Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.6 °C
Чӑхӑ пӗрчӗн сӑхсах тутӑ пулать.
[ваттисен сӑмахӗ: 2394]
 

Воронков Владимир Петрович

Воронков Владимир Петрович — чӑваш спортсменӗ. 1944 ҫулхи пушӑн 20-мӗшӗнче Комсомольски районне кӗрекен Тукай ялӗнче кун ҫути курнӑ. Халӗ Мускавра пурӑнать.

Хисепӗсем

1964 ҫулта йӗлтӗрпе чупас енпе спорт мастерӗ, 1971 ҫулта тава тивӗҫлӗ СССР спорт мастерӗ ята илнӗ.

1998 ҫулта ӑна Раҫҫей Федерацийӗн вӑй-хал культурипе спортӑн тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ ята панӑ.

Кун-ҫулӗ

Ачалӑхӗ Кӗтне Пасар ялӗнче иртнӗ, ҫул ҫитсен Хырхӗрринчи ҫичӗ ҫул вӗренмелли шкула ҫӳренӗ. Тантӑшӗсем каланӑ тӑрӑх, вӑл ун чухнех хӗллехи вӑхӑтра шкула та кашни кунах йӗлтӗрпе ҫӳренӗ. Каярах Челепи хулинче слесаре вӗренсе тухнӑ.

Йӗлтӗрпе чупас ӑсталӑха Канашри гороно АҪСШ-ра лайӑхлатнӑ. 1976 ҫулта Питӗрти вӑй-хал культурин тӗп институтне вӗренсе пӗтернӗ. Чылай ҫул хушши Совет Ҫарӗнчи спорт клубӗнче йӗлтӗрпе чупма хӑнӑхтарнӑ, тренер пулса ӗҫленӗ.

Пултарулӑхӗ

Профессие алла илнӗ пулин те пурнӑҫне Владимир Петрович спортпа ҫыхӑнтарма шутланӑ. Ӗмӗтленни, тӑрӑшни сая кайман: пултаруллӑ яш 6 хутчен СССР чемпионӗ (1965-1973), 1970 ҫулта тӗнче чемпионӗ, 1972 ҫулта вара хӗллехи Олимпиада чемпионӗн ятне ҫӗнсе илнӗ! Чӑваш АССРӗн чемпионӗ пулни пирки асӑнмасӑр та паллӑ ӗнтӗ.

Вуламалли

Каҫӑсем


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2011-12-29 11:52:54 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8804 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем