Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -0.7 °C
Ҫын валли шӑтӑк ан алт, хӑвах кӗрсе ӳкӗн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Смолин Анатолий Семёнович

Смолин Анатолий Семёнович — чӑваш сӑвӑҫи, тӑлмачӗ. 1956 ҫулхи акан 1-мӗшӗнче Куславкка районӗнчи Шӑнчасра ҫуралнӑ.

1987 ҫултанпа СССР ҪП членӗ. 1996 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫнӗ, 1993 ҫулта Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ премийӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш патшалӑх университетне вӗренсе тухнӑ. «Ҫилҫунат» журналӑн поэзи уйрӑмӗн ертӳҫи, каярахпа тӗп редаторӗ вырӑнӗсене йышӑннӑ. Чӑваш Ен президенчӗн пулӑшаканӗ пулса та вӑй хунӑ.

Мӑшӑрӗпе, Смолина Людмина Валериановнӑпа пӗрле, икӗ ача ҫуратса ӳстернӗ.

Пултарулӑхӗ

Хӑй каланӑ тӑрӑх шкулта 7-мӗш класа ҫитиччен вырӑсла кӑна сӑвӑсем ҫырнӑ. Кайран вара, Есенин сӑввисене Петӗр Хусанкай куҫарӑвне вуласан чӑвашла ҫырма пуҫланӑ.

Ҫак кӗнекесене кӑларнӑ:

  • Ҫаврӑм (1991);
  • Кӗтрет кӗтесӗ (1994);
  • Ҫӳретпӗр Ҫеҫпӗл ҫулӗпе (1999);
  • Заметы (вырӑсла, 1990);
  • Сын Чудикас (вырӑсла, 2000).

Чӑваш сӑвӑҫисен ӗҫӗсене вырӑсла нумай куҫарнӑ: М. Фёдоровӑн «Арҫурипе», К. Ивановӑн «Нарспи» поэмисене, Ҫеҫпӗл Мишшин «Паянтан» сӑввине.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-09-14 16:08:52 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 9173 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем