Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +12.3 °C
Нумай та пӗтет, сахал та ҫитет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Вилӗме хӑйсем чӗнмеҫҫӗ хурҫӑ шанчӑклӑ ҫынсем

Пурнӑҫра кашни хӑна ҫав,
Шӑпине кура ҫынна
Тепӗр чух мӗскер кӑна-ши
Кӑтартмасть ҫак самана?

Революци кӗр кӗрлерӗ
Аслати пек сасӑпа,
Кашнинех куҫран хистерӗ:
— Эй, кала-ха, эс кампа?

Ҫиҫӗм ҫиҫрӗ, ҫӗр чӗтрерӗ
Кунӗпе те ҫӗрӗпе,
Аҫтаха пуҫне ҫӗклерӗ,
Тавлашать ҫут тӗнчепе.

Пӗлӗтсем хура, синкерлӗ,
Чараймастӑн тӑвӑла,
Тӳпене чӑваш тинкернӗ,
Шухӑшлать: мӗн тумалла?

Нишлисемшӗн кирлӗ хӳтлӗх
Ураран ӳкериччен,
Е тата: кам самӑр ӳтлӗ,
Ҫавӑ шиклӗрех иккен.

Шурӑ, хӗрлӗ тӗслӗ ҫиҫӗм
Тӳпере хӗресленет,
Ӑш-чикри асамлӑ сисӗм
Тимлӗрех пулма хистет.

Е тарса пытанмалла-и,
Выртмалла-и йӑпшӑнса,
Тӑвӑла парӑнмалла-и,
Пӗтмелле кӳтсе, шӑнса.

Пӳлӗхҫӗ пулсассӑн, куртӑр,
Ҫук, пӗтесшӗн мар чӑваш,
Утӑм хыҫҫӑн утӑм пултӑр,
Тӑвӑлпа, чӑваш, тавлаш.

Талпӑнсам вут-ҫиҫӗм витӗр
Малалла тӑк малалла!
Ҫӗнӗ кун патне, тен, ҫитӗн
Сухапуҫ тытса алла.

Ҫӗнӗлле ака та тӑвӑн
Сывлӑмпа эс ҫӑвӑнса,
Ҫӗнӗлле шӑратӑн сӑвӑ
Чӑн чӑвашшӑн савӑнса!

Шухӑшсем таҫта вӗҫеҫҫӗ,
Аякка, инҫе-инҫе,
Тӑшмансем чуна ҫиеҫҫӗ.
Пурнӑҫ хӗлӗхӗ ҫинҫе.

Тепӗр чух такӑнтараҫҫӗ
Сӗмсӗррӗн ура хурса,
Ҫавӑнтах хӑйсем тараҫҫӗ
Эс тӳрех сиксе тӑрсан.

Элеклеҫҫӗ, хӗтӗртеҫҫӗ
Пӗр-пӗрне сӑйла-сӑйла,
Хут ҫине ҫырса тӗрлеҫҫӗ
Тӗрлӗ-мерлӗ айӑплав.

Шыв тумламӗ пӗчӗк ҫеҫ те
Шӑтарать ҫав вут чулне,
Ултавпа элек пӳлеҫҫӗ
Ҫамрӑк сӑвӑҫӑн ҫулне.

Сывӑ пултӑр Шупашкарӗ,
Сывӑ пултӑр Шӑхасан,
Пӑравус салхун хашкарӗ
Чӑваш Ен хыҫа юлсан.

Вӗтӗ хум хускатнӑ тинӗс
Саламлать пек тӑванла:
Тавҫӑрса илетӗн тин эс,
Тем каласшӑн вӑл, тӑнла.

Хуп-хура, сенкер е симӗс —
Тинӗс тӗсӗ тӗрлӗрен,
Тепӗр чух ирпе тип-тикӗс,
Лӑпкӑн, шӑппӑн тӗлӗрет.

Тулхӑрса кайсассӑн тинӗс
Ҫывхартмасть те хӑй патне
Ӑнланма пуҫлатӑн тин эс
Иксӗлми вӑй-хӑватне.

Лӑпланса ҫитсессӗн хумӗ
Ҫӑвӑнма кӗме сӗнет,
Улшӑнать сӑрт-тӑвӑн тумӗ,
Таврара шӑв-шав сӳнет.

Вӗҫсӗр-хӗрсӗр анлӑ тинӗс
Ачашлать пек, ӳкӗтлет:
Пурӑнмашкӑн эсӗ тивӗҫ,
Кӗрешӳ сӑна кӗтет.

Кӑнтӑрта ӳстернӗ ҫимӗҫ
Сиплӗрех ҫӗр улминчен,
Чир-чӗрсем текех, тен, тивмӗҫ
Чӗрӗлсен ҫав, чӗрӗлсен.

Хӗвелпе хумсем ҫиҫеҫҫӗ,
Хутшӑнсах пырать вӑй-хал,
Ир те каҫ аса килеҫҫӗ
Чӑваш Ен, йӑмраллӑ ял.

Ҫук, унта ӑна кӗтмеҫҫӗ,
Хирӗҫлет тӳре-шара,
Тен, пырсассӑн та кӗртмеҫҫӗ
Авалхи Шупашкара.

Сӑввисем пичетленмеҫҫӗ,
Хисепре - урӑххисем,
Хӑйсене ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ
Тӗрлӗрен хурхуххисем.

Выҫлӑхра Чӑваш ҫӗршывӗ,
Вилӗм килсерен ҫӳрет,
Юлӗ-ши ҫӗршывӗ сывӑ,
Е пӗтет, ҫӗтет тӳрех?

Ҫухалсан чӑвашӑн ячӗ
Юрӑҫсем те кирлӗ мар,
Тӑрӑшсамччӗ, пулӑшсамччӗ
Сыхланса юлма ӑна.

Туслӑх хакӗ - виҫӗ пуслӑх
Пӗр-пӗрне пулӑшмасан,
Ҫӑлӑнӑҫ кӳрет ҫав туслӑх
Йывӑрлӑх килсе тухсан.

Кӑнтӑрта паллашнӑ тусӗ
Украинӑна чӗнет:
— Халӑхна та кӳрӗн усӑ, —
Ҫӗр пайне ӗҫе чӗнет.

Усалпа ҫӗре ан асӑн,
Ҫӗр ҫынна хирӗҫтерет,
Ҫӗр хуҫи хаяр пулсассӑн
Тарҫисем кураҫҫӗ терт.

Ҫӗр ыйтса ҫыраҫҫӗ тавӑҫ,
Айӑплаҫҫӗ пӗр-пӗрне,
Ҫӗр пайне вырнаҫнӑ сӑвӑҫ
Тӑчӗ юрлисен енне.

Пуянсем чӗрре кӗреҫҫӗ
Ҫӗр парсассӑн чухӑна,
Сӑвӑҫа куллен йӗрлеҫҫӗ.
Тӗп тӑвасшӑн ҫав ӑна.

Шухӑшлать пӗр вӗҫсӗр каччӑ
Выҫлӑхри ялсем ҫинчен,
Тырӑ-пулӑ ӑсатасчӗ,
Хӑтарасчӗ вилӗмрен.

Ҫав-ҫавах тытасшӑн тарҫӑ
Килӗнче ҫӗрме пуян,
Кӗлетне уҫасшӑн мар ҫав
Пулӑшу ыйтма пырсан.

Калама ҫук ирсӗр шухӑш
Хӑш-пӗрин амаланать:
"Ку чӑваш ытла та шухӑ,
Ма кунта хуҫаланать?"

Ир енне виле тупаҫҫӗ
Ҫӗр ӗҫ пайӗн садӗнче,
Ҫакӑнса тӑрать, кураҫҫӗ,
Улмуҫҫи туратӗнчен...

Ҫумӑр кунӗпе лӳшкенӗ
Сӑвӑҫа пытарнӑ кун,
Пуп пыман, хӗрессӗр кӗнӗ
Шӑтӑка ытарлӑ чун.

Халӑхра халап сараҫҫӗ
Сарӑмсӑр вилни ҫинчен,
Чӑнлӑха пӗлме чараҫҫӗ,
Камшӑн кирлӗ ҫын вилсен?

Ҫакӑнса хӑйсем вилмеҫҫӗ
Хурҫӑ шанчӑклӑ ҫынсем,
Ма ҫакна шута илмеҫҫӗ
Паянхи ҫыравҫӑсем?


 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2007-03-11 23:43:29 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 2260 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем