Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +25.3 °C
Ир тӑнӑ кайӑк выҫӑ вилмен тет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫамрӑксен хаҫачӗ

«Ҫамрӑксен хаҫачӗ», — Чӑваш Енре эрнессерен тухса тӑракан хаҫат.

Хаҫат кун-ҫулӗ

«Хыпар» Издательство ҫурчӗн хӳттинче 1996 ҫулхи кӑрлачӑн 20-мӗшӗнчен тухма пуҫланӑ. Чӑваш ҫамрӑкӗсен хаҫачӗ малтан та пулнӑ-ха. Яш-кӗрӗм валли уйрӑм кӑларӑм пичетлеме «Канаш» (хальхи «Хыпар») хаҫатра ӗҫлекенсем 1919-1920 ҫулсенчех палӑртнӑ. Анчах вӗсен ӗмӗчӗ 1925 ҫулхи раштавӑн 12-мӗшӗнче ҫеҫ пурнӑҫланнӑ, «Ҫамрӑк хресчен» хаҫатӑн пӗрремӗш номерӗ тухнӑ. Унччен «Канаш» хаҫатра «Ҫамрӑксен кӗтесси» рубрика кӑларса тӑнӑ. «Ҫамрӑк хресченӗн» пӗрремӗш редакторӗ Дмитрий Исаев пулнӑ, унта Николай Шелепи, Петӗр Хусанкай, Митта Ваҫлейӗ, Виктор Рзай пичетленнӗ. Хаҫатӑн малтанхи номерӗсем 1500 экземплярпа саланнӑ.

«Ҫамрӑк хресчен» темиҫе хутчен те ятне улӑштарнӑ. 1930-1937 ҫулсенче «Ҫамрӑк колхозник», 1937-1952 ҫулсенче «Ҫамрӑк большевик» ятсемпе тухса тӑнӑ.

Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи пуҫлансан хаҫат тухма чарӑннӑ. 1952 ҫулта ҫеҫ «Ҫамрӑк коммунист» ятпа ҫӗнӗрен чӗрӗлсе тӑнӑ. Вӑл дубляжпа икӗ чӗлхепе пичетленнӗ: вырӑсла тата чӑвашла. 1966 ҫулта хаҫатӑн чӑвашла вариантне кӑларма чарнӑ. Ҫакна «Пионер сасси» тухма пуҫланипе ҫыхӑнтарнӑ.

1996 ҫулччен чӑваш ҫамрӑкӗсен хӑйсен хаҫачӗ пулман. Малтанах «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», «Ҫамрӑк хресчен» пекех, «Хыпар» ҫумӗнче ҫулталӑк тухса тӑнӑ, 1997 ҫултан ҫырӑнтарма пуҫланӑ. Унӑн пирвайхи тиражӗ - 10 пин. Унтан 15, 19 пине ҫитнӗ.

Паян кун

Паян «Ҫамрӑксен хаҫачӗ» - обществопа политика хаҫачӗ - 16 страницӑпа эрнере пӗрре тухать. Тиражӗ - 8 пин ытла.

Рубрикӑсем

Яланхи рубрикӑсем - «Эрне кунран эрне куна», «Ҫамрӑксен тӗпелӗ», «Чӑнах-и?“, “Пӑшӑл-пӑшӑл», «Сире валли», «Ыйтӑр - тухтӑр хуравлать», «Юратупа наркӑмӑш», «Кулса вилмелле», сканворд.

Ҫырӑнтару

Чӑваш Енсӗр пуҫне Тутарстан, Пушкӑртстан республикисенче, Самар, Чӗмпӗр, Тюмень облаҫӗсенче, Красноярскра, Волгоградра, Мускавра, Санкт-Петербургра ҫырӑнса илме пулать.

Индексӗ - 54804.


 
Категорисем: Хаҫатсем
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-02-03 12:33:55 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8419 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем