Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Шаланкӑ шыв кӑларать, ула курак пырса ӗҫет.
[ваттисен сӑмахӗ: 2507]
 

«Халӑх чӗрелӗхӗшӗн тӑратпӑр...»

Геннадий ВОЛКОВ, СССР Педагогика ӑслӑлӑхӗсен академийӗн /хальхи Раҫҫей вӗрентӳ академийӗн чӑн членӗ>>

1. Тӑванлӑх тӗвӗленӗвӗ

Пирӗн килте Хусанкай пысӑк хисепре пулнӑ. Мана пӗчӗк ача чухнех унӑн малтан тухнӑ кӗнекисене те курма тӳр килнӗ. Тӗп килте, атте пиччӗшӗ патӗнче пурӑннӑ чух пуҫтарӑна-пуҫтарӑна Хусанкай сӑввисене вулани асӑмрах-ха. Пӗр тапхӑр ҫамрӑк сӑвӑҫ ҫинчен час-часах ятла-ятла ҫыратчӗҫ, ку ун чапне тата ҫӳлерех ӳстеретчӗ, хӑпартатчӗ.
1946-1949 ҫулсенче педагогика институтне сӑвӑ вулама ҫулсерен пӗрре кӑна мар пырса каятчӗ вӑрҫӑран аманса таврӑннӑ Хусанкай. Студентсем митинга пуҫтарӑннӑ пек нумаййӑн пыратчӗҫ. Ун патне ҫывхарма май ҫукчӗ. Сӑмах хушасси ҫинчен ӗметленме те хӑйман.
Пӗрремӗш хут Хусанкайпа тӗл пулса калаҫма 1950 ҫулхи ҫӗртме уйӑхӗнче тин май тупӑннӑччӗ. Эпӗ ун чухне аспирант. Хусанкай Чӑваш АССР Халӑх поэчӗн хисеплӗ ятне илнӗччӗ ҫеҫ. Ҫак ятпа чи малтан Тутарстана, тӑван ҫӗршывне, килсе каяс тенӗ курӑнать. Пединститутра пӗлтерӳ: "Хӗрлӗ ялав" хаҫат редакцийӗ Чӑваш халӑх сӑвӑҫипе Хусанкайпа тӗл пулу ирттерет. Чӑваш ачисем пит йышлӑн пуҫтарӑнчӗҫ Тутарстанра тухса тӑракан чӑваш хаҫачӗн редакцийӗнче. Поэт литература ҫинчен калаҫрӗ, хӑйӗн сӑввисене вуларӗ.
Эпӗ, ҫак хаҫатра пичетленекенскер, Хусанкайпа
куҫа-куҫӑн калаҫма май тупас ӗмӗтпе халӑх саланса пӗтсен те тухса каймарӑм.
— Мӗн тӗпчетӗн?
Каласа патӑм. Хӑюсӑртарах ӗнтӗ: тутарсем хӑйсен шкулӗн историне тӑвасшӑн, эпӗ тутарла пӗлни усӑллӑ пулчӗ тетӗп.
— Эппин Хусанта тутарсене тӗпчетӗн... Горский, ав, Мускавра чӑваш чӗлхишӗн ӗҫлет. Хусан вӗт пирӗн культурӑн вучахӗ пулнӑ.
Кӑшт калаҫкаласан поэт лӑпланчӗ те каҫаруллӑн каласа хучӗ:
— Тепӗр тесен, ӗҫлени тутарсемшӗн пулсан та — вӗренни хӑвшӑнах пулӗ. Пирӗн, чавашӑн, тутартан вӗренмелли нумай...
Ку — малтанхи паллашу.
Каярахпа тӗл пулусем йышлансах пычӗҫ. Чӑннипе туслашасса вара Митта Ваҫлейне пытарнӑ чух туслашса кайрӑмӑр. Эпӗ педагогика институчӗ ячӗпе чечек ҫыххи леҫме кайрӑм Арапуҫне. Хусанкай Мускавран килнӗччӗ. Каялла Шупашкара пӗрле таврӑннӑ чух Хусанкайшӑн Митта Ваҫлейӗ такамран ҫывӑх пулнине тӗпрен ӑнланса илтӗм.
1958 ҫулхи ҫу уйӑхӗнче Кӑнна Кушкине, Иван Яковлевич Яковлев ялне, кайса килтӗмӗр. Аслӑ Елчӗкре чарӑнса ҫӗр каҫрӑмӑр. Манӑн анне пысӑк чыслӑ хӑнана кӗтсе илме тӑрӑшса хатӗрленнӗ. Хӑмласӑр ҫӑра ӑсларан тунӑ сӑрана, максӑмана, Хусанкай питӗ мухтанӑччӗ. Турӑхӗ, чӑкӑчӗ, тултармӑшӗ, шӑрттанӗ... Анне мана "Кени" тесе чӗннине илтсен поэт йӑл кулчӗ те вара ҫак ятпа мана хӑй те мӗн виличченех чӗнчӗ. "Хам юратакан ҫынна амӑш чӗнекен ятпах чӗнем", — тени те пулнӑ.
Кашни тӗл пулу хыҫҫӑн Хусанкайпа ҫывӑхланнӑҫемӗн-ҫывӑхлансах пытӑмӑр. 1959 ҫулта пӗрле Пӑлхара кайса килтӗмӗр. 1960 ҫулта килӗнче Веселин Йосифова хӑна турӗ. Кӗреке йышлӑ марччӗ, амӑшӗпе арӑмӗсӗр пуҫне чи ҫывӑх тусӗсем ҫеҫ. Каярахпа Ҫӗнӗ ҫула арлӑ-арӑмлӑ, тӑватсӑмӑр ҫеҫ, кӗтсе илни те пулнӑ.

2. Ҫӗнӗрен ҫӗнӗ сӑмах...

Хусанкай сӑмах ӑсти пулнӑ. Сӑнарлӑх енӗпе те, сӑмахпа питӗ тирпейлӗ усӑ курнипе те, сӑмах пуянлӑхӗпе те. Йӑлӑхтаракан пӗр пеклӗхе вӑл калаҫура та, ҫырура та чӑтма пултарӑйман. Шаблон ӑс-тӑн культури чухӑннине е шухӑшлас йӑла ҫуккине пӗлтерет. Ячӗшӗн ҫеҫ саламлакан ҫӗр ҫынна та ҫӗр ҫырура пӗр евӗр сӑмахсемех ҫырса тултарать: кирек мӗн ҫырсан та юрать — пичете каймасть вӗт... Шаблона хӑнӑхни вара пичете те ҫаплах ярать. Хусанкай ҫырӑвӗсенче — мана ҫеҫ тивекен сӑмахсем, вӗсенче — кӑмӑл хусканӑвӗ-ҫӗкленӗвӗ, туйӑм тарӑнӑшӗ, шухӑш анлӑшӗ... Ытти ҫынна вӑл урӑхла каланӑ пулӗччӗ.
Саламлани, ятран чӗнни, сывлӑх сунни — пур ҫырура та уйрӑм. Кӑмӑл пӑтранӑвӗ патне илсе ҫитерекен, малтан программӑлласа хунӑ пӗр пеклӗх пӗр ҫырура та ҫук.
Акӑ малтанхи ҫыру пуҫламӑшӗнчи тӗслӗх: "Кашкӑр ҫури, тав сана!
Ҫыртӑм вырнаҫсанах..."
Ку — сӑвӑ йӗркисем. Сӑвӑламасӑр каланисенче те — хӑйне кура поэзи: "Ман ырӑ Кени", "Кени! Ырӑ пӑлхар", "Кени! Шӑллӑм", "Кенийӗм", "Кениҫӗм", "Шӑллӑм, тиекӗм, суйлавҫӑм, ҫунатӑм", "Шӑллӗ! Эс-им?" "Шоллӑм! /Шерккей калашле/", "Ырӑ шӑллӑм", "Шӑллӗ! Мӗнле!" /Ҫырӑвӑн юлашки йӗркисемпе рифмӑланаҫҫӗ: "Ҫитесехчӗ те... Тепле?"/. "Ман килес!" тени те пур. "Шӑллӑм! Пуш уйӑхӗн малӗнче"... тесе пуҫласа янӑ 1965 ҫулхи нарӑсӑн 28-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫыруне. "Кенийӗм, чӑваш кенийӗ!" — тесе пуҫлать Оренбургра 1966 ҫулхи нарӑсӑн 14-мӗшӗнче ҫырнӑ ҫыруне. Ҫав ҫулах Переделкинӑран ҫырни ҫапла пуҫланать: "Шӑллӗ! Пиччӗш килсе выртрӗ-ха. Тӑрайӗ-ши, ҫук-ши — хӑйӗнчен килет".
Ку — ҫыру пуҫламӑшӗ кӑна, малтанхи сӑмахсем. Ҫырури салам сӑмахӗсем те пӗр пек мар, кашни ҫырура урӑхла е, — вирьялла каласан, — расна. Акӑ хӑш-пӗр тӗслӗх кӑна.
"Йышупах ӑшӑ салам"... "Вӗри" мар, "хӗрӳ" те мар, "ӑшӑ"... Тепрер эрнерен тенӗ пек Хусанкай акӑ мӗн ҫырать: "Ҫырӑву ҫитсе савӑнтарчӗ. Тавах сана, ӑшӑ чун!" Ӑшӑ салам — уншӑн пулсан —пиччелле юратса ачашлани. "Ш" вылявӗ — поэтшӑн хӑйне евӗр илем. Ку виҫӗ сӑмахрах, ав: "шу", "шӑ"... Акӑ тата: "Ырӑ кил-йышна салам, кӳршӳ-аршуна та". "Йыш", "шӳ", "шу"... Аса илер-ха ывӑлне халалланӑ "Сӑпка юррине" — "Ҫывӑр, пӗчӗкҫӗ чӑваш". "Ш" сасӑпа йӑпатать Хусанкай, лӑпкать.
Пӗр сӑмахпа саламлани те пур: "Ытам!" Тепӗр ҫырура "салам" сӑмахсӑрах саламланӑ: "Хайхи "Казинори" ҫӑка айӗнче саншӑн "Тавсси!" кӑшкӑртӑм". Эрех-тавраш пачах ӗҫмен поэтшӑн "тавсси" те — хӑйне кура салам форми.
Акӑ тата хӑш-пӗр тӗслӗх: "Йышне салам", "Йышупах салам йышӑн", "Салам йышу-килӳпех", "Пӳртӳпех салам", "Хӗрарӑмусене салам", "Тӗпел кукринчисене ӑшӑ салам кала", "Кил-йышна — ырӑ кӑмӑлӑм, таймапуҫ!" "Тӗпел кукринчисене уйрӑм салам", "Тӗпел кукринчисене салам пултӑр", "Ӗпхӳ — Хусан ҫулӗ ҫинчен си-и-и-вӗ вакунтан ӑшӑ салам
— Ҫӗнӗ ҫул саламӗ — сана йышупах", "Хӗл иртнӗ майпа салам сана", "Иксӗмӗртен виҫсӗре салам пултӑр", "Салам ху тенӗ ҫыннусене. Эпӗ пур-ха", "Ҫӗнӗ ҫул саламӗ мана, пур Кашкӑр йӑхне — тӗпне те, тӑхӑмне те", "Салам-ха", "Альӑна салам, хӑвна — ытам"... Сӑвӑлла пулса тухнӑ саламлӑ йӗркесем те пур: "Ыталам. Йышна салам". Акӑ тата: "Ҫитӗ-ха паяна. Кам пур унта пӗле-тӑран? Кил ыталам... Петӗр пиччӳ". Сентименталлӑ мар сӑвӑҫ, хӑй пурӑнӑҫӗнче тем те курнӑ, тем те тӳссе ирттернӗ ҫын акӑ мӗнле сӑмахсемпе вӗҫлет юлашки ҫырӑвӗсенчен пӗрне: "Ыталам, пӗртен-пӗрӗм!" Ку сӑмахсем паян кунчченех чӗрене пӑлхатма чарӑнмаҫҫӗ. Саламсӑр ҫыру та, саламран кӑна тӑракан ҫыру та пур. Брамбах хулинче ҫул май ҫырса хӑварнӑ ҫырури салам ҫеҫ:

Шӑллӑм! Тепӗр сехет пек,
Вара эп Карлӑ Варта.
Юлашки пфеннингсемпе
Салам ҫиттӗр сан пата!

Тӗрлӗ калани пур, анчах ячӗшӗн ҫеҫ каланӑ сӑмахсем ҫук. Пурте чӗререн тухса чуна ӑшӑтаҫҫӗ. Ҫыруран ҫырӑва куҫса ҫӳрекен малтанах хатӗрлесе хунӑ, пурне те юрӑхлӑ сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем пачах ҫук. Салам сӑмахӗсенче те — сӑвӑҫ-сӑвӑҫах. Шухӑшлакан, туякан ҫын.
Ырӑ сунса сыв пуллашассинче те — поэзи, хӑйне евӗрлӗх. Хусанкай сӑвӑ тӗнчинчен вӑхӑтлӑха та пулин тухма мар, самантлӑха та пӑрӑнайман иккен.
Хӑш-пӗр тӗслӗхе илсе кӑтартнипех ҫырлахма тивет.
"Хальлӗхе сывӑ пулса тӑр. Дон Кихот каларӗшле — сана хамӑн ҫук ырлӑха сунатӑп: сывлӑх! Сана ялан чӗререн хапӑл". Ку — мана ҫырнӑ иккӗмӗш ҫыруран, 1959 ҫулхи чӳкӗн 29-мӗшӗ. Акӑ тата тепӗр ҫултан ҫырни: "Шуҫ чуман кирлӗ мана ҫул ҫӳреме. Ахаль тӳсейместӗпех тек... Тин персе ҫитрӗм. Ҫӑвӑнман та. Ҫӗнӗ ҫулӗ ҫывхарать. Ҫырӑву хистет. Сӑввӑмсем пуҫран тарнӑ. Сармантей!..
Пил-пехил эппин!
Ҫӗнӗ ҫул - ҫӗнӗ мул!"
Мускав-Прага уйӑхӗн улттӑмӗш вакунӗнче Киева ҫитсен ҫыру ҫырса хӑварать. "Тӗрӗс-тӗкел тӑр!" тесе вӗҫлет, "П.Аптраман" тесе алӑ пусать. "Тӗкел" мӑшӑрлине пӗлтерет текелетчӗ тепӗр чух Хусанкай, тӗрӗсси мӑшӑрлӑ пулмалла, ҫут ҫанталӑк ҫапла хушнӑ. Акӑ тата: "Тӗрӗс-тӗкел пул! Нумай пурӑнмалла сан, ан ман! Сан пеккисене сайра маяксем тенӗ пӗр чӑваш. Ҫавна та ан ман". Чехословакирен янӑ пӗр ҫырӑвӗн вӗҫӗ ҫакӑн пек: "Тем... кичемрех... Ҫырма ярӑнсан пурӑнап та-ха... Пехил!" Тепӗр ҫыру вӗҫӗнче ак мӗнле сӗнӳ: "Пиртен ӑслӑрах пулӑр тӗнчере"... Ҫурхи кунсен пуҫламӑшӗнче больницӑран ырӑ сунать: "Ху тӗрӗс-тӗкел хӗл каҫ". "Тавтапуҫ, тиекӗм! — тесе вӗҫлет Хусанкай пӗр ҫыруне. — Тахҫан санпа пӗрле тухса ҫӳресчӗ - Яппуна, Алжире, Мексикӑна... Пулӗ-ши?" Мускавран Махачкалана кайнӑ чух ҫул майӑн ҫырса хӑварнӑ ҫырӑвӗнче сыв пуллашу тавраш ҫук. Ун вырӑнне акӑ: "Ҫемҫе вакун, хытӑ кӑмӑл, — хытса кайнӑ кӗҫҫе ҫав..." Сӑвӑланӑ йӗркесем шухӑша Элкер еннелле пӑраҫҫӗ. "Сывӑ пул" теес вырӑнне "Элкер тепле ӗнтӗ?" — тесе вӗҫлет ҫыруне Хусанкай.
Юлашки ҫырусенчен пӗрне акӑ мӗнле сӗнӳсемпе вӗҫлет поэт: "Чипер пурӑн. Куллӳне кура чӑм. Хӑвна упрама вӗрен /айӗнчен хӑех туртнӑ. — Г.В./ — Эпӗ вӗренеймерӗм. Ҫаплах вилетӗп". Ун хыҫҫӑнхи ҫырура: "Шӑллӑм! Кени! Ан кивелтӗр Ҫӗнӗ ҫулу! Пархатар кур", — тет.
Ырӑ сунса саламлас вырӑнне: "Тавтапуҫ сана, чӑваш чунӗ!" тесе ҫырса хуни те пур. Ку сӑмахсемпе Хусанкай "Ульяновская правда" хаҫатра тухнӑ "Братские узы" ятлӑ статьяна ырлать.
Вилӗм чирӗ ерсен те — ырӑ сунма та, шӳтлеме те чарӑнмасть сӑвӑҫ. Пӑшӑрханарах ҫырни те пур: "Хамӑра хамӑр тытма пӗлместпӗр пулас. Чӑваша — кайса ӳкиччен!" Ҫырӑва ырӑ суннипе, шӳтпе вӗҫлет: "Чипер тӑр. Вӑрӑм туна ҫыртать!"
Тата акӑ мӗн тӗлӗнтерет. Поэтӑн кунӗсем шутлӑ. Вӑл хӑй те йывӑрланса пынине сисет. Анчах та ҫырӑвӗ акӑ мӗнле йӗркесенчен пуҫланать: "Шӑллӑм! Икӗ талӑк иртсе кайрӗ — ҫыраймарӑм. Ҫӗнӗ ҫӗре хӑнӑхса ҫитме ҫӑмӑлах мар". Шухӑшӗсем пӗтӗмӗшпех — тата ҫӗр ҫул пурӑнасла ҫыннӑн. Больницӑра икӗ кун ҫырайман иккен, мӑнтарӑн. Мӗнле ҫынсем пур иккен тӗнчере! Талант тем тӗрлӗ пысӑк пулсан та ырми-канми ӗҫлемесӗр нимӗн те параяс ҫук. Кунта поэт икӗ талӑк ҫинчен ҫырчӗ. Акӑ тата тепӗр ҫырура икӗ йӗрке ҫеҫ ҫырнине асӑнни те пур. Карловы Варта юнашар пурӑнакан художник ялан картин ӳкернине пӑха-пӑха ак мӗн пирки пӑшӑрханать Хусанкай: "Эп пур — икӗ йӗрке те ҫырман. Машин та кӑлӑхах ларать. Ваттӑм ҫитет пулас. Ытти мар-тӑр. Часрах киле ҫитсе ӳкесчӗ!.." Ку сӑмахсенче ҫамрӑксемшӗн — сӗнӳ те, чӗнӳ те. "Ӗҫлеймерӗм. План тулмарӗ. Кӑмӑл сӳрӗк", — тет пӗр ҫырӑвӗнче. Ялтӑран ҫырнинче ак мӗнле сӑмахсем пур: "Ҫумӑр. Ҫил. Унччен шӑнтнӑччӗ. Ҫырӑнмасть. Пӗчченлӗх пусать. Тепле... Грузие те каяймӑп. Ӗҫленмесен мӗн юртса ҫурес?!" "Ҫыраймастӑп, ӗҫлейместӗп", — темест вӑл. "Ҫырӑнмасть, ӗҫленмест", — тет. Сӑвӑҫӑн ҫавӑ ӗнтӗ: хавхаланусӑр нимӗн те тухмасть, чӗрере ҫукки пуҫра та ҫук, ниҫтан туртса кӑларай-мӑн ҫуккине...
"Икӗ йӗрке те ҫырман"... Авалхи грексенчен юлнӑ чӗнӳ — "Ни дня без строчки" — уншӑн тивӗҫ вырӑннех пулнӑ иккен. Ӗҫлемесен — нимӗн те пулмасть. "Утакан — ҫитетех", — тет чӑваш сӗм авалтанах.
Сӑвӑласа ырӑ сунать Хусанкай пӗр ҫырӑвӗн вӗҫӗнче:
Чипер упранса ҫӳре:
Парӑму пысӑк ҫӗре!
Хӑш-пӗр чух сӑвӑ ҫине сӑвӑ, прозӑллӑ сӑвӑсем те ятарласа ҫырас тесе тӑрӑшнипе мар, хӑй тӗллӗнех сӑвӑланса пымаҫҫӗ-ши тепӗр чух уйрӑм пуплевсем: чӑн сӑвӑҫ стихийне, серепене ҫакланнӑ пекех пырса лекет мар-ши? Поэзи тӗнчинче пурӑнать пулӗ ҫав чӑн поэт.
Манӑн пӗр статья пирки Хусанкай 1964 ҫулӑн ҫурхи кунӗсенче акӑ ҫапла ҫырнӑччӗ: "Сентти" — сӑвӑ пек вуланать — хитре ҫырнӑ! "Ялава" сӗнтӗн пулӗ? Чӑрмав пулассӑн туйӑнмасть". Ман ӗҫ килӗшнех пулас ҫав Хусанкая: ҫырӑва ахальтен мар пуль ҫак сӑмахсемпе пуҫласа янӑ. Ку эссе, чӑнах та, ҫаплипех тенӗ пекех "Сенттипе Сетнер" ятпа пичетленсе тухрӗ. Ӑна Ухсай та пит мухтанӑччӗ. Ахаль статья ҫинчен "сӑвӑ пек" тени шухӑшлаттарать. "Сӑвӑ пек" тени сӑвӑҫ ҫак ӗҫе пысӑк хак панине пӗлтерет, сӑнарсен витӗмлӗхне, чӗлхе пахалӑхне шута илсе ҫӳллӗ карта лартни пулать ӗнтӗ ку.
Сӑвӑҫшӑн сӑвӑ — тӗп ӗҫ. Пултару тенине сӑвӑра ҫеҫ курма пулать. Ҫавӑнпа ҫырӑвӗсем те ун сӑвва ҫывӑх. Вӗсенче хӑйне кура ытарайми поэзи... Эппин, Хусанкай ҫырӑвӗсем те — ун пултарулӑхӗн уйрӑлми енӗ.

3. Сӑвӑланнӑ йӗркесем

Сӑвӑланӑ йӗркесен шутне, тӗрӗссипе, рифмӑллӑ-ритмлӑ пуплевсене ҫеҫ кӗртни ҫителӗксӗр пулӗччӗ. Ҫырусенче сӑмах пуянлӑхӗ уҫҫӑн палӑрать. Ҫак пуянлӑхра та — Хусанкай. Эпитет, метафора, гипербола... Поэзи мелӗсем, сӑвӑлав хатӗрӗсем — кашни ҫырурах. Чӑн чӑвашла, "хусанкайла" сӑмах ҫаврӑнӑшӗсем тата!
Вӑхӑт ҫитӗ, Хусанкай сӑмахӗсен кӗнекине ҫыракансем те пулӗҫ. Ҫак кӗнекере ҫырури сӑмахсем те вырӑн тупӗҫ, мӗншӗн тесен вӗсем пурте е поэзирен килчӗ, е поэзие куҫнӑ. Чӑн чӑвашла таса, хитре ҫырма та, калаҫма та тӑрӑшни — Хусанкай
пултарулӑхӗн вӑйлӑ енӗ.
Акӑ, кӑштах кӑна тӗслӗх илсе кӑтартнипех ҫырлахар: "сунтӑх", "кӑтат", "кӗнеке килӗ", "тӗнче уҫлӑхӗ", "Хытлӑха юратмастӑп", "сӑрлавҫӑсем", "Кейӳ", "ылтӑн Прага", "арпашӑнчӑк машина", "тӗнче тамаши", "Шупашкар карлӑкӗсем", "тӑхӑм", "сых ятне", "хӑтлӑ", "сӗнккемелӗх", "тӗнче кӑвапи", "саламӗ-чаламӗ", "тӑлмачларӑм", "майра-кинемей", "чун ӑшши", "тасалу ҫаври", "ухмахла чир", "сӳтӗк этем", "самана саккӑр" тата ыт.те.
Гиперболисем те хӑйне евӗр хитре: "Прагӑра пӗтем тӗнче хӗвелӗ пухӑнса йӑлтӑртататчӗ", "Сана кӗтсе аптранӑ кунта тусусем", "Шӑллӑм! Сан ҫинчен пӗтӗм Прага калаҫать иккен!" Проза та Хусанкайӑн ҫиелтен пӑхсан ҫеҫ проза, тимлӗрех вуласан, васкамасӑр ӑша илсе ӑнкарсан — ҫиҫсе тӑракан поэзи. Тепӗр тесен, кирек мӗн ҫинчен ҫырнӑ чух та сӑвӑллӑ йӗркесем ҫине-ҫинех тӗл пулаҫҫӗ. "Микки тавраш /Яка чӑваш/" — тесе хӑварни те пур, поэзи скобкӑсен ӑшне те ҫӗмӗрсе кӗрсе кайма пултарать иккен. Хусанкай хӑйӗн ҫырӑвӗсенче те тусне поэзи ытамӗнчен кӑлармасть.
"Кирлӗ этемсем ларура! Тахҫан тӑраҫҫӗ?" — кулать поэт. Хӑйне те ятласа пӑхать: "Ман пек ҫилхӑвансем сахал пулас"... "Куҫ хывкаларӑн пулӗ те-ха" тени те Хусанкай купаланӑ илем ҫуртӗнче меллӗ вырнаҫать. Ҫакӑн йышши тӗслӗхсем сӑвӑҫ ҫырӑвӗсенче питӗ нумай.
Акӑ тата малтан асӑннӑ тӑватӑ йӗркенех илер — "Тилли юррисене" парнелесе панӑ чух ҫырнисене:

Ярӑмӗ пӗтмен те пулӗ,
Пӗтнӗ те пулӗ...
Хӑшне чакармалла,
Ҫӗннине те хушӑп-ха... виличчен!

Малти икӗ йӗрки халӑх сӑвӑлӑхне ҫывӑх, юрлама та пулать. Кайранхи икӗ йӗркипе пӗрле —
хитре кӑна верлибр, ку Геннадий Айхин паян кунхи поэзири шыравӗсене ҫывӑх. Мӗнле хӑйне евӗр "хӑш", "хуш", "ӑш", "шӑ" выляҫҫӗ тата! "Пӗтмен, пӗтнӗ, ҫӗнни... виличчен!" Тӑват йӗрке те сӑвӑлӑх саккунӗпе мар, тарӑн шухӑшпа пӗтӗҫсе тӑраҫҫӗ. Поэзи — асфальтлӑ анлӑ та такӑр ҫул мар ҫав ӗнтӗ. Вӑл, Хусанкай калашле, пӗр вӗҫӗмсӗр тытӑҫу, тепӗр чух ҫӳл ту хысакӗ хӗрринче...
Ҫырусене алласа вӗсенчи сӑвӑ йӗркисене сӑвӑрса илсе пӑхар.
Акӑ Чехословакири ҫу уйӑхӗн пуҫламӑшӗ. 1962 ҫул. "Бук, хыр, хурӑн, каштан пур картишӗнче. Курӑк, кукшапуҫ чечекӗ сап-сарах, кӗпҫе, ҫӑпан курӑкӗ... Куккук авӑтать, кайӑксем каҫса кайса чӗвӗлтетеҫҫӗ. Ҫумӑр ҫуса иртрӗ. Чӗрӗлех! Ешӗл, ҫутӑ, ӑшӑ. Ҫырӑву ҫитрӗ. Тавах". Ҫут ҫанталӑк кӳрекен савӑнӑҫпа юнашарах ҫынран ҫитнӗ савӑнӑҫ та. Ку вӑл Хусанкай ҫынсен хушшинчи ырӑ ҫыхӑнӑва та поэзи картне лартса пысӑка хурса хакланине пӗлтерет.
1965 ҫулхи утӑ уйӑхӗн 22-мӗшӗнчи ҫырӑвӗнче яппун выставкине кӗрсе курни ҫинчен ҫырать Хусанкай. Ытахальтен ҫырнӑ пек сӑмахсем те сӑвӑллӑн тухаҫҫӗ: "Пӗчӗк-пӗчӗк хура яппунсем лараҫҫӗ, шав кӗнеке вулаҫҫӗ. Ӑнлантару-тӑву пулмарӗ. Ахаль хайсем пурте вырӑсла пӗлеҫҫӗ пулас. Вахӑче те пулмарӗ". Ҫавӑнтах мадьяр чиканӗсене итлени ҫинчен сӑвӑласа каласа парать:

Хӗрлӗ сӑран атӑллӑ
Хуп-хура чикан!
Эс неушлӗ ватӑлӑн?
Ха, епле ташлан!..

Тӗнче ҫине сӑвӑҫ куҫӗсемпе пӑхни шухӑша ярать: "Сӑвӑ пулма пултарать. Тен пулмӗ те", — пӗлтерет Хусанкай.
Оренбургран янӑ ҫырӑвӗнче те сӑвӑ йӗркисем пур. "Чирлекелесе Мӑсса /Джалиль. — Г.В./ ҫуралнӑ яла та каяймарӑм. Ҫапла таҫта пӗр аслӑ ҫул ҫинче е тӑвӑр сукмак ҫинчех тӳнсе юлатӑп пулӗ те-ха! А! Пӗрех мар-и? Уйӑх ҫине эпӗ ҫавах ҫитсе курас ҫук", — тет Хусанкай. Пӑшӑрхануллӑ сӑмахсемпе юнашарах шухӑ шухӑш та кулӑшла юрӑ йӗркисем:

"Ӗремпӗрӗн урамӗнче
Ҫынсем йӗмсӗр ҫӳреҫҫӗ.
Кунӗн-ҫӗрӗн каплах ӗҫсен
Эпӗр те ҫаплах ҫӳрӗпӗр — Уйӑп Мишши ашшӗн юрри тет ку", — пӗлтерет Хусанкай. Унӑн пуҫӗ пин-пин сӑвӑ йӗрки упранӑ пулӗ — чӑвашла, вырӑсла, украинла, тутарла, пӑлхарла...
Ригӑран ҫырнинче ҫакӑн пек калани пур: "Уяв саламӗ пултӑр сана, каярах юлса ҫитсен те. Ӗнер Верук 39 тултарнӑ. Виҫӗм кун кӑна ӑна Мускавран саламне ярса ӗлкӗртӗм. Парнине килтех парса хӑварнӑччӗ. Пурӑнатпӑр ҫапла... Ҫӑрӑлать тӗнче, пӑтранать хуран, унӑн тӗпӗнче эп те пур, куран"..;
1966 ҫулхи чӳкӗн 7-мӗшӗнче Хусанкай мана Ираклий Тоидзе Шота Руставели темипе ӳкернӗ ӳкерчӗксене парнелесе пачӗ. Унта — саламлӑ пӗчӗк ҫыру:

Юпа уйӑхӗн
Вӑтӑр пӗрмӗшне
Ас тӑвасчӗ - мӗн
Ӗмӗр-ӗмӗрне!

Ҫыруне Хусанкай ӗмӗтпе вӗҫлет: "Сан 40 ҫулуччен пурӑнса пӑхам-ха".
Ҫапла вара Хусанкайӑн икӗ ҫыншӑн ҫеҫ ҫырнӑ ҫырӑвӗсенче те сӗвемӗ-сӗвемӗпе сӑвӑ, ҫупкамӗ-ҫупкамӗпе юрӑ... Юрӑ-сӑвӑ тесе ҫырман сӑмах ҫаврӑнӑшӗсенче те пӑхмасӑр калама вӗренмелли пайтах.
Анчах та сӑвӑҫ пӗтӗм тӗнчешӗн ҫунакан туйӑм-семпе уйрӑммӑнах пуян. /.../

4. Чӗрӗлӗх

/.../ Хусанкай ҫинчен аса илӳ ҫыракансем те пайтах пулӗҫ. Тӗрлӗ ҫыраканни пулӗ. Пуринчен те малтан — пур тӗслӗхе те документлама тӑрӑшрӑм, поэт хӑй ҫырнипе май пур таран усӑ куртӑм. Хама сӑмах памарӑм, ӑна ытларах калаҫтартӑм. Улӗм, тен, аса илӳ те ҫырӑп. Ун чух хама та калаҫма тивӗ.
Пурӑнӑҫ вӗҫӗ ҫинчен шухӑша каясси, ун ҫинчен калаҫасси е ҫырасси пӗр ҫич-сакӑр ҫул каялла пуҫланнӑччӗ пулас.
Акӑ Ригӑран 1962 ҫулта ҫырнинче мӗнле шухӑш пур; "Грипп силлесе ячӗ. Урӑм та сурӑм! Уҫах мар та тухса ҫӳрес терӗм. Йӑвансан та — ҫул ҫинче пултӑр. Савӑнмалли нумаях мар та — шырас пулать савӑнӑҫне. Шалта — хамра — пулмасан тупма хӗн ӗнтӗ"...
Анчах чунӗ тӑвӑнса килнӗ чух та Хусанкай вилӗм ҫинчен мар, ытларах пурнӑҫ ҫинчен шухӑшлать: "Нимӗн те ӗҫлейместӗп. Пурнӑҫ татак-хӗсӗк. Шал-та канӑҫ ҫук... Тӳсейместӗп пулас. Таҫта куҫ курми ҫӗре тарасчӗ... Вара, тен, хӑтӑлӑттӑм чӑвашшӑн: тата мӗн те пулин хӑварас хевтем пур пек-ха. Иксӗмӗр сӳтсе явӑпӑр".
Пурӑнас, ӗҫлес килнине Хусанкай калаҫура та, ҫырусенче те тӳрремӗнех палӑртатчӗ. Кубӑна вӗҫсе каяс умӗн хумхануллӑ ҫыру ярса хӑварнӑ Мускавра: "Тата пӑртакран — ҫулта. Прагӑра 4-5 кун пулмалла. Лере — 9. Ирланди, Канада урлӑ. Ман сисӗм-туйӑма ӑнланма тивӗҫ эсӗ. Тӗрӗс-тӗкел ҫӗкленсе тӗрӗс-тӗкел ларасчӗ тесе пӑшӑрханатӑп. Тен, пулӗ-ха..." Виличчен пӗр ултӑ ҫул малтан больницӑран янӑ ҫырӑвӗнче "пӗр 10 ҫул сӗнккемелӗх вӑй пухса тухасчӗ" тени пур. Малаллах ӗмӗтленсе пурӑннӑ-ха поэт.
1966 ҫул пуҫламӑшӗнче усал чир ҫывхарса пыни сисӗнет. Анчах ун хӑрушлӑхне поэт пирӗнтен уйрӑлса кайсан ҫеҫ ӑнланса илме пулчӗ. "Эпӗ ӗнер тем хыпса чирлесе ӳкрӗм. Хырӑм ӗҫлеми пулчӗ. Выртрӑм-выртрӑм та — вилменнине туйрӑм". Ку — 1966 ҫулхи нарӑсӑн 12-мӗшӗ.
Хусанкай хӑй вара ниме пӑхмасӑр ӗҫлет. Ҫӳрет. Таҫта та ҫитет. Сӑвӑ ҫырать. Сӑмах калать. Вӑхӑчӗ-вӑхӑчӗпе кӑмӑлӗ питӗ пусӑрӑнчӑк. Шалтан чир ҫиет, пуҫра — аса илӳсем. "Ҫак хӑна килӗнче /ун чух "Ориант"/ туй тунӑччӗ. 1930... Вилчӗ, пӗтрӗ, йӗрӗ те ҫук... Эпӗ тӗнче мӑшкӑлӗ пулса пурӑна-тӑп". Ку — Тбилисирен янӑ ҫыруран.
Усал чир амалансах пырать. Поэт — Мускаври больницӑра. "Эмел ҫӑтатӑп. Юн таппине чакармалла, чӗрене тамалтармалла, хырӑма ӗҫлеттермелле", — тесе пӗлтерет ҫырура.
Операци хыҫҫӑн ултӑ кунран Хусанкай хыпарлать: "Тамӑкран Тасалу ҫаврине куҫрӑм: ҫӳлти "интенсивлӑ терапи" тенӗ уйрӑмран — уйрӑм пӳлӗмрен — аяла — тепӗр уйрӑм пӳлӗме антарчӗҫ. Выртатап тӗнче тамашине шухӑшласа, тӗрлӗ-йӗрлӗ шӑршӑ кӑларса..."
Чирӗ ҫинчен те тӗплӗ — тухтӑрсен сӑмахӗсем тӑрӑх ӗнтӗ — ҫырса пӗлтерет. Савӑнӑҫӗ те пулнӑ иккен чӑвашӑн: "И.М.Кузнецов хирургӑмӑр кӗрсе тухрӗ. Чӑвашла калаҫрӑмӑр пӗр сехет те пулӗ! Ӗнер". Каярахпа эпӗ пырсан та "чӑвашла калаҫнипе вӑй кӗчӗ" тенӗччӗ сӑвӑҫ.
Иккӗленӳ те канӑҫ памасть паллах. Йывӑр чирленине хӑй те ту-ять поэт: "Мана каламанни те пур пулӗ, тен, вӗсен — юмӑҫсен! Кӑна малашнехи кӑтартӗ". Шӳтлӗхпе кулӑш туйӑмӗ питӗ ҫивчӗччӗ Хусанкайӑн. Хӑй салху та, шучӗсем те хурлӑхлӑ: Типсе хӑрсах пырсан, вара, тен, леш "чӑр-чӑр пӑхса ларакан" ӑраках пулӗ! Этем ӳчӗ — хисепсӗр усал-тӗсел лачаки!"
Чун лӑпкӑлӑхӗ тарнӑ ӗнтӗ. "Кӑмӑл лайӑхланса пырать пек. Анчах тухсанах пӑсӑлассӑн туйӑнать. Темшӗн?" Ку, каллех, иккӗленӗве пула ӗнтӗ. Усал шухӑшсене хӑй патӗнчен хӑваласа ярасшӑн та — пултараймасть.
Шутлӑ кунсем ҫеҫ юлнине пур пӗрех сисеймест Хусанкай. Этем шухӑшӗ ҫакна йышӑнасшӑн мар. Больницӑран чылай начарланса тухсан та Пӑлхара кайма пуҫтарӑнать. "Пӑлхарсен ытамӗнче вилем. Унта вилни килте вилнӗ пекех пулӗ. Хамӑр халӑх", — тенӗччӗ мана поэт сыв пуллашнӑ чух Шупашкарта. Юлашки ҫырура та ӗҫ, ӗҫ, ӗҫ... Мӗн виличчен канӑҫа пӗлмерӗ. Ҫунчӗ. Сӳнмерӗ. "Кунӗпе чупма тиврӗ: паспорт, валюта, билет... Тинке тухать! 13 кун кунта вулкан ҫинчи пек пурӑнтӑм. Пӗтӗм симпозиум иртсе пырать /20.IX. — вӗҫӗ/. Эпӗ тин тапранатӑп! Ырӑ тӑвас тесе тӑрӑшнӑ ҫынсем хӑйсен ӗҫне вӑхӑтра туса ҫитерейменни хурлан-тарчӗ".
Эй, мӑнтарӑн: "Симпозиум, симпозиум..." Симпозиум мар, ӗмӗр иртсе пырать, пурӑнӑҫ вӗҫленет... Эс пур, симпозиум ҫинчен калаҫатӑн.
Хуйхӑллӑрах шӳтлесе те илет: "Ыран 8-50 вӗҫетпӗр. Икӗ Хусанкай та хур пулсан, — тӗнче нумайрах ҫухатать те... мӗн тӑвӑн!"
Юлашки кунӗччен Хусанкай хӑйне хӑй чӑн паттӑрла тыткаларӗ. Ҫынлӑха самантлӑха та ҫухатмарӗ. Халӑх сӑвӑҫи, ватӑ салтак паттӑрла вилӗмпе вилчӗ тени пӗрре те ӳстерсе калани пулмасть. Эпӗ Хусанкайӑн юлашки саманчӗчченех унпа юнашар пултӑм. Анчах та ку — ҫыру мар, аса илӳ. Ӑна ӳлӗм ҫырмалла пулӗ.
"Лерен ҫырӑп-и-ха..." Ҫыраймарӗ. "Канасчӗ!" — канасси те пулмарӗ. Документланӑ пехилӗ ак ҫакӑ пулчӗ: "Сывӑ пулса тӑр. Ан ҫун. Ҫынсем ҫавах тӗтӗме кӑна кураҫҫӗ". Хусанкай ҫунса кайрӗ. Анчах та хӑй евӗрлӗ чунлисем тӗтӗме ҫеҫ мар, ҫулӑмне те курчӗҫ. Ҫулӑмпа ҫунакан ҫав чӗре вӗсен пурӑнӑҫӗнчи ҫула та ялкӑшса ҫутатрӗ. Вӗсем те халӑхшӑн ҫунакан ҫын "Ан ҫун" тесе хӑварнине итлесшӗн пулмарӗҫ. Ҫунччӑрах эппин!


 
Категорисем: Петӗр Хусанкай
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2010-09-15 17:18:35 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 8391 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем