗрӳ хӗвел хӗрле хӗрелсе анчӗ,
Ыраш ӑшне вӑшпатрӗ путене.
Ҫӗре хуралламашкӑн тепӗр анчӑк —
Сар уйӑх — час хӑпарӗ тӳпене.
Ҫатан ҫумне таяннӑ шурӑ хурӑн
Тӗтреллӗн тӗлӗрет шӑп сывлӑшра.
"Тӗнче юмах пек... Туй ҫакна та — пурӑн!" —
Тесе чӗнетӗп эп хама ӑшра.
Ҫӑвар тулли кӑранклатать ҫӑханӗ,
Хутран-ситрен хухлет пӗр тӑмана.
Анчах этем епле ӑна ылханӗ,
Епле ӑна вӑл хурӗ тӑшмана?
Пуриншӗн те тивлетлӗ ҫакӑ ирӗк,
Пурнасшӑн пурте пӗр пекех ҫунать.
Илтетӗн-и, мӗскер калать ав ҫирӗк:
"Пӗр айӑп та тӑваймӑп чӗр чуна".
1925