Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -1.7 °C
Ӗни хура та — сӗчӗ шурӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Мӗтри Юманӑн «Нарспийӗ»

Мӗтри Юман - чӑваш литературинче самаях паллӑ йӗр хӑварнӑ ҫыравҫӑ. Вӑл 1885 ҫулхи октябрӗн 13-мӗшӗнче Тӑхӑрьял тӑрӑхӗнчи Пӳркелте (хальхи Тутарстан Республикинчи Пӑва районӗ) ҫуралнӑ. Хӑй вӑхӑтӗнче, XIX ӗмӗр вӗҫӗнче, Тӑхӑрьял чӑваш культурин пысӑк вучахӗ пулса палӑрнӑ, унта ялсеренех вӗреннӗ ҫын курӑннӑ. Паллах, Чӗмпӗрти чӑваш шкулӗ те Мӗтри Юманшӑн ют пулман. Литература анинче ҫыравҫӑ ытларах очерк, новелла, драма жанрӗсемпе ӗҫленӗ пулин те, унӑн сӑвӑлла хайлавӗсем те пултарулӑхӗнче паллӑ вырӑн йышӑнаҫҫӗ («Маюк» поэма, «Ҫуркунне», «Атӑл юрри», «Юрӑ» сӑвӑсем, «Шевле вылять», «Нарспи» прозӑлла хайлавӗсем). Кунта эпир «Нарспи» хайлава пӑхса тухма тӗв тунӑ. Асӑннӑ хайлава жанр хӑй евӗрлӗхӗ енчен тишкерсен. тӳрремӗнех «прозӑлла сӑвӑ» тесе калама пулать. «Прозӑлла сӑвӑ» вӑл — проза евӗр калавласа е тӗрлӗ эмоцилле туйӑмсене сӑнарласа пӗр-пӗр темӑпа ҫырнӑ сюжетсӑр произведени. Вырӑсла ӑна «стихотворение в прозе» тесе калаҫҫӗ. Прозӑлла сӑвӑ форми Ҫӗнйӗркелӳ (эпоха Возрождения) вӑхӑтӗнче, романтизм тапхӑрӗнче вӑй илнӗ. Ҫыравҫӑсен сӑввисенче ритмикӑлла синтаксис конструкцийӗсем темиҫе хут каланакан сасӑсен йӗрӗсем палӑрнӑ; рифмӑсене курма пулман, мӗншӗн тесен илемлӗхе палӑртакан сӑмахсем, предложенисем, шухӑш тӗввисем проза евӗр хайланнӑ, куҫ умне пӗрре пӑхсан пӗчӗк калав пек е хайлав сыпӑкӗсем пек тухса тӑнӑ. Поэтсем ытларах абзацӑн-абзацӑн йӗркеленӗ хӑйсен кӑмӑл-туйӑмӗсене, ҫапах та шухӑшлавӗ тарӑн пулнӑ. Пурнӑҫпа самана ҫинчен шухӑша кайнӑ вӗсем, этем чунӗнчи ыратӑва, юратӑва кӑтартса пама тӑрӑшнӑ. .
«Нарспи» хайлава та «прозӑлла сӑвӑ» жанрӗпе ҫырнӑ теме пулать. «Суйласа илнисем» кӗнекере ӑна прозӑласа пичетленӗ, «Чӑваш литературипе поэтикин стиль ыйтӑвӗсенче» (1989 ҫ.) — сӑвӑласа. Мӗтри Юман К.В. Ивановӑн «Нарспи» поэмине чунтан юратни, кӑмӑллани, ӑна ӑша хывни куҫ кӗретех. Тен, вӑл хӑй те К.В. Иванов пек ҫырма ӗмӗтленнӗ. Ҫавӑнпа та унӑн «Нарспи» хайлавӗнче ҫав сюжет йӗрӗ хывӑннӑ. Икӗ сӑнарӑн та кӑмӑлӗ-шухӑшӗ, тыткаларӑшӗ пӗр:
Тырӑ вырать - кӗлте йӑтӑнать, утӑ ҫулать - ҫава вылять, тӑттаҫ ҫапать - йӗтем чӗтрет - кам-ши ҫав?
Сӑвӑласа ҫапла ҫырӑнать:
Тырӑ вырать — кӗлте йӑтӑнать,
утӑ ҫулать — ҫава вылять,
тӑпаҫ ҫапать — йӗтем чӗтрет —
кам-ши ҫав?

Сӑнасан, М. Юманӑн «Нарспи» хайлавӗнче те прозӑпа хутӑш ритмикӑлӑх пур, анчах лирикӑлӑх ытларах палӑрать.
Хайлава вуласан, унӑн сюжетне тимлӗрех пӑхсан вӑл икӗ пайран тӑнине курма пулать: пӗрремӗшӗнче Нарспин пурнӑҫӗпе ӗҫӗ-хӗлӗ, илемлӗхӗпе ӗҫченлӗхӗ сӑнланнӑ; тепӗр пайӗнче Нарспин шӑпине ҫут ҫанталӑкри пулӑмсемпе танлаштарса, сӑпатлантарса пӳкле вилӗмне кӑтартнӑ. Малтанах Нарспи ҫут тӗнче илемӗпе киленсе пурнӑҫӑн малашнехи утӑмӗсене калӑпланӑн туйӑнать, ҫавӑнпах калуҫӑ кам-ши ҫав тесе ыйту парса вулакана хумхантарса интереслентерсе ярать. Иккӗмӗш пайӗнче вара геройӑн сӑнарне риторикӑлла ыйтупа пӗтӗмлетет: Нарспи чунӗ мар-ши ҫав?
Тырӑ-пулӑ хӑмӑш пек кашлать, пӗлӗт ҫинче тӑри юрлать: савӑнать-йӗрет, ҫухӑрать-шапӑлтатать, сас вылятать-ӗсӗклет — Нарспи чунӗ мар-ши ҫав?
Пӑчӑ ҫӗрте, ҫулҫӑ ҫулҫа чуп тунӑ чух шӑпчӑк сасси янӑрать, савать, ҫилленет, юна вылятать, кӑкӑра хӗртет, пуҫа ҫавӑрать, куҫа илет — Нарспи чунӗ мар-ши ҫав?

Аталануллӑ сюжетра яланах икӗ пай курма пулать: конфликт тӗвӗленсе аталаннӑ (хӗрсе пынӑ) тата конфликт сивӗннӗ пайсем. Иккӗшӗн хушшинче кульминаци (хӗрсе ҫитни) тӑрать. Ҫак икӗ пайӑн калӑпӑшӗ пӗр пек мар, малтанхи иккӗмӗшӗнчен вӑрӑмрах (пысӑкрах) пулнине ӑнлантарса пама май пур. Кульминаци вӑхӑтне Мӗтри Юман икӗ ҫаврарах сӑнласа панӑ:
Урхамаха йӗвен килмӗ, ӑраслана картиш ҫитмӗ, ӑмӑрт кайӑкне вите тивмӗ — кам-ши ҫав?
Кашкӑр улать — сассӑр пулать, ҫич ют сурать — типсе пырать,
тӑшман ятлать — хӑйнех пулать — кам-ши вӑл?

Асӑннӑ ҫаврасенче Мӗтри Юман пултарулӑхне халӑх сӑмахлӑхӗ питӗ пысӑк витӗм кӳни палӑрать. Енчен те К. В. Ивановӑн «Нарспине» вуламан, пӗлмен ҫын пулсан ку хайлаври кульминаци самантне ӑнкарса та илейместчӗ пулӗ. «Ӑрасланӗ» те, «ҫичӗ ючӗ» те, «кашкӑрӗ» те, йӗвенсӗр урхамахӗ те кунта — Тӑхтаман сӑнарӗ. Ҫаврасенчен курӑнать те ӗнтӗ пӗрремӗш пайран иккӗмӗш пая куҫни.
Ҫак йӗркесене вуласан Михетер сӑнарне тарӑнрах ӑнланса илетӗн:
...Ҫамрӑк чӗре туртнӑ енне ват пуҫна тай. Михетер! Апла-капла пулмасан ӳпкев тивтӗр ху пуҫна, ылхан ҫиттӗр ху килне. Тимӗр картипе урлӑ пуссан, пӳлӗх парнине ҫылӑх тусан ырӑ куряймӑн. Михетер! Кӑвак хуппи хупӑнса ларӗ, вылян шевле сӳнсе тӑрӗ, вӗре ҫӗлен хӗрне илӗ. чаплӑ-мухтавлӑ, ӑслӑ-тирпейлӗ ял пуҫӗ.
Этемлӗхӗн икӗ хирӗҫле енӗ тӗл пулать кунта: таса та тӳрӗ чунлӑ, хӑй телейӗшӗн кӗрешекен Нарспипе авалхи халӑх йӑли-йӗркисене тытса пыракан Михетер. Ашшӗшӗн халӑх йӑли малти вырӑнта тӑрать, хӗрӗшӗн вара — чун тӑрӑмӗпе килӗшӳлӗх йӑли тата ӑраскалшӑн кӗрешесси.
Хайлаври ҫемӗпе интонаци те пысӑк содержаниллӗ: ҫаврӑмсенчи тӑтӑш каланакан пӗр пек сасӑсен кӗвӗ янӑравлӑхӗ, грамматикӑн пӗр формиллӗ састашӗсем, синтаксис повторӗсем (тырӑ вырать — кӗлте йӑтӑнать, утӑ ҫулать — ҫава вылять, тӑпаҫ ҫапать — йӗтем чӗтрет — кам-ши ҫав?) ҫемӗри сӑнарлӑ шухӑшӑн эмоцине татах та вӑйлатаҫҫӗ, туйӑмсен витӗмлӗхне ӳстереҫҫӗ.
Ҫак хайлав поэзие кӗни пирки В.Г. Родионов профессор ҫапла ҫырнӑ: «Паллах, Мӗтри Юман поэт пулнине ҫирӗплетмеллех. Кунта «прозӑлла сӑвӑ» жанрӗпе ҫырни палӑрӑмлӑ пек туйӑнать. Мӗншӗн тесен ҫаврасем тӑтӑшах рифмӑланса пыраҫҫӗ, ритм-ҫемӗ структури хӑйне евӗрлӗ вуланать. Сюжетне пӑхсассӑн тӳрех «ҫавӑн ҫинчен» калать тесе палӑртаймастпӑр, кӑна эпир символсем, ытарлӑ сӑнарсем, ҫут ҫанталӑк пулӑмӗсемпе этем пурнӑҫӗ параллельлӗ пулнипе ҫеҫ ӑнланатпӑр». Хӑйӗн прозӑлла сӑввисене Мӗтри Юман ҫӗкленӳллӗ пафоспа ҫырнӑ. Ҫав хавха вӑл вӑхӑтри ытти литературӑсенче те, уйрӑмах тухӑҫри халӑхсен сӑмахлӑхӗнче анлӑ сарӑлнӑ. Риторикӑллӑ. ыйтуллӑ предложенисем текста кӗвӗлӗх, ритм кӗртеҫҫӗ. Ҫавна май ӑна сӑнарлӑ, ӗненмелле, кӑмӑл-сипет тӗлӗшӗнчен сапӑр тӑваҫҫӗ.
Произведенире хирӗҫ тӑрулӑх пысӑк вырӑн йышӑннине те палӑртмалла: халӑх тата уйрӑм ҫын, ирӗклӗ тӗнче тата читлӗх т. ыт. те. Параллелизм мелӗ аван курӑнать (ҫут ҫанталӑкпа этем пурнӑҫне танлаштарни, сӑнлани). Хайлавра пӳлӗх, арҫури, шевле, вӗре ҫӗлен тата ытти мифла сӑнарсем тӗл пулаҫҫӗ. Халӑх сӑмахлӑхӗн мелӗсемпе усӑ курни произведение вулакан патне ҫывхартать, пурнӑҫпа ҫыхӑнтарать, сӑнарлӑха вӑйлатать:
Хӗр сӑрире шӑпчӑк сасси, кӗшернире пике ташши, уявсенче ҫил-тӑвӑл вӑййи — кам-ши ҫав?
Куҫ хывать те — йӑмра хӑрать, кӑчӑк туртсан — вӑрман ташлать, пӗр сасӑ парсан — каччӑ сикет. пӗр сӑмахран тантӑш пӗкӗрлет — кам-ши вӑл?

«Нарспи» хайлав ытти ҫыравҫӑсене те витӗм кӳнӗ, хавхалану туйӑмӗсем ҫуратнӑ. Ахальтен мар телейсӗр шӑпаллӑ хӗр сӑнарӗ ҫинчен калакан сюжет тӗнче литературинче кӑна мар («Лейли и Меджнун», «Ромео и Джульетта» тата ыт. те), чӑваш литературинчи ытти хайлавсенче те (Ф. Павлов «Ялта», Л. Сачкова «Чӗкеҫӗм, чӗкеҫ») тӗл пулать.
Пӗтӗмлетсе ҫапла калама пулать: Мӗтри Юман — прозӑлла сӑвӑ ӑсти, унӑн хайлавӗсем, аслӑ поэтӑмӑр К.В. Ивановӑнни пекех, тарӑн психологиллӗ, ҫивӗч ӑс-хакӑллӑ, шахвӑртуллӑ та пуян чӗлхеллӗ, чӑваш ҫыннисен пурнӑҫне мухтакан паха тӗслӗхсем.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-04-13 12:50:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 4862 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем