Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -5.7 °C
Вӑррӑн пуҫ тӳпинчен пӑс тухать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Имин

"Имин" сӑмах халӗ ватӑ ҫынсен калаҫӑвӗнче ҫеҫ илтӗнкелет, чӗлхерен тухса пырать. Хӑш-пӗр енчи чӑвашсем манса кайман-ха ӑна. Елӗк чух пӗр-пӗр ӗҫ пуҫлакан е ҫула тухакан ҫынна, салтака илнӗ ҫамрӑка, качча тухакан хӗре /тата ытти те/ ватӑсем пиллесе:
— Имин пултӑр, ачам! — тенӗ.
Н.И. Ашмарин профессор хатӗрленӗ "Чӑваш сӑмахӗсен кӗнекин" 3-мӗш томӗнче "Имин тӑратпӑр", "Имин пурнӑҫ", тата ытти ҫавӑн пек тӗслӗхсем вулама пулать.
"Имин" — лайӑх, йӗркеллӗ, телейлӗ тенине пӗлтернӗ. Вӑл пирӗн чӗлхери кивелнӗ сӑмах /архаизм/ пулни чӑвашсен паллӑ историкӗпе этнографе Н.В. Никольский профессор ҫырса илнӗ пӗр тӗслӗхрен те /халапран та/ курӑнать:
"Пирӗн чӑвашсем килти ватӑ кӗсрене карта пуҫлӑхӗ теҫҫӗ: ӑна сутмаҫҫӗ те, улӑштармаҫҫӗ те. Ҫав лашана инҫе ҫула тухнӑ чух суса юлӑҫҫӗ. Ҫапла тусан киле вӑл имин таврӑнать тет".
Кунта "имин" тӗрӗс-тӗкел, таса-сывӑ пӗлтерӗшлӗ /тутар чӗлхинче ку сӑмах таса-сывӑ, ӑнӑҫлӑ, шиклӗ мар тенине пӗлтерет/. Халап пӗр вӑхӑтрах кӗсре чӑвашсен культ выльӑхӗ пулнине кӑтартать — ӑна сутсан е улӑштарсан, кил-ҫуртра, выльӑх картинче тирпей-управ пулмӗ.
"Имин" сӑмах чӑваш чӗлхинче тӗнчери халӑхсен чӗлхинчен юлнӑ. Нимӗҫсен чӗлхеҫи Бренд Шернер "имин" арабсен "аминь" сӑмахӗнчен пулса кайнӑ, ытти чӗлхе урлӑ /тутарсем урлӑ та!/ чӑваш чӗлхине куҫнӑ тесе ӑнлантарать. "Имин" те, "аминь" те пӗр тӗпри сӑмахсем пулни пирки иккӗленмелле мар. "Аминь" пиллев ҫынна пурнӑҫа ырлӑх-телей, тӑнӑҫ-канӑҫ сунать. Ҫак сӑмах тутар чӗлхине ислам тӗнӗпе пӗрле кӗнӗ. "Имин" сӑмах вара тутара тухнӑ чӑвашсемпе пынӑ пулмалла.
Чӑваш чӗлхинче вӑл тӗнчери чи вата чӗлхесенчен пӗри пулнине палӑртакан тӗслӗх нумай. "Имин" те ҫав шутрах. "Имин" — чӑваш чӗлхине, "аминь" араб чӗлхине пӗр вӑхӑталлах кӗме пултарнӑ, мӗншӗн тесен ҫак икӗ чӗлхере пӗр тымарсенчен тухнӑ сӑмахсемех ҫӗр-ҫӗр. Апла пулсан пин-пин ҫул ӗлӗк пирӗн несӗлсем пӗр самана арабсемпе ҫума-ҫумӑн пурӑннӑ е вӗсен чӗлхисем пӗр тӑван йӑваран пуҫланнӑ?

А. Васильев
«Хыпар», 2007, нарӑс, 27, 24693 №


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-26 23:37:49 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8899 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем