Интернет пĕрлĕхĕнче чăвашла "калаçакансем" cv.wikipedia.org, www.chuvash.org сайтсемпе усă кураççĕ. Нумаях пулмасть вĕсем Интернетра "Чăваштет" ятпа чăваш этносферине уçнă. Унта хальхи вăхăтра сеть тăрăх "СV Wikipedia", "DVD парнеле", "CD парнеле", "Linux CV", Сuvash.Org" ниме-проектсем ĕçлеççĕ. Асăннă пĕрлĕхе хутшăнакансем пуçарнипе тата ЧР Президент Администрацийĕпе ЧР Культура министерстви пулăшнипе часах Чăваш Ен Интранетĕнче чăвашла пĕрремĕш сайт уçăлмалла. Интернетри Чăваш этносфери çинчен калакан пĕтĕм информацие www.chuvash.org сайтра вырăсла, акăлчанла тата чăвашла пĕлме пулать. Тĕнчере пурăнакан чăвашсемпе вара www.chuvash.org сайтăн форумĕсенче паллашма май пур. Унтах тӳлевсĕрех чăваш чĕлхине тата компьютер технологине вĕренме пулать. Интернет-пĕрлĕх хутшăнуçисем хăйсем кăларакан продукцие чăвашсен хушшинче тӳлевсĕрех салатаççĕ. Çав продукци йышĕнче вара чăвашла-вырăсла тата вырăсла-чăвашла словарьсен, чăвашла клавиатура тĕслĕхĕсем.