Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ырӑ тус укҫаран хаклӑрах.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Манӑҫми кунсем, ҫулсем...

Мана, ал ҫырӑвӗн редакторне, пӗр поэт, ятлӑ поэт, ҫапла каланӑччӗ:
— Эсӗ кӑтартнисене тӳрлетрӗм, так ну. Эпӗ хирӗҫместӗп редакторпа. Хусанкайпа вӑт, ачам, пӗр чӗлхе тупаймӑн. Йывӑр унпа ӗҫлеме, так ну...
— Йывӑррине-мӗнне пӗлместӗп, ал ҫырӑвне тытса курман, — хуравларӑм эпӗ сӳрӗккӗн, ӑшра хӑйпе килӗшменнине тӳррӗн палӑртма хӑймасӑр.
Эпӗ ун чухне (1959 ҫулта) Чӑваш кӗнеке издательствинче ӗҫлеме тытӑннӑччӗ кӑна, писательсенчен чылайӑшне произведенийӗсем тӑрӑх ҫех пӗлнӗ. Ҫапах та Петӗр Хусанкайпа хутра-ситре тӗл пулса калаҫкаланӑччӗ. Манӑн пирвайхи сӑвӑсенчен пӗрне хӑй пухса хатӗрленӗ «Миршӗн» сборнике те кӗртнӗччӗ вӑл. «Ӑшӑ кӑмӑллӑ, ырӑ чунлӑ», — шухӑшлаттӑм эпӗ Петӗр Хусанкай пирки ялан. «Йывӑр унпа ӗҫлеме» тенӗ поэтпа пӗртте килӗшес килмерӗ.
Паллах, тепӗр чухне (е сайра хутра анчах мар) редактор сӗнӗвне йышӑнмасассӑн та пултарать автор. Кун пек чухне автор хӑйӗн тӗрӗслӗхне редактора ӗнентерме пӗлни кирлӗ. Редактор та, хӑйӗн кӑтартӑвӗ тӗрӗс тесе шутласан, автора ӗнентерме пултармалла. Авторпа редактор пӗр-пӗринпе хирӗҫни ӗҫе ӑнӑҫу кӳмест, кӑткӑслантарать кӑна.
Мана чи малтан Петӗр Хусанкайӑн «Лирика» ал ҫырӑвне редакцилеме тиврӗ. Ӗҫе хӑюллӑн пуҫӑнтӑм теейместӗп. Пысӑк поэт ҫырнинче ҫитменлӗхсем шырама пикенни аван мар пек туйӑнчӗ те эпӗ хӑш-пӗр йӗркесене, начартарах рифмӑсене, ритм уксахланӑ вырӑнсене кӑранташпа ҫех палӑртса тухрӑм, чернилпа тӗкӗнме тӑхтарӑм: Хусанкай килӗшессе е килӗшес марра кӗтрӗм. Петр Петрович эпӗ кӑтартнӑ вырӑнсене пӑхкаларӗ те мӗн тӳрлетмеллине ман умрах тӳрлетме тытӑнчӗ. «Эсӗ курнӑ ав, хам асӑрхаман, — терӗ вӑл кӑмӑллӑн. — Тавта-пуҫ, Якур шӑллӑм».
Унӑн тепӗр кӗнекине, «Аслӑ чӗре» ятлине, илемлӗ калӑплама темиҫе страница ҫитмерӗ те, Петӗр Хусанкай ҫӗнӗрен 5 сӑвӑ илсе килчӗ. «Наборласассӑн кусене те хамӑн вуласчӗ», — терӗ. Вулаймарӗ, Мускава васкавлӑн тухса кайрӗ. Пӗр-икӗ кунран вӑл ман ятпа Шупашкартах ҫырса хӑварнӑ ҫырӑва илтӗм.
«Якур шӑллӑм, — ҫырнӑ вӑл, — паян тин ӑсанма тивет те-ха... Кӗреймерӗм... «Аслӑ чӗрери» 5 сӑвва пӑхаймарӑм ӗнтӗ. Хӑв тӗрӗс-тӗкел вырнаҫтарса яр. Оригиналне пӑхарах вулама тархаслатӑп: тепӗр чух «вак-тӗвек» пӗтӗм кӑмӑла пӑтратса ярать. Килессе 7-8.Х. килетӗп пулӗ. Тен, ҫавӑнталла хыпар тӑвӑн е хамах ҫитсе кӗрӗп. Кӗнекем ҫав 5 сӑвӑсӑр тухмалла марах терӗмӗр ӗнтӗ. Ытти пирки — ҫитсен...
Салампа П. Хусанкай».
Акӑ ҫав ҫыру оттискӗ:
<кунта ӳкерчӗк>
Кашни автор хӑйӗн кӗнекине пӗр йӑнӑшсӑр кӑларттарасшӑн. Кӗнекере йӑнӑш кайни автор кӑмӑлне ҫех мар, вулаканӑн кӑмӑлне те хуҫать, тарӑхтарать те. Петӗр Хусанкай хӑйӗн кӗнекисен тасалӑхӗшӗн, тирпейлӗхӗшӗн, йӑнӑшсӑрлӑхӗшӗн (йӑнӑшсӑрлӑхӗшӗн — уйрӑмах) хытӑ тӑнӑ. Редактора, корректора харпӑрхӑй ӗҫӗнче ялан тимлӗ пулма тархаслатчӗ. Унпа ӗҫлеме пур пӗр аванччӗ. Чӑркӑш марччӗ вӑл. Хӑйне кирек хӑҫан та сапӑр тытнӑ. Иксӗмӗр хушӑра пӗр-пӗрине ӑнланманни нихҫан та пулман.
Ҫав ҫулхинех, 1962 ҫулта, мана Петӗр Хусанкайӑн «Савни» кӗнекин редакторӗ пулма тиврӗ. Титул листинче хӑйӗн яш чухнехи сӑн ӳкерчӗкне пичетлерӗмӗр.
«Тавтапуҫ сана, Якур! Мӗн те пулин кунта, тен, пур», — тесе парнелерӗ мана Петр Петрович ҫав кӗнекене.
«Акӑ вӑл, — шухӑшларӑм эпӗ, — поэт сӑпайлӑхӗ!.. «Мӗн те пулин» мар, виҫсе виҫейми, тулли илемлӗх кунта, чун-чӗре хӗрӳлӗхӗ, шухӑш пуянлӑхӗ!» Ҫакӑн пек ҫынччӗ Петӗр Хусанкай, мухтанмастчӗ вӑл хӑй мӗн ҫырнипе. Халӑх ӑна мухтарӗ, халь те мухтать.
Урапа та ялан пӗр йӗрпе чупмасть тенӗ авалхи чӑвашсемех. Пӗр йӗрпе кӑна мар, пӗрешкел те вӑрах хушӑ пыраймасть: е хӑвӑрт кусать вӑл, е питӗ хуллен; тӳрем вырӑнтах е пӗр-пӗр лакӑма лекет, е тумхаха...
1967 ҫулта ҫу пуҫламӗшӗнче «Ялав» редакцине (эпӗ журнал редакторӗччӗ) Петр Петрович Хусанкай «Ҫӗрте те ҫӗрместпӗр» поэма илсе килчӗ. «Вуласа пӑх-ха, Якур шӑллӑм, — терӗ, — техӗмӗ пур-и, ҫук-и?» Вуларӑм та пӑшӑрханса ӳкрӗм: поэма тӗп геройӗн сӑнарӗ пулса ҫитеймен, шупка. Мӗнле калас Хусанкая? Вӗренекенӗ вӗрентекене критикленӗ пек пулать-ҫке-ха. Пур пӗр калама лекет. Йӑвашшӑн пӗлтертӗм хамӑн шухӑша Петр Петровича. Вӑл лӑпкӑн, ним шарламасӑр итлесе ларчӗ. Ҫавах сисрӗм: лайӑхмарланчӗ вӑл. Хама та аван маррӑн туйрӑм: унӑн чӗрине ыраттартӑм-ҫке, айӑпа кӗтӗм.
— Темле ҫав, — хуравларӗ Петӗр Хусанкай ал ҫырӑвне манран илсен, — тепӗр хут пӑхса тухӑп-и? Шантармастӑп...
Туслӑха куҫса пынӑ иксӗмӗр хушӑри хутшӑнусем сивӗнес енне сулӑннӑран эпӗ самай кулянтӑм, ҫав вӑхӑтрах Петр Петровичӑн кӑмӑлӗ ҫаврӑнасса та шанма пӑрахмарӑм. Эрне хыҫҫӑн эрне иртрӗ. Июль вӗҫнелле «Ялав» редакцине Хусанкайран ман ятпа бандероль килчӗ — «Ҫӗрте те ҫӗрместпӗр» поэмӑн ҫӗнӗ варианчӗ, ҫыру та пур. «Якур шӑллӑм, — ҫырнӑ Петр Петрович, — хама хам тулласа пурӑнни ҫитет пулӗ. Хальлӗхе калӑпланса ҫитнӗн туйӑнать. 800 йӗрке ҫукрах. Ҫапах та пӗр номере ярсан аванрах пулмалла пек. Укҫи-качкишӗн пулсан — йӳнӗрех тӳлесе йӳнеҫтерме пултаратӑн. Эпӗ кӳренекенни те, хаклашаканни те мар. Ку ыйту татӑклӑ пултӑр. Пурӑнатпӑр-ха.
Чӑвашла машин хампа пулмарӗ. Пичетлеттерсе ил ӗнтӗ тӗлӗ-тӗлӗпе. Малти 3 стр. — алӑпа ҫырни — пӗрремӗш сыпӑкӗ умӗн, ячӗ хыҫҫӑнах, каймалласкер. Вара тата вун пӗр сыпӑкӗ — юрӑ пекки.
Эпӗ августӑн ҫурринче ҫитмелли ҫын. Чиперех пулсан...»
Акӑ ҫав ҫыру оттискӗ:
<кунта ӳкерчӗк>
Савӑнтарчӗ мана Хусанкайӑн ку ҫырӑвӗ. Поэми те килӗшрӗ: малтанхи варианчӗпе танлаштарсан, ку вариант чылай ӑнӑҫлӑ пулнӑ. Ӑна, ҫав варианта, Александр Казаков тӑлмачӑ вырӑсла куҫарсассӑн, Мускав издательстви те хапӑлласа йышӑннӑ.
Хусанкай чылай ют ҫӗршыв писателӗсене аван пӗлетчӗ. Уйрӑмах вӑл Болгари поэчӗсемпе ҫирӗп ҫыхӑну тытрӗ, вӗсен илемлӗ литература хаҫатне, журналне тӑтӑш илсе тӑчӗ. 1964 ҫулта пирӗн республикӑна килсе кайнӑ Ангел Тодоров, Болгарин паллӑ поэчӗ, Чӑвашра хӑй мӗн курни-пӗлни ҫинчен «Болгаросоветская дружба» журналта пысӑк статья пичетленӗ.
— Кирлӗ статья. Хамӑр халӑхшӑн, туслӑхшӑн усӑллӑ, — терӗ Хусанкай, Ангел Тодоров статйине «Ялав» редакцине илсе килсен. — Тӑлмачӑ тупӑр-ха, куҫартӑр.
— Пӑлхарла сирӗнтен лайӑх пӗлекен ҫук та пуль, Петр Петрович, — терӗм эпӗ. — Хӑвӑрах куҫарӑр-ха.
— Халӗ Мускава каймалла та... Юрӗ, шухӑшласа пӑхӑп, — терӗ вӑл.
Часах ҫыру илтӗм. Петр Петрович ӑна октябрӗн 21-мӗшӗнче янӑ. «Асапланас терӗм, — ҫырнӑ вӑл, «Украина» хӑна ҫуртӗнче пурӑнаканскер. — Хама хам редакцикелерӗм. Тен, ҫӗнӗрен пичетлеттеретӗн машинкӑпа? Кӗскетме тиврӗ старик сӑмахне. А шел!..»
Акӑ ҫав ҫыру оттискӗ:
<кунта ӳкерчӗк>
Петӗр Хусанкай куҫарӑвӗ октябрӗн юпашки кунӗнче тин ҫитрӗ. Ҫав тӗле «Ялав» журналӑн декабрьпе январь номерӗсене те хатӗрлесе ҫитернӗччӗ те, Ангел Тодоровӑн «Советлӑ Чӑваш Ҫӗршывӗнче» статйи 1965 ҫулхи февральте кӑна тухрӗ. Авторӗн сӑн ӳкерчӗкне те пичетлерӗмӗр. Петр Петрович кӑмӑллӑ юлчӗ.
Пӗрре каланӑччӗ эпӗ, ҫавнах тепӗр хут калатӑп: Петӗр Хусанкай питӗ ӗҫчен ҫынччӗ. Мӗн ыйтнине туса пама, чӗннӗ ҫӗре кайма-килме вӑл нихӑҫан та ӳркенмен. Редакцие (хаҫата-и, журнала-и) сӑвӑ е статья хӑвӑрт кирлӗ — пуринчен малтан пек Хусанкай пулӑшма васкатчӗ, пулӑшатчӗ те. Ҫук, пӗртте йывӑр марччӗ, ҫӑмӑлччӗ унпа — вашават кӑмӑллӑ ҫынпа, чаплӑ поэтпа ӗҫлеме.
Эпӗ унпа ӗҫленӗ кунсене — кӗнекисен редакторӗ пулнӑ, сӑвви-поэмине, статйисене журналта пичетленӗ, пӗр-пӗринпе калаҫнӑ, хутшӑннӑ кунсене — хамшӑн усӑллӑ, телейлӗ вӑхӑт пулнӑ теме пултаратӑп. Хӑйӗн кашни кӗнекине пекех (кашнинех те-и, тен?) — Шупашкар-и кӑларнӑ, Мускав-и е урӑх ҫӗршывра тухнӑ — вӑл пур пӗрех парнелетчӗ мана. 1969 ҫул пуҫламӑшӗнче Петр Петровичӑн виҫӗ томпа кӑларма йышӑннӑ «Суйласа илнисен» 1-мӗш томӗ пичетленсе тухрӗ. «Манас мар-ха пӗр-пӗрне» тесе титул листинче ҫапла ҫырса парнелерӗ ҫав кӗнекене, сӑвӑсен пуххине, Петр Петрович мана. Савӑнмаллаччӗ — чуна хуйхӑ пусрӗ: Хусанкай йывӑр чирлӗ, шав начарланса пырать...
Астӑватӑп: Ҫеҫпӗл Мишши ҫуралнӑранпа 70 ҫул ҫитет. «Ялава» статья кирлӗ. Кама ҫыртарас? Шухӑшлатӑп, шухӑшлатӑп — Хусанкайран лайӑх автор ҫук. Вӑл Ҫеҫпӗл Мишши пултарулӑхне нумай тӗпченӗ, сӑввисене вырӑсла куҫарнӑ, ӑна чунтан юратать. Урӑха сӗнсен Хусанкайӑн кӳренме сӑлтав пулать терӗм. Тульккӑш вӑл йывӑр чирлӗ, ҫырайӗ-ши? Кансӗрленӗшӗн каҫару ыйтса Петр Петрович патнех шӑнкӑравларӑм.
— Юрӗ, — килӗшрӗ вӑл. — Мӗнле те пулин пулӑшӑп.
Августӑн 29-мӗшӗнче илсе килнӗ Петр Петрович «Ялав» валли ҫырнӑ статйине. Эпӗ редакцире пулман та хут татӑкӗ ҫине кӑранташпа вӑйсӑррӑн ҫапла ҫырса хӑварнӑ: «Сывӑ пулса тӑр. Кайиччен, тен, кураймӑпӑр». Хӑй калех Мускава тухса кайнӑ. (Юлашки ҫулсенче Хусанкай час-часах Мускава ҫӳретчӗ.) Статйи, «Пин-пин чӗре» ятлӑскер, Ҫеҫпӗл Мишшине халалланӑ номертех пичетленчӗ. Ҫакӑ Хусанкайӑн «Ялав» валли ҫырнӑ юлашки статйи пулчӗ...
Ҫӑмӑлччӗ Петр Петрович Хусанкайпа ӗҫлеме.
Шел, ытла ир пӑрахса кайрӗ вӑл пире.
Ячӗ-шывӗ, пархатарлӑ ӗҫӗ-хӗлӗ тӑван халӑхра нихӑҫан ҫухалмӗ.

Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл» журналтан /2007, кӑрлач/ илнӗ

Ҫавӑн пекех пӑхӑр

Петӗр Хусанкай сӑввисем


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-01-29 22:08:43 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 5663 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем