Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Кивӗ кӗрӗк ҫил вӗрнипех ҫӗтӗлет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Гордеев Денис Викторович

Гордеев Денис Викторович, — прозаик, сӑвӑҫ, тӑлмач, журналист. 1938 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗн 4 Чӑваш Енӗн Комсомольски районӗнчи Асанкасси ялӗнче ҫуралнӑ.

1978 ҫултанпа СССР ҪП членӗ шутланать. 2000 ҫулта Чӑваш Енӗн тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ятне тивӗҫлӗ пулнӑ, К. Турхан ячӗллӗ премиӗн лауриачӗ пулнӑ.

Пурнӑҫӗ

Чӑваш педагогика институтне тата Горькийӗнчи аслӑ парти шкулне вӗренсе пӗтернӗ.

1974—1976 ҫулсенче Чӑваш кӗнеке издательствин директорӗ, 1976—1980 ҫулсенче «Коммунизм ялавӗ (хаҫат)Коммунизм ялавӗ» хаҫатӑн культура уйрӑмӗн заведующиӗ пулса ӗҫленӗ. «Тӑван Атӑл» журнал редакциӗнче, Чӑваш АССРӗн ҪП литература енчи консультанчӗ пулса ӗҫленӗ. СССР литфончӗн чӑваш уйрӑмӗн директорӗ пулнӑ.

Ӗҫӗсем

Денис Гордеев ачасем валли нумай ҫырнӑ. Ҫавӑн енченех кулӑшла ӗҫсем ҫырать.

Унӑн пичетленсе тухнӑ кӗнекисем:

  • «Ӑшӑ ҫумӑр» (сӑвӑсем, 1975);
  • «Ир такӑнсан» (кулӑшла калавсем, 1981);
  • «Куккуклӑ сехет» (калавсемпе хайлавсем, 1988);
  • «Акман ыраш» (1991);
  • «Ҫурта кунӗ» (2000);
  • «Ҫич ҫунатлӑ курак» (2002);
  • «Хуп хушшинчи ҫылӑх» (2004);
  • «Пӑсташ» (2006);
  • тата ыттисем.

Ҫавӑн пекех пӑхӑр



 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-02-04 01:11:59 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 13352 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем