Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Суя чупать ҫӗр ҫулпа, чӑнни утать пӗр ҫулпа.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Унӑн ячӗ манӑҫман (Н. Георгиева)

Чӑвашсен паллй поэчӗ, писателӗ, куҫаруҫи Виктор Рзай ҫуралнӑранпа кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче 105 ҫул ҫитет. Вӑл Вӑрмар районӗнчи Кавалта хресчен ҫемйинче кун ҫути курнӑ, ялти шкулта, 1924-1926 ҫулсенче Шупашкарти совпартшкулта вӗреннӗ. Ун хыҫҫӑн Виктор Ефремович «Канаш» хаҫат редакцийӗнче ӗҫленӗ.
Ӑсталӑха ӳстересси пирки вӑл самантлӑха та манман. Ҫак тӗллевпех 1928 ҫулта Хусан педагогика институтне вӗренме кӗнӗ. Ӑна пӗтернӗ хыҫҫӑн Виктор Рзай Шупашкара таврӑннӑ, виҫӗ ҫула яхӑн Чӑваш АССР Писательсен союзӗн литература консультантӗнче ӗҫленӗ.
Рзайӑн пӗрремӗш сӑвви («Тӗттӗмлӗхре») 1924 ҫулта «Ӗҫлекенсен сасси» журналта кун ҫути курнӑ. Поэтӑн пултарулӑхне «Аслати умӗн», «Пӑхӑр чӗлӗм» поэмӑсем, «Хӗр пурнӑҫӗ», «Пушар», «О, хӗвел», «Кӳршӗсем», «Уҫӑ хапха», «Ваҫлей саккунӗ», «Ашшӗпе ывӑлӗ е Якку айӑпӗ», «Вырмара», «Бригадир кинӗ», «Юрлас килет» калавсемпе повеҫсем лайӑх уҫса параҫҫӗ. «Ҫамрӑк вӑхӑт» (1927), «Чӑваш литературин хрестоматийӗ» (1933), «Ҫамрӑк писательсен пултарулӑхӗ» (1934), «Калавсем» (1934) кӗнекисем вара ун ятне ҫӳле ҫӗкленӗ.
Виктор Рзай Ҫемен Элкерӗн «Шурӑмпуҫ» романне вырӑсла, ҫармӑс совет литературин никӗслевҫин М.Шкетанан «Эренгер» романне чӑвашла куҫарнӑ. Вырӑс вулаканӗсем Рзайӑн пултарулӑхӗпе «Закон жизни», «Радость», «Романыч», «Рождение смелости» калавсем тӑрӑх паллашнӑ.
1936 ҫулта Виктор Ефремовичӑн Шупашкартан тухса кайма тивнӗ. Вӑл Ульяновск облаҫӗпе Тутарстанри вӗренӳ заведенийӗсенче вырӑс чӗлхипе литературине вӗрентнӗ, 1945-1966 ҫулсенче — Канаш медицина училищинче.
Пурнӑҫӗн юлашки ҫулӗсене республика тӗп хулинче ирттернӗ, пенсие кайиччен Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫленӗ. Ҫыравҫӑ 1970 ҫулхи нарӑсӑн 27-мӗшӗнче вилнӗ. Хӑй ҫук пулсан та унӑн ячӗ манӑҫман. Тӑван ялӗнчи пӗр урам ҫыравҫӑ ячӗпе хисепленет, вырӑнти вӑтам шкулта тата тавра пӗлӳ музейӗнче ун произведенийӗсен стенчӗсем пур. ЧР Патшалӑх кӗнеке палатин фондӗнче Виктор Рзайӑн кӗнекисем упранаҫҫӗ.

Н. Георгиева, «Хыпар», 2011, кӑрлач, 27


 
Категорисем: Виктор Рзай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-01-27 19:04:17 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2938 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем