|
|
 |
Реклама |
 |
|
Хитре чăваш ятсем: Эх, хитре-çке чăваш ячĕсем: САВАНТЕЙ, САВАÇ, САВНЕПИ, САЙРУНА, САРИНЕ, САРХАН, САХВУН, СĂРПИК, СВЕРККЕ, СЕНЕСЛУ, СЕНТИЛЕТ, СЕНТИМĔР, СЕНТТИ, СЕРКУÇ, СЕРПИНЕ, СЕРТЕПИ, СЕТНЕР, СИЛЕРПИ, СИЛПИ, СИЛПИК, СИЛТЕЛЕТ, СИНЕРПИ, СИТЕХМЕТ, СИТТИ, СӲНЕРПИ.
|
 |
|
 |
 |
Салампи (Петĕр Хусанкай) |
 |
1 Пĕчĕкçеççĕскерĕм! Ма эс пысăк мар-ши? Çырăттăн чиперрĕн Кунсерен пĕр аршăн. Салтака манмашкăн Епле эс пултарăн? Вăл сана ачашшăн Асăнать, мăнтарăн. Ун лутра çĕр пӳрчĕ Санпа çеç илемлĕ. Кӳр чуппине, кӳрччĕ!.. Вилĕм тек килеймĕ. 2 Чĕвĕл-чĕвĕл чĕкеçсем Ларчĕç бруствер хĕррине. Алă вĕççĕн çĕклесе Чĕкеçрен чĕлхе илме Эп сана вĕрентеймерĕм. Каçарах, пĕчĕкçĕскерĕм! Вĕлле хурчĕ тутанать Çеçпĕле те ӳхлĕме. Сим кӳмешкĕн тутуна, Çу пек çепĕç пуплеме — Пылпа çу эп сĕреймерĕм, Каçарах, пĕчĕкçĕскерĕм! 3 Кунĕн-çĕрĕн çумăр, çумăр, Тăхлан çумăр пуç çинче... Эс, юрать-ха, çумма-çуммăн. Эс, юрать-ха, пит инçе. Хăш чухне эп, ывăнсассăн, Сан сăнна пăхатăп та — Çĕкленет каллех ман сассăм, Ватăлма каллех тăхтап. Хăш чухне, стройра пырса та, Юнпа хытнă çӳссене Эп куратăп та - сасартăк Тăп тăратăп, çӳçенеп... Кунĕн-çĕрĕн çумăр, çумăр, Тăхлан çумăр пуç çинче... Эс, юрать-ха, çумма-çуммăн. Эс, юрать-ха, пит инçе. 4 Урамра çилсем кумаççĕ, Шăтăк-шăхăр шăхăрать. Иксĕрех эсир кун-каçăн, Япăхатăр, ахăрах. Кив тетте те пушă аркă, Кам кӳрес-ха çĕннине? «Чăвашла юрласа пар-ха» Тетĕн эс асаннӳне. Асаннӳ юрлать... Пĕлесчĕ: Мĕн юрлать-ши ватăскер? Ман пуласчĕ пĕчĕкçеççĕ, Çип-çинçе те кĕп-кĕске. Ман халап-юмах итлесчĕ, Сывламасăр, санашкал, Савăнса вĕçне çитесчĕ, Сĕтĕресчĕ çунашка. Халь ак эпĕ, итлесен те, Манас çук салтак хĕçне. Вăрçă юмах мар иккен те, — Ман пĕлесчĕ ун вĕçне. Анчах эп пĕлеп, пĕлетĕп: Халапла кирек мĕнле, Эс пур чух вăрçă вĕçне те Чĕррĕнех эп çитмелле. 5 Салампи! Паян кĕрешрĕ Икĕ кайăк кăнтăрла: Пĕри хуп-хура хĕреслĕ, Тепри хĕрлĕ çăлтăрлă. Хăваларĕç, кĕр-кĕрлерĕç, Сăхрĕç хытă пĕр-пĕрне; Чикĕм пуçлă кускаларĕç, Кĕç ӳкмерĕç çĕр çине. Окопран пăхса выртатпăр Хăш палли çĕнтерессе. Кăшт тăрсассăн хĕрлĕ çăлтăр Вут хыптарчĕ хĕресе. Персе анчĕ леш, хĕресĕ, Тĕтĕм-çулăм кăларса. «Пултаратăн, çăлтăр, эсĕ!» — Терĕç пирĕн харăсах. 6 Эс çуралнă хулана Тăшман илнĕ çавăрса. Çывăрсам, ан кулянах: Парăнмасть вăл. Çывăрсам. Эс алхаснă пӳлĕмре Сивĕ, тĕттĕм, пуш-пушах. «Çывăр, килĕн ӳлĕмрен» Тет резин упа, кушак. Эс çӳренĕ пахчана Халь ӳкеççĕ етресем. Пĕр турат та тăшмана Пуçне таймĕ. Тĕлĕрсем. Эс чӳхеннĕ шыв-шура Пăтратаççĕ ют çынсем. Вăл тасалĕ — ан хăра: Пулмĕ юшкăн та вĕсен! Уйăх чăмрĕ Атăла, Аякра сăпку халь сан. Эп тасатрăм пăшала. Çывăр, çывăр, лăплансам... 7 Ах, яту хитре-çке санăн! Тупса хунă-мĕн такам... Тӳррипе калас пулсассăн, Кĕвĕçеп пăртак, ачам. Сан ятна эп асăнсассăн, Тин пусап вун саккăра. Халăх çамрăклăхĕ манăн Куç умне тухса тăрать. А пĕлетни эс, чиперĕм, Тутаркас таврашĕнчи Салампи ятлă пĕр хĕрĕн Кун-çулне? Тăхта-ха, чим... Юрăсти пулнă аппу çав, Пуçлăх пулнă уявра. Ку сахал: вăл пăлхав пуçĕ Пулнă теççĕ каярах. Те çĕр çул, те ик çĕр çул-ха (Пĕлме çук тĕрĕссипе) - Чăвашсем пăлханнă шухă Аслă Атăл хĕррипе. Атăл урнă: «Кам кама-ха!» Хӳнĕ вăл шыв хӳмесем. Çăварлăхланă урхамаххăн Шăлне йĕрнĕ хумĕсем. Хуçасен кимми-таврашĕ Ваннă, путнă куç курах. Путнăçем хуçи паврашнă: «Тур çырлах! Шуçи хурах!» Ват юманлăх кăмăлланă Яш çилле вĕчĕхтерсе. Юмансем пуçне сулланă «Парăнмастăпăр!» тесе. Эс пăлетни — çуллахи çĕр Чи яштак юман сине, Чи çӳле çав Салампи хĕр Шур пĕркенчĕк карнине? Халăха çапла пуçтарнă — Пуртăпа та сенĕкпа Улпутсен, мăрса-турханăн Мăшкăлне пĕтерес пек. Анчах çичĕ хут капланнă Мăшкăл пирĕн мăй çине. Салампи ĕçĕ хупланнă, Çитеймен вăл хăй вĕçне. Тăшман çарĕ ухăланă, Çурнă шур пĕркенчĕке. Темĕн чухлĕн тыткăнланнă, Пăлхав пуçĕ те лекет. Пуçилле ăна ăсатнă Инçетри сĕм вăрмана. Ун ятне манман асаплă, Тертлĕ халăх, самана. 1942 Çавăн пекех пăхăр Петĕр Хусанкайăн ытти сăввисене Статья каçми :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2007-01-28 22:24:29 вăхăтра улăштарнă. 1526 хут пăхнă.
|
 |
|
 |
|
|