Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Тиркекене тирӗк тӗпӗ лекет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Проект: Хыпарла

Кӗскен: Чӑвашла хыпарсем

Тӗллев: Портала чӑвашла хыпарсемпе тултарасси.

Ертсе пыраканӗ: Николай Плотников

Проект сайчӗ: chuvash.org

Бюджет: уйӑхне 5 000.

Проект вӑхӑчӗ: 2011, ака уйӑхӗ – 2012 ҫул.

Тӑрӑмӗ: вӗҫленнӗ. Хальхи вӑхӑтра ятарлӑ корреспондентсем ӗҫлеҫҫӗ.

Ӑнлантару

Паянхи хӑварт улшӑнса пыракан пурнӑҫра чи кирлисенчен пӗри вӑл — хальхи хыпарсемпе вӑхӑтра паллашса тӑрасси. Ӑҫта мӗн иртет, ӑҫта мӗн пулнӑ.

Хутшӑнас тесен мӗн тумалла?

Чи малтан — сайтра регистрациленмелле. Ку эсир ҫырнӑ хыпарсене идентификацилеме май парӗ. Ун хыҫҫӑн вара, тӗп страницӑри «Хуш» каҫӑпа усӑ курса, хыпар ҫырса тултармалла.

Мӗнле хыпар ярса пама юрать?

Чи малтанах — сирӗн тӑрӑхра пулса иртекеннисем пире кӑсӑклӑ. Сирӗн ялта Акатуй иртнӗ-и унта, е асфальт ҫул сарса пӗтернӗ — пурте пӗлтерӗшлӗ. Иккӗмӗшӗнчен — республикӑра е тӗнчере пулса иртекен кӑсӑклӑ хыпарсем. Вӗсене эсир республикӑри сайтсенчен е ытти информаци порталӗсенчен илсе чӑвашла куҫарайратӑр. Виҫҫӗмӗшӗнчен — мӗнле те пулин концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерни.

Хаксем

Хальлӗхе хаксем ҫакнашкал:

► 1. Пӗр-пӗр ресурсри чӑвашла хыпара пирӗн сайта куҫарса лартни — 10 тенкӗ. Хыпарӗ пӗлтерӗшлӗ пулсан — 20 тенкӗ.

► 2. Вырӑсла хыпара чӑвашла куҫарни — 100 тенкӗ. Ку хыпарсем шутне ӗнтӗ ҫӳлерех пӗлтернӗ 2-мӗш тӗслӗ хыпарсене кӗртме пулать.

► 3. Пирӗн сайт валли ятарласа ҫырнӑ хыпар — 150 тенкӗ. Ку хыпар вырӑсларан куҫарни пулмалла мар. Ӑна сирӗн ятарласа пирӗн сайт валли ҫырмалла.

► 4. Эксклюзивлӑ хыпар — 200 тенкӗ. Ку хыпар ытти ресурсенче пулмалла мар. Пур пулсан — маларах пӗлтернӗ тарифа усӑ курӑпӑр.

Хаксене 1000 саспалли калӑпӑшлӑ хыпарсене тӗпе хурса тунӑ. Хыпар калӑпӑшӗ пӗчӗкрех пулсан — ун хакӗ пӗчӗкрех пулӗ (сӑмахран, 200 мар, 190). Калӑпӑш шутне справкӑлла ҫырнӑ информаци кӗмест. Ӳкерчӗксӗр хыпарсемшӗн 10 тенкӗ сахалрах тӳлетпӗр (10 тенкӗллисемшӗн — 5 тенкӗ ҫеҫ). Проекта чӑвашла хыпарсемшӗн кӑна хатӗрленӗ (ытти чӗлхеллӗ хыпарсем укҫалла мар).

Концерт, спектакль, е мероприяти пуласси пирки пӗлтерекен хыпарсемшӗн тӳлеместпӗр. Паллах, хыпарсенче йӑнӑшсем сахалрах пулмалла. Ытла нумай йӑнаш пулсан — тӳлемӗпӗр (тӳлев укҫи йӑнӑшсене тӳрлетнӗ ӗҫе кайӗ).

Проект ӗҫӗ

  • 2011, ака уйӑхӗ: 500 тенкӗ
  • 2011, ҫу уйӑхӗ: 640 тенкӗ
  • 2011, ҫӗртме уйӑхӗ: 400 тенкӗ
  • 2011, утӑ уйӑхӗ: 220 тенкӗ
  • 2011, ҫурла уйӑхӗ: 50 тенкӗ
  • 2011, авӑн уйӑхӗ: 1280 тенкӗ
  • 2011, юпа уйӑхӗ: 2710 тенкӗ
  • 2011, чӳк уйӑхӗ: 1765 тенкӗ
  • 2011, раштав уйӑхӗ: 3060 тенкӗ
  • 2012, кӑрлач уйӑхӗ: 1870 тенкӗ
  • 2012, нарӑс уйӑхӗ: 6370 тенкӗ
  • 2012, пуш уйӑхӗ: 3350 тенкӗ
  • 2012, ака уйӑхӗ: 3110 тенкӗ
  • 2012, ҫу уйӑхӗ: 910 тенкӗ
  • 2012, ҫӗртме уйӑхӗ: 690 тенкӗ

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Пирӗн пӗрлӗхӗн ытти проекчӗсем

Пирӗн пӗрлӗх ҫак проектсене ертсе пырать:


 
Категорисем: Пӗрлӗх проекчӗсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2021-11-28 20:01:21 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8244 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем