|
|
 |
Абрамов Валентин Александрович |
 |
Абрамов Валентин Александрович — чăвашсен хальхи вăхăтри паллă критикĕ, литературовечĕ, Чăваш наци конгресĕн вице-президенчĕ. 1958 çулхи чӳкĕн 1-мĕшĕнче Канаш районĕнчи Кăшнаруй ялĕнче çуралнă. Пурнăçĕ Кăшнаруйĕнчи 8 çул вĕренмелли, 1974—1976 çулсенче Çĕрпӳ районĕнчи Чурачăкри вăтам шкулсенче пĕлӳ илнĕ. Литературăпа ача чухнех кăсăкланнă. Ялти библиотекăри, шкулти вулавăшри кĕнекесене нумай вуланăран библиотекарьсем унран хăракан та пулнă: «Пĕтĕмпех вуласа пĕтертĕн ĕнтĕ, урăх мĕн тупса памалла-ши?» — тенĕ. — Вулама эпĕ шкула кайичченех вĕреннĕ: пĕр пиллĕксем тултарсан пулас, кинона тӳлевсĕр кĕрес тесе клубри тĕрлĕ плакатсемпе лозунгсене вулаттăмччĕ. Фантастикăпа приключени литературипе хытах интересленнĕ, — аса илет халĕ Валентин Александрович. — Географ-çулçӳревçĕ пулма ĕмĕтленеттĕм. Анчах кĕнекене юратни çĕнтерчĕ: эпĕ филологи енĕпе кайрăм. В.А. Абрамов вăтам шкул пĕтернĕ хыççăнах пĕр çул хушши ялти шкулта лаборантра тата клуб заведующийĕнче ĕçлет. 1977 çулта И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн историпе филологи факультечĕн чăваш чĕлхипе литературин уйрăмне вĕренме кĕрет. — Студент чухне наука ĕçне кĕрсе кайма пулăшнăшăн филологи наукисен кандидачĕсене Геннадий Яковлевич Хлебниковпа Николай Степанович Дедушкина тав тăватăп. Литература çулĕ сине тăма пулăшаканĕ, манра критик-литературовед ăсталăхне вăратаканĕ тата аталантараканĕ — Иван Ильич Одюков профессор, — каласа парать В.Абрамов. 1982 çулхи кĕркунне тин çеç университетран вĕренсе тухнă çамрăк специалиста Канаш районĕнчи Вăтапуçри вăтам шкула ĕçлеме яраççĕ. Кунта пĕр вĕренӳ çулĕ ĕçленĕ хыççăнах ăна хăй вĕренсе тухнă университета чĕнсе илеççĕ. Чăваш литератури кафедринче малтан ассистент, аслă преподаватель, 1997 çултанпа доцент пулса ĕçлет. Çав хушăрах аспирантурăран вĕренсе тухать.Ĕçĕсем В.А. Абрамов çырнă пирвайхи критика статйи 1984 çулта «Пионер сасси» хаçатра çапăнса тухнă. Унтан «Тăван Атăл», «Ялав», «Çил çунат» журналсенче пĕрин хыççăн тепри пичетленеççĕ пирĕн ентеш çырнă тĕпчевсем. «Поэтика Сеспеля», «Вопросы поэтики К.Иванова», «Наука, человек, гуманизм» тата ытти сборниксенче тухаççĕ. Халиччен чăваш литературинче тĕпчемен е вуншар çулсем хушши вал е ку темăна çутатма чарса тăнă хайлавсене «тĕшĕлеме» тытăнать чăрсăр тĕпчевçĕ. Эротика темине çутатса кăна В.А.Абрамов вуншар статья çырса пичетлет: «К.В.Ивановăн «Нарспи» хайлавĕнчи эротика кĕввисем», «Я.Ухсай поэзийĕнчи Эдем пахчи, е поэт «çылăхлă» юрату тыткăнĕнчен епле çăлăнни», «П.Эйзинăн эрос ыйтăвĕ, е «юратăвăм, ăçта эс?», «Ф.Павлов сентименталист, е унăн пултарулăхĕнчи асар-писер туйăмлăх», «Наркăмăш, револьвер тата арçын çӳçĕ, е литература геройĕсен алибийĕ пирки», «Эрос тата Танатос ташши, е Çеçпĕл Мишши пурнăçĕпе пултарулăхĕнчи юратупа вилĕм сăнĕ», «Каринкке Кавĕрлин (Г.Кореньковăн) савăшу поэзийĕ», «Философия любви в творчестве Г.Айги», «Эктел тата унăн геройĕсен юрату тĕнчи». В.А.Абрамов чылай çулсем хушши чăваш литературинче повеç жанрĕ епле аталанса пынине тĕпчет. «Епле вилнĕ Тăхтаман?» е чăвашсен детективлă тата приключениллĕ повеçĕ», «Асран кайми атти-анни...*, е чăвашсен автобиографиллĕ повеçĕ», «Шухăшласа кăлартăм— тĕлĕнтĕм», е чăвашсен фантастикăллă повеçĕ» статьясем питех те кăсăклă, тĕплĕн çырнă тĕпчевсем. Çавăн пекех «Жанр повести в чувашской литературе; ее история, место и роль в национальной литературе», «Обучение чувашской повести в школах», «Чувашская повесть и ее морально-эстетическое богатство» ĕçĕсем те пысăк пĕлтерĕшлĕ. «Становление и развитие чувашской повести» монографийĕ чылай вăхăт хушши хамăр литературăна сăнаса, тĕпчесе çырнă пысăк ĕç пулнине палăртмалла. Уйрăм писательсен пултарулăхĕнчи тĕрлĕ енсене те çутатать В.А.Абрамов. «Çеçпĕл лирикинчи тĕс вырăнĕ», «Категория «время» в стилевой системе К.Иванова», «Ухсай Яккăвĕн «тĕнчинчи шыв кульчĕпе мунча рехечĕ», «И.С.Максимов-Кошкинскин прозăри ăсталăхĕ», «Взгляды И.Я.Яковлева на литературу» статьясем витĕмлĕ, тĕплĕн тишкернипе уйрăлса тăраççĕ. Çирĕм çул ытла литературăра, критикăра ĕçлесе В.А. Абрамов литература историйĕ, литература методики, критика тĕлĕшĕпе вунă ытла кĕнеке кăларчĕ, 120 ытла статья, рецензи пичетлерĕ. Вăлах Ю.Н.Исаевпа пĕрле студентсен «Ытлари» литература альманахне пухса кăлараканĕ те (6 кăларăм). Унăн «Сăмахпа сăнар сипечĕ» кĕнекине вулакансем ăшшăн йышăнчĕç, вăл хаклă парне пулса тăчĕ. 1998 çулта В.А.Абрамов О.И.Печниковпа перле «Сочинени мĕнле çырмалла» кĕнеке те кăларчĕ. Тĕплĕн, васкамасăр ĕçлет Валентин Александрович, малашне те унтан вулакансем тата сумлăрах тĕпчевсем кĕтеççĕ. Раççей Федерацийĕн Писательсен союзĕн членĕ, филологи наукисен кандидачĕ вĕсен ыйтăвне туллин тивĕçтерессе шансах тăраççĕ.Çавăн пекех пăхăр Статья ссылки :: Пичет версиĕ Admin тӳрлетнě, информацие 2009-05-04 20:10:36 вăхăтра улăштарнă. 1591 хут пăхнă.
|
 |
|
 |
|
|