Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +26.3 °C
Этем ырӑ ӗҫӗпе.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Строганова Валентина Кирилловна

Строганова Валентина Кирилловна — библиотекарь, вулавӑшсем йӗркелекен. 1932 ҫулхи акан 6-мӗшӗнче Ҫӗрпӳ районне кӗнӗ Салтак Слободи (1963 ҫулта пӗтернӗ) ялта ҫуралнӑ.

Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ (1982).

Пурнӑҫӗ

Валентина Кирилловна чи малтан Ҫӗрпӳри вулавӑш техникумӗнче пӗлӳ илнӗ. Кайран Мускаври культурӑпа ӳнер патшалӑх институтӗнче вӗреннӗ.

1951 ҫулта ӑна Елчӗк район вулавӑшӗн заведующине лартнӑ. 1955 ҫулта ВЛКСМӑн чӑваш обкомне куҫарнӑ, унта вӑл инструктор ӗҫне пурнӑҫланӑ. 1959 ҫулта Етӗрнене куҫарнӑ — кунта вӑл 1961 ҫулччен ВЛКСМ райкомитечӗн учет пайӗн заведующийӗ пулса ӗҫленӗ. Малалла вара вулавӑш ӗҫӗнче тӑрӑшнӑ (1967–1973 ҫҫ — Етӗрне райканашӑн культура пайӗн заведующийӗ).

Валентина Кирилловнӑна Етӗрне хулин халӑх депутачӗсен Канашӗн исполком председательне те суйланӑ.

Вулавӑш ӗҫӗнче

Етӗрнери вулавӑш ӗҫне куҫсан вӑл чи малтанах районти ача-пӑча вулавӑшӗнче ӗҫлеме тытӑннӑ. Малтан библиотекарь пулса, кайран — заведующий вырӑнӗнче.

Валентина Кирилловна 10 ҫул хушши (1977–1978) Етӗрнери тӗп вулавӑш системин директорӗ пулнӑ. Ҫав вӑхӑтра Етӗрне районӗнчи 19 вулавӑша ҫӗнӗ ҫурта куҫарма майсем тупнӑ. Вӑл тӑрӑшнипе вулавӑшсем культура учрежденийӗсемпе тӑчӑ ӗҫленӗ, культура ӗҫченӗсен икӗ кунлӑ семинарӗсем тӑтӑшах иртнӗ.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-04-06 20:40:06 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5679 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем