Чăвашла По-русски Esperanto English
 
 
Ĕçчен çыннăн ыйхи кĕске.
 
 Система
 
 Меню
 
 Сăн галерейи
 
 Баннерсем
 
 Реклама
 
 Мăшăрăма халлаласа (Левтина Марье)

    Хальхи пекех ас тăватăп:
    Мускав хули... театрта
    "Амалия" роле вылятăп,
    Çап-çамрăк хĕр ун чух тата.
    
    Чечек çыххи спектакль хыççăн
    Тыттарчĕ каччă йăл кулса.
    Пĕрре курсах хама-хам вĕçнĕн
    Туйса эп илтĕм, ăнланса.
    
    "Ăçтан эсир?" - тесе ыйтсассăн,
    Вăл хуравларĕ: "Пушкăртран".
    "Эсир тата?..." - тĕпчет хавассăн.
    "Чăрăшкасси ятлă ялтан.
    
    Йĕпреç районĕнчи илемлĕх
    Кӳрет савса чăваш çĕрне..."
    "Э... вăн ăçтан çак илĕртӳлĕх..." —
    Тесе вăл тăсрĕ сăмахне.
    
    Яту — Кирилл, Надежда эпĕ,
    Ик ят — ик çын, тен, Тур çырни?
    Шупашкарта вĕреннĕ эсĕ,
    Артистка эп - пулас савни.
    
    Илемлĕ туйăм ман çуралчĕ,
    Таса, çунатлă юрату!
    Сана курсан чĕрем юрлатчĕ,
    Савăнтаратчĕ яш утту.
    
    Çыравçă Ираида Нарс та
    Хăна туса иксĕмĕре
    Пиллерĕ. Хушрĕ вăй, çунат та
    Чунран килĕштерсе пире.
    
    Çулталăк алла-аллăн савăк
    Утса çӳренĕ урампа
    Мĕн чухлĕ эс пĕлеттĕн сăвă!
    Вулаттăн киленсе манпа.
    
    Пĕррехинче: "Надежда, — терĕн, —
    Пĕр саншăн çеç çунать чĕре.
    Качча тухсамччĕ е тиркетĕн?.."
    "Мĕн эс, Кирилл? Санпа пĕрле
    Асамлă эп туяп, телейлĕ..."
    "Апла пулсан туй ирттерес.
    Пукрав кунне çав килĕшӳллĕ
    Тур çырнине çирĕплетес..."
    
    Вăл мĕн шутланă - çавă пулнă.
    Кĕрлерĕ туй мĕн ирчченех.
    Шап-шур кĕпе ăшне эп путнă,
    Пехил пани куç умĕнчех.
    
    Кристина хĕрĕм çуралсассăн
    Чăтма çук савăнтăм хамах.
    Ун хыççăн ывăл "туянсассăн",
    Тав турăн, мăшăрăм, пайтах.
    
    Çемье вăл пултăр чăмăркка пек,
    Тăватă чун — тăват чĕре.
    Çĕр чăмăрĕ, ав, çаврăнать тек
    Çыхăнтарса пин ĕмĕре.
    
    Тĕлĕнтереттĕн, савнă çыннăм,
    Санра кĕрлетчĕ вăй-хăват.
    Ирччен эс проза, сăвă çырнă,
    Пулса чуну сан тарават.
    
    Вĕри чунпа, чупса ĕçлеттĕн
    Çав тĕрĕслĕхшĕн тăрăшса.
    Пур передача ирттереттĕн
    Тӳр кăмăлпа çине тăрса.
    
    Мана пуриншĕн тавăраттăн,
    Эп арăм-çке, тек тарăхса
    Хăш-пĕр чухне эс харкашаттăн,
    Ниçта кĕрсе кайми пулса.
    
    "Пĕрле пуласчĕ ĕмĕр-ĕмĕр", —
    Тата калаттăн юратса.
    Шуйттанĕ хĕтĕртрĕ-ши, ахăр,
    Тăрук эс кайрăн уйрăлса.
    
    Тĕнче пĕтсе килсессĕн туйрăм...
    Сан вил тăпру çине выртса
    Эп йĕтĕм татăлса: "Ах, чунăм,
    Тăрсамччĕ! Ан кай пăрахса!
    
    Ах, мăшăрăм, юратнă çыннăм,
    Мĕн айăппа ку уйрăлу?!
    Ик тăлăх юлчĕç: пĕчĕк хĕрĕм,
    Кирилл - шăп ху пек ывăлу..."
    
    Кашлать-çке Кăтаймас вăрманĕ,
    Ӳсет чечек каçса кайсах.
    Сан вил тăпру çине юманĕ
    Тăкать сар çулçă тăрăшсах.
    
    Тепле пулсан та çул иртет вăл,
    Ӳстертĕм ывăлпа хĕре.
    Ман çамрăк ĕмĕр - çиллĕ тăвăл,
    Кичем иртет, çунать чĕре.
    
    Ниçта кайсан та "тăлăх арăм",
    Пĕр савăнăç чуна пымасть.
    Сан умăнта тататăп парăм,
    Юлташсенче яту каймасть.
    
    Тавах турра, вулатăп сăвă
    Сан талантна çĕкле-çĕкле.
    Ман ăшăмра вилмен эс, сывă,
    Тек калаçатпăр тĕлĕкре.
    
    Эс пулнă чăн та пултаруллă,
    Пур енĕпе те пит ăста.
    Театровед, ăсчах, çыравçă,
    Тĕпчевçĕ, журналист тата.
    
    Апла пулсан ман кăларасчĕ
    Пĕр кĕнеке пуххи туса
    Татах та сăвă калăпласчĕ
    Мăшăрăма халалласа.
Левтина Марье

 
Статья каçми :: Пичет версиĕ

Admin тӳрлетнě, информацие 2005-11-06 22:29:32 вăхăтра улăштарнă. 1611 хут пăхнă.
 
 Шырав
 
 
 Çу, 18
1987
25
Егоров Павел Александрович, çыравçă, журналист çут тĕнчерен уйрăлса кайнă.
Пулăм хуш...Пулăм хуш...
 
 Suvar TV
Кăçалхи Чунçÿрев Алтая пулать. Паллашăр.
52:14
 
 Канашлура
Чакка булгарская и чувашская речь/письменность (151)
SerteUntri Юрату (98)
Karssem Çĕнĕ чăваш кино / Новое чувашское кино (500)
SerteUntri Чăвашсем тата христианлăх (27)
SerteUntri Наци çĕкленĕвĕн çулталăкĕ (4)
Zhendoso Наши предки в описаниях  Мовсес Каганкатваци (12)
Хастар Клуб избирателей (41)
vik Аналитика выпусков новостей в СМИ (85)
vik ЧувашКино (12)
Васса А.С. Пушкин чăвашла (11)
sinun Источники по Волжской Булгарии (1205)
Кăмпа Ну вот... (329)
Пуян Проблемы чувашской нации (990)
Пуян Булгария Серебреная-Кĕмĕл Пăлхар. (1854)
sinun Нухайсем / Ногайцы (7)
 
 Кун кĕнекисенче
Рассуждения про Волжских булгар и другие версии
Мамины рассказы
Папа, мама. Эпĕ чăвашлах калаçма вĕренесшĕн
Солдаты не любят говорить о войне.
Юратупа туслăх
Кушак
Тăван тавралăха юратакансем валли
Паллă публицист-çыравçă
Чăваш телевиденийĕ пирки
"Каким я вижу будущее Чувашии?"
"Эпир - Улăп йăхĕнчен!" вăйă конкурсăн оргкомитечĕ ăна тепĕр икĕ куна тăсма шутларĕ.
Чăваша чăннипе мĕн кирлĕ? //Н.Егоров статьине тишкерни
О Михаиле Иванове Негее
Жизнь и проблемы Красноармейского района
Уй варринче...
 
 
Сайт пирки | Пулăшу | Статистика
(c) 2005-2010 Chuvash.Org | Сайтри материалсене (ытти çăлкуçсенчен илнисемсĕр пуçне) CreativeCommons Attribution-ShareAlike 3.0 лицензипе килĕшӳллĕн усă курма пулать. Сайтпа çыхăннă ыйтусене кунта ярăр: p-code(a)mail.ru