Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -6.7 °C
Ултавпа инҫе каяймӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Ҫутӑ кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ

«Пӗр качча кайман хӗр ача ҫуратнӑ. Ҫакӑ вӑл вӑхӑтра питӗ пысӑк намӑс, айӑп шутланнӑ. Хӗр хӑйӗн ҫылӑхӗпе ял ҫине йывӑрлӑх, чир–чӗр, асап ярать тесе шутланӑ. Ӑна пӗтӗм ял ятланӑ, ылханнӑ, ун ҫине сивӗ куҫпа пӑхнӑ. Хӗр ачине ҫухатас тесе шыва пӑрахнӑ. Кӳлӗ шывӗ ачана йышӑнман. Хумсем ҫӗкленнӗ те ачана шыв хӗррине кӑларса пӑрахнӑ. Ача чӗрӗ пулнӑ-ха вилмен. Мӗншӗн тесен ача ҫылӑхсӑр чун. Ҫылӑхли, пысӑк айӑпли хӗрле ача тунӑ амӑшӗ пулнӑ-мӗн. Хӗр ҫакна ӑнланасшӗн пулман. Вӑл ачине тепӗр хут шыва пӑрахнӑ. Хальхинче те кӳлӗ, тата пысӑкрах хумсем кӑларса, ачана ҫыран хӗрне тата аяккарах кӑларса пӑрахнӑ. Ку хутӗнче кӳлӗ, питӗ ҫилленсе, тулхӑрса, асар-писер алхасса кайнӑ, ҫав тери пысӑк хумсем кӑларса, ҫыран хӗрринче тӑракан ача амӑшне те, хум ҫаптарса ӳкерсе, шыва сӗтӗрсе кӗрсе кайнӑ та пӗтӗм кӳлӗри шыв, унти пулӑсем, чӗр чунсем, ачапа амӑшӗ те ҫиллӗ тӑвӑллӑ ҫумӑрпа хутӑшса ҫӗкленнӗ те урӑх ҫӗре вӗҫсе кайса ҫухалнӑ. Ҫӗнӗ ҫӗрте кӳлӗ хӑйне валли вырӑн тупнӑ. Ирхине ҫынсем кураҫҫӗ: кӳлӗре шыв ҫук, унӑн тӗпӗнче пыльчӑк, лачака анчах, каҫхи ҫил тӑвӑллӑ ҫумӑр йӗрӗ анчах юлнӑ. Ҫапла йӗркесӗр, чараксӑр, аскӑнчӑк, намӑссӑр хӗр пирки ҫутӑ та таса, тулли кӳлӗ тарӑхса куҫса кайнӑ-мӗн.»

(Халапа 1852 ҫулта ҫуралнӑ Демьян Алексеев каласа панӑ.)

Кӳлӗ, паллах, легендӑра каланӑ пек вӗҫсе кайман ӗнтӗ. Вӑл ҫапла пулма пултарнӑ. Кӳлле кашни ҫулах ҫурхи шыв – юр ирӗлнӗ шыв, ҫумӑр шывӗсем юхса кӗнӗ. Ҫапла кӳлӗ вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе питӗ тулса кайнӑ. Унӑн кӑнтӑр енчи ҫыранӗ ытти енсенчен лутрарах пулнӑ. Шыв тулса ҫитсен, кӑнтӑр енчи ҫыранран тухса Кӗҫӗн Пӑланалла юхса кайнӑ. Майӗпен ҫав вара Кӗҫӗн Пӑла енчен ишӗлсе килса, тарӑн ҫырма пулса, кӳлӗ хӗрнех ҫитнӗ. Пӗррехинче питӗ вӑйлӑ ҫил-тӑвӑллӑ ҫумӑр килсе ҫунӑ. Кӳлӗре шыв тулса ҫыранне татнӑ пӗр ҫӗр хушшинчех кӳлӗри шыв юхса тухма пултарнӑ. Ҫавӑн чухнех Тукаш шыв арманне те ҫӗмӗрсе юхтарса кайнӑ пулать. Кӳлӗ тӗпне тарӑн лупашка тӑрса юлнӑ.Мӑн асаттесем каланӑ тӑр, Ҫутӑ кӳлӗ 1820—1830 ҫулсенче татса кайнӑ тесе шутлаҫҫӗ. “Кӳлле татса кайнӑ пулсан та, унӑн тӗпӗнчи лапӑра темиҫе тӗлтен ҫӑл куҫсем тапса тухса тӑратчӗҫ, лапӑра шыв кӳленчӗкӗсем ҫуталса выртатчӗҫ. Унта путлӑхсам пурччӗ. Кӳлӗ лаппинче хӑмӑшсем, хӑяксем ашкӑрса ӳсетчӗҫ. Шыв кайӑкӗсем киле-киле пурӑнатчӗҫ. Анчах та выльӑх чӗрлӗхе унта яма хӑраттӑмӑр. Мӗншӗн тесен унта лашасем, ӗнесем пута пута аптӑратчӗҫ. 1900 ҫулсем иртсен кӳлӗ лаппи вырӑнӗ-вырӑнӗпе типме пуҫларӗ. Час-часах типӗ ҫулсем пулаҫҫӗ. Яла шыв кирлӗ. Шыв вут кӑвартан сыхланма та кирлӗ. Ҫаванпа ял пухӑвӗнче канашласа татӑлса, 1912 ҫулта кӳлӗ лаппи ҫурҫӗр-хӗвелтухӑҫ пайӗнче кӳлӗ чаврӑмӑр. Тӑршшӗ 50 пичатнӑй, сарлакӑшӗ 20 пичатнӑй (сажень). Чавнӑ кӳллӗн тӗпӗнче вӑйлӑ ҫӑлсем пурччӗ. Ҫавӑнпа унта шыв тулли, сивӗ тӑратччӗ. Ҫутӑ кӳлле ыраш пӑтри, карас пулӑсем ярса ӗрчетнӗччӗ, - тасе каласа панӑ Демьян Алексеев асатте. Кӳлӗ чавнӑ пирки И.Д.Кузнецов профессор ҫапла ҫырать: “1912 ҫул типӗ пулнӑ пирки земство управи выҫлӑхпа аптранӑ хресченсене, кашни ялта тенӗ пекех, кӳлӗсем чавма кӳлет. Кӳлли, чӑнах та, вут-мӗн тухсан сӳнтерме кирлӗ пулнӑ. Ҫӗр чавакансене управа ыраш ҫӑкӑрӗ, вир кӗрпипе типӗтнӗ пулӑран лавра ҫулҫи ярса пӗҫернӗ яшка панӑ. Ҫакнашкал пӗчӗк кӳлӗсем Ҫуткӳл тӗпӗнчи пӗчӗк ҫырман икӗ енче те ҫуралаҫҫӗ…”

(И.Д.Кузнецов. Ҫутӑ кӳлӗ вӑрттӑнлӑхӗ. “Колхоз ялавӗ”, 1983,пуш, 12, 31 (6544) №)


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2008-05-26 23:24:16 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 3829 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем