Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Пур пӗрле, ҫук ҫурмалла.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

«Йӑлт пушатсах каймастпӑр тӗнчене...»

Паянхи пекех асра: пӗлтӗрхи раштавӑн 16-мӗшӗ, эрне каҫ... «Хыпар» хаҫатӑн тӗп редакторӗ шӑнкӑравлать: «Микулай, эсӗ паян «Российская газета» вуланӑ-и? Ҫырав материалӗсем тухнӑ...» — «Вулайман-ха, Лекҫей, — тетӗп. — Мӗн «лайӑххи» пур?..» — «Лайӑххи-и? Эсӗ калани чӑна тухрӗ... Ытти вара — йӑлтах япӑххи. Чӑваш йышӗ 200 пин ҫын ытла чакнӑ... Каҫар, пӑшӑрхантар-тӑм каҫа хирӗҫ. Халь эсӗ те виҫӗ талӑк ҫывӑраймастӑн ӗнтӗ...»

Ҫырав материалӗсене ӗненсех пӗтерейместӗп эпӗ. Пурте пӗлетпӗр-ҫке пире мӗнле ҫырса тухнине. Мӗнле шутланине вара никам та пӗлмест. Мӗншӗн тесен ун листисене машина шутлать тет. Автомачӗсем пирӗн ӗмпӳ чухнехисемех пулмалла: 2010 ҫулхи юпан 14-мӗшӗнче иртнӗ ҫырав листисене 2011 ҫулхи раштав тӗлне аран шутласа кӑларнӑ. Суйлав пӗтӗмлетӗвне вара, ҫав кунах мар пулсан та, виҫ кунран халӑха пӗлтереҫҫӗ те... Тем калӑр та мана, кунта ӑрӑмҫӑсем тухатмасӑр пулман.

Чӑннипе вара куракан-туякан ҫын халӑх хавшаса пынине шутлавсӑр-мӗнсӗр те витӗр курса тӑрать — яла кӑна кайса кил. Юлашки вунӑ ҫул хушшинче ялсенчи пысӑк шкулсем те хупӑнса лыраҫҫӗ: 20-30 ҫул каялла кӑна хӑпартса лартнӑ икӗ-виҫӗ хутлӑ шкул ҫурчӗсем пушӑ янраса лараҫҫӗ. Чылайӑшне «пуҫтарса» та пӗтернӗ. Акӑ Ҫӗрпӳ районӗнчи пӗр ялта шкул ҫуртне «ҫӗнӗ улпут» йӳнӗ хакпа туяннӑ та — кирпӗчӗн-кирпӗчӗн салатса хӑйне валли кермен купалаттарнӑ. Юмахри пек: чӑх-чӗп вӗҫсе каҫас ҫук.

Хӑш-пӗр районта икӗ-виҫӗ вӑтам шкул кӑна тӑрса юлнӑ: пӗри — райцентрта, иккӗшӗ — ялта. Унта ачасене вунпилӗк-ҫирӗм ялтан турттараҫҫӗ. Апла пулин те пуҫламӑш классенче вӗренекен йышӗ ҫуллен чакса пырать — хӑш-пӗр класра 3-4 ача ларать, хӑшӗнче пӗрре те ҫук. Вунӑ ача вӗренекен классем таҫта Шупашкар тавралла ларакан ялсенче юлнӑ пулсан кӑна...

Ҫапах та, курӑмлӑрах пултӑр тесе, юлашки виҫӗ ҫырав кӑтартӑвӗсене танлаштарса пӑхар-ха: 1989 ҫулта Раҫҫей Федерацийӗнче 1773 пин (Совет Союзӗнче — 1842 пин) чӑваш пурӑннӑ, 2002 ҫулта Раҫҫейре — 1637 пин,. 2010 ҫулта — 1435 пин чӑваш юлнӑ. Ӗнтӗ, темле автомат-компьютерпа шутласан та, ҫулталӑк ытла «как пыть, Каринкке, епле тӑвас, Емелкке» текелесе пуҫа хыҫса лӑрсан та — Ҫаманкка пур пӗрех: «Сайралатпӑр ҫав, тӑван, сайралатпӑр», — тесе юрлать. Ҫуллен 25 пин ҫын таран хухса пыратпӑр. Тата ытларах чакса кайрӑмӑр пуль тесе пӑшӑрханса пурӑнаттӑм та — тавах Росстата, эпир юлашки 8 ҫул хушшинче 200 пин чӑваша «ҫеҫ» ҫухатрӑмӑр. Апла пулин те — ҫӗр хута пуҫран «Тилли юррисем» тухмарӗҫ:

Элчелем ҫитре. Куҫӑм хупӑнать.

Ан тӑкӑрсам куҫҫулӗ ман ҫине.

Чун вырӑнне татах чун хушӑнать,

Йӑлт пушатсах каймастпӑр тӗнчене.

Элчелӗм ҫитрӗ. Куҫӑм хупӑнать...

Ҫапах та йыш чакни вӑл — ҫур инкек кӑна-ха Петӗр Хусанкай, ав, «Чун вырӑнне татах чун хушӑнать» тет. Астурӑр-и: «йыш» мар, «чун»! Чунӑмӑрсем вара пирӗн йышран нумай малтан хухма пуҫланӑ. Хальхи вӑхӑтра чӑваш ӑс-тӑнӗпе (интеллект) чун-хавалӗ (духовность) ҫав тери тарӑн авӑра путнӑ. Пирӗн пӗр аллӑ ҫул ӗнтӗ халӑх ӑс-хакӑлне ҫӗклесе тӑракан, халах ӑс-тӑнне, халӑх чун-хавалне хиврелетсе, хистетсе тӑракан интеллектуалсем — наци элити — ҫук. Паян чӑваш интеллигенцийӗ ҫыххи татӑлнӑ шӑпӑр пек сапаланса кайнӑ, тӳпере, ӑс-тӑнпа чун-хавал тӳпинче, ӑна ҫул кӑтартса пыракан ҫутӑ ҫӑлтӑрсем курӑнмаҫҫӗ. Иртнӗ ӗмӗр пуҫламӑшӗнче тӗнчене килнӗ ӑслӑ та хастар ҫынсем пиртен уйрӑлса кайрӗҫ те — халӑхӑмӑрӑн ӑс-хакӑлпа чун-чӗре пурнӑҫӗ лӗпӗр! сӳнсе ларчӗ. Хӑй вӑхӑтӗнче Элкер, Хусанкай, Ухсай, Илпек, Турхан йышши улӑпсем тавралла хунанӑ ӳсӗм шанчӗ, чӑн ҫӑлтӑрсенчен «ҫӑлтӑр тусанӗ» кӑна тӑрса юлчӗ. Ӑна та пулин анӑҫран килнӗ шалкам ҫумӑр лапра ӑшне ҫапса ӳкерчӗ. Чӑваш халь — пуҫсӑр, чунсӑр, хевтесӗр йыш. Йыш пур пек те курӑнать — пӗтӗмпе 1 435 872 ҫын. Ҫапах та юлашки 8 ҫул хушшинче эпир 12% ытла чакнӑ. Чеченсем (1 431 360 ҫын) ура кӗли ҫине пусма пуҫларӗҫ... Пирӗн демографи лару-тӑрӑвӗ вӑрҫӑ витӗр тухнӑ чеченсеннинчен те йывӑртарах иккен...

Ҫырав халӑх йышне кӑтартса парать. Анчах халӑх выльӑх мар, ӑна пуҫпа мар, чунпа шутламапла. Атьӑр-ха пуҫа ватса пӑхар: 1435 пин ҫын хушшинче чунӗпе чӑваш пулса юлнӑ этем миҫе пур-ши?.. Калама та хӑрамалла. Эпӗ сӗмленнӗ тӑрӑх, чӑн-чӑн чӑваш чунлӑ ҫын ҫӗрте те пӗрре тупӑнмасть пуль. Халӑха нимрен ытла культурӑпа чӗлхе тытса тӑрать. Пӗрре пӑхма — чӑвашсем пурте чӑвашла калаҫатпӑр пек. Анчах «пек» кӑна ҫав... Атьӑр-ха талккӑшпе чӑваш пурӑнакан пӗр яла кайса пӑхар.

Пӗр 40-50-сенчи ҫынсенчен тытӑнса ял халӑхӗ чӑвашла калаҫать-ха. Ҫамрӑкраххисем, ҫирӗм-вӑтӑртисем, вырӑсларах перкелешме вӗренсе кайнӑ. Вӑтанаҫҫӗ пирӗн хӗрсемпе каччӑсем ашшӗ-амӑшӗн чӗлхинчен, йӗрӗнеҫҫӗ... Хӑйсенчен хӑйсем йӗрӗнеҫҫӗ. Мӗншӗн тесен вӗсем авалхи Египетпа Греци культурине пӗлеҫҫӗ. Анчах Рим империне аркатнӑ гуннсем (хунсем) чӑвашсен авалхи тӑванӗсем пулнине вӗсене никам та каласа паман. Шкула ҫӳрекенсем, чӑвашла чухлаҫҫӗ пулсан та, калаҫмаҫҫӗ. Вӗсене шкулта «линейкӑна» тӑратса тухсах директор хӑй чӑвашла калаҫма чарнӑ.

Пӑр виҫӗ-тӑватӑ ҫул каяллах ЮНЕСКО чӑваш чӗлхине вилсе пыракан чӗлхесен йышне кӗртнӗччӗ. Ах тур, мӗнле «отпор» патӑмӑр ун чухне чикӗ леш енчи «тӑшмансене». Чисти совет саманинчи пек. «Кураймасӑр калаҫатӑр, вилместпӗр! Никаккуй та, ниппоччем та, нисашту та пӗтместлӗр!» — терӗмӗр. Хамӑр вара тӗпел кукринче кӑна чӑвашла калаҫкаласа ларкаларӑмӑр. Чӑваш чӗлхине «патшалӑх чӗлхи» текелесе хӑлаҫлантӑмӑр та — каллех каялла чакса лартӑмӑр. Чӑваш чӗлхине «Правительство ҫуртне» кӗме никам та ирӗк памарӗ. Унта мар, хӑлтӑр-халтӑр пӗчӗк пӗр-пӗр предприятие те пырса кӗреймерӗ чӑваш чӗлхи.

Чӑваш чӗлхин ӗҫ талккӑшӗ ҫуллен хӗсӗнсе пырать. Кил хушшинче чӑвашла калаҫкалатпӑр-ха. Анчах лавккана кӗрсен, больницӑна кайсан кантурта санпа вырӑсла кӑна калаҫаҫҫӗ. Халь чӑваш ялӗсенче чӑвашла ҫырса хунӑ пӗр хӑма татӑкӗ кураятпӑр-ши? Пирӗн «специалистсем» — учительсем, врачсем, библиотекарьсем, культура ӗҫченӗсем, агрономсем, зоотехниксем, инженерсем... — пурте вырӑсла пӗлӳ илнӗ, вӗсемшӗн чӑвашла калаҫасси чӗр нуша. Ҫавӑнпа кирек ӑҫта пырсан та сана вырӑсла «саламлаҫҫӗ». Хальхи вӑхӑтра хӗрлӗ пылчӑклӑ ҫырма тӗпӗнче ларакан «лапра-ҫӗпре кассисем» те пӗрле пухӑнсан вырӑсла калаҫаҫҫӗ, вырӑсла «концерт-монцерт» кураҫҫӗ, вырӑсла «танци-манци» ташлаҫҫӗ. Ҫамрӑксем пирки каламалли те ҫук. Халь чӑваш ачисем кӑкӑр пӑрахичченех тӗрлӗ «мульти-пульти» курса ларсах амӑшӗн чӗлхинчен малтан Микки Мауспа Симпсонсен чӗлхине вӗренеҫҫӗ, анӑҫ культурипе авӑрланса ӳсеҫҫӗ. Шкулта вӗсене вилсе кайса вырӑсла вӗрентесшӗн тӑрӑшаҫҫӗ. Ара, чӑвашла виҫӗ сӑмаха яка та илемлӗ сыпӑнтарса калаҫма хӑнӑхман учителе вырӑсла вӗрентме канасрах. Каларӑм-ҫке-ха — пирӗн учительсем (чувашеведсемсӗр пуҫне) пурте вырӑсла пӗлӳ илнӗ. Вӑл шутра — «дошкольниксем» те, «начальниксем» те. Шухӑшласа пӑхӑр ӗнтӗ: аслӑ шкулта йӑлт вырӑсла вӗреннӗ педагог ачасене чӑвашла выляма-кулма, юрлама-ташлама ӑҫтан вӗрентейтӗр ӗнтӗ? Чӑвашла физикӑпа математика, биологипе истори терминӗсене нихӑҫан та илтмен учитель чӑваш ачисене хӑйӗн предметне мӗнле ӑнлантарса парайтӑр-ха тата?.. Чӑваш чӗлхипе литератури учителӗ шкулта — пӗччен. Чӗп асси пек пурӑнкалать-ха вӑл. Ӑна — кам ӳркенмест — пырса сӑхать. Пурте — директортан тытӑнса физкультура учителӗ таранах! — унӑн пур-ҫук сехечӗсене туртса илесшӗн... Вӑл вара аппӑн-тӗппӗн, хӑй пӑлнӗ пек, чӑваш чӗлхипе литература кабинечӗ пекки (чӑн-чӑн кабинетне пӗр шкулта кураймӑн) йӗркелет те алӑкӗ ҫине, ялтан юлас мар — тесе, «Кабинет чувашского языка и литературы» тесе вырӑсла ҫырса ҫакать. Чӑвашла ҫырсан кабинет пек те мар-ха та. Пурте вырӑсла ҫырнӑ, сумлӑ!..

Мӗнле пурӑнать чӑваш чӗлхи чӑваш шкулӗнче — никама та хумхантармасть. Хам ӗмӗрте эпӗ Ҫутӗҫ е Вӗрентӳ министерстви чӑваш чӗлхи шӑпипе кӑсӑкланнине, тӗрӗслев (каҫарӑр, «мониторинг» темелле-тӗр халь) пекки ирттернине илтмен. Ытти предметпа ӗҫлеме мӗнле ансат: программи, учебникӗ, методики... — йӑлт хатӗр, янтӑ. Йӑлтах ҫӳлтен ҫуса тӑрать. Ним хуйхи те ҫук! Чӑваш чӗлхипе вара — ҫӑрӑлса тухма ҫук чӑрмав: программисене тумалла, учебниксем ҫырмалла, методикине йӗркелемелле, специалистсем хатӗрлемелле... Кусене те чӑтма пулать-ха... Анчах пӗр хӑрушлӑх пур: «чӑваш шкулне чӑвашлатма пикенсен, чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентесси ҫине кӑшт тимлӗрех пӑхма тытӑнсан, турӑ сыхлатӑр та, «националист» ятне илтесси те инҫе мар. Пӗтрӗ вара карьера!..» Мӗн пурӗ те пукан ҫине вӑхӑтлӑха хӑпарса ларнӑ чиновниксем «национализм мӗлкинчен» шикленсе пурӑннине пула — чӑваш шкулӗнче чӑваш чӗлхине шӑпӑр шӑтӑкне хӗссе лартрӑмӑр та ӗнтӗ. Шиклӗ ҫак туйӑм, вӑйран вӑкӑр тухасран хӑраса ларасси, шӗкӗр хуламӑр кабинечӗсенчен ялти шкул директорӗсем патне те ҫитнӗ.

Путишле япала каласа кӑтартам-ха. Иртнӗ ҫулла Казахстанран килнӗ делегацие ялти шкула илсе кайрӑмӑр. (Ял ятне каламӑп, мӗншӗн тесен лару-тӑру пур шкулта та пӗрешкел). Директор хӑнасене шкул кӑтартса ҫаврӑнчӗ те, вӗсенчен пӗри ӑнсӑртран тенӗ пек: «Сирӗн кунта камсем вӗренеҫҫӗ вара?» — тесе ыйтрӗ. Директор ҫухалса каймарӗ: «Чӑваш ачисем, пӗтӗмпех чӑваш ачисем... Чӑвашла пӗлменнисем пурӗ те виҫ ача кӑна», — терӗ. «Апла пулсан ӑҫта кунта сирӗн чӑваш чӗлхи?» — ыйтрӗҫ хӑнасем. «Чӑваш чӗлхи-и, — чӗвӗлтетрӗ директор, — пур чӑваш чӑлхи пирӗн. Ав унта, алӑкран кӗнӗ ҫӗре ҫырса хунӑ...» Ӗненмесӗр тухсах пӑхрӑм: «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!»

Ҫакӑ пулать-и вара вӑл — чӑваш сӑмахӗ? Ҫапса пӑрахӑр та мана, эпӗ ӗмӗрте те чӑваш «Ырӑ сунса кӗтетпӗр!» тенине илтмен... Никама та нимӗн те каламан пушӑ ҫак сӑмахсене эпир кашни «кантур» алӑкӗ ҫинех ҫырса ҫакнӑ. Никам та шухӑшласа пӑхман-и: мӗншӗн пӗр шкул алӑкӗ ҫине те «Хапӑл тӑватпӑр!» е «Килӗрех!» тесе ҫырса хуман? Мӗншӗн тесен пирте чун ҫук! Ячӗшӗн ӗҫлетпӗр, ячӗшӗн пурӑнатпӑр. Такамран хӑраса, вӑтанса, йӑпшӑнса...

Эпир апла мӗскӗн халӑх пулман-ҫке. Ӗлӗк ваттисем кӗрекере:

Асаттесем атлас тӑхӑннӑ,

Арки-ҫанни ҫӗртен сӗтӗрӗннӗ, —

тесе юрлатчӗҫ. Вӑл кӑна-и? Пирӗн мӑн асаттесем пӗтӗм Еврази ҫеҫенхирӗсене пин ҫул хушши хӑйсен аллинче тытса тӑнӑ. Пирӗн эрӑчченхи V ӗмӗртен тытӑнса пирӗн эрӑри V ӗмӗрччен вӗсем тухӑҫра Пысӑк Хинган тӑвӗсенчен тытӑнса анӑҫра Карпат тӑвӗсем таран хуҫаланнӑ. Хӗвелтухӑҫ Европӑра вӗсем XIII ӗмӗрте монголсем килсе тухичченех патшалӑх тытса пурӑннӑ. Мӗншӗн пӗлместпӗр эпир ҫакна? Мӗншӗн ачасене вӗрентместпер хамӑрӑн чаплӑ историе?

Истори вӑл — этемлӗх ӑс-хакӑлӗпе (идея) чун-хавалӗн (дух) аталану ҫул-йӗрӗ. Пурнӑҫ аталанӑвӗ нимрен малтан ӑс-хакӑлпа чун-хавалӗнчен килет.

Чун-хавалӗ хавшасан пурнӑҫ та хуллен-хуллен, майӗпен чарӑнса лӑрать: патшалӑхсем саланса каяҫҫӗ, халӑхсем пӗтсе пыраҫҫӗ. Вӗсен тӗсне ҫухатнӑ ячӗсем кӑна асра-тӗсре пил ҫине килеҫҫӗ... Ӑс-хакӑла пула кӑна матери чунли те, чунсӑрри те — пурнӑҫра хӑйӗн вырӑнне тупать. Халӑх ӑс-хакӑлӗ — этемлӗх историне аталантарса пыракан пӗртен пӗр хӑват. Этемлӗх пурнӑҫӗнче пулса иртекен япаласем пурте этем ӑс-хакӑлӗнчен тӗвӗленсе тухаҫҫӗ. Тӗнчене кисрентерекен вӑрҫӑсем... Куҫпа виҫсе илме ҫук хуласем... Тӗнче тытма талпӑнакан патшалӑхсем... Тӗнче уҫлӑхне шӑтарса ҫӳрекен ҫӗмрен-карапсем... Пурте вӗсем этем ӑс-хакӑлӗнчен тӗвӗленсе тухнӑ...

Ӑс-хакӑлпа чун хавалне катертсен тӗнчере хускалмасӑр выртакан вилӗ матери кӑна юлать.

Акӑ эпир тахҫан-авал пурӑннӑ аслӑ ҫынсем ҫинчен калаҫатпӑр. Ҫут тӗнчене ҫавӑрса илнӗ ҫар пуҫӗсене аса илетпӗр. Тӗнчери чи чаплӑ палӑксене асӑнса тухатпӑр... Кирек те мӗн ҫинчен сӑмах-юмах тапратсан та эпир чи малтан этем ӑс-хакӑлӗ мӗн тума пултарни ҫинчен калаҫса каятпӑр. Мӗншӗн тесен ӑс-хакӑл кӑна этемлӗх кун-ҫулӗнче пулса иртнӗ япаласен хроникине сӑлтавласа кӑтартма пултарать. Этем ӑс-хакӑлӗпе этем чун хавалӗ ӗмӗртен ӗмӗре, ламран лама мӗнле улшӑнса пынине ӑнланса илсен кӑна эпир тӗнче тытӑмне, этемлӗх аталанӑвӗн сӑлтавӗ-тӗллевӗсене ӑнланма пуҫлатпӑр. Вилӗ материе чун вӗрсе кӗртекӗн хӑват вӑл — этем ӑс-хакӑлӗпе этем чун хавалӗ!

Халӑхӑн чун хавалӗ сӳнсен — ҫав халӑх тӗнчерен ҫухалать, халӑх вилет. Таҫта хут ҫинче е ҫӗр кӑкри ҫинче унӑн ячӗ юлма пултарать-ха. Пур-ҫке-ха Ҫӗпӗрте, Тюмень таврашӗнче, Чӑваш сӑмсахӗ... Анчах халӑх чунӗ юлмасть, халӑх чунӗ ҫухалать. Вӑл йӑлт улшӑнса каять те урӑх халӑх чунӗпе хутшӑнса, урӑх культура чунӗнче ирӗлсе хухать.

Халӑх йышӗ тӗп икӗ сӑлтава пула йӑшма тытӑнать: е вилекен йышӗ ҫуралакан йышӗнчен иртсе кайнине пула (депопуляция), е халӑх хӑйӗн сӑн- сӑпатне, культура пуянлӑхӗсене ҫухатса пынине пула (деэтнизация). Паян чӑваш пурнӑҫӗнче икӗ ҫак фактор та пӗрле ӗҫлет.

Депопуляци ытла хӑрушӑ япалах мар. Лару-тӑру улшӑннӑ май ҫуралакан ача йышӗ татах ӳсме пултарать. Деэтнизаци процесӗсене каялла тавӑрма шутсӑр йывӑр. Паян пирӗн халӑхӑн 99 проценчӗ чӑваш культурине пачах пӗлмест. Ҫакна эпӗ паянхи «чӑваш культури» мӗнле аталанса пынине курса калатӑп, «Чӑваш энциклопедийӗнчи» статьясене кӑна пӑхса тухӑр. Чӑваш халӑх культури пирки ҫырнӑ кашни статьяра ҫурриех мар пулсан та чӗрӗкӗ — суя. Наци культури пирки тухнӑ кӗнекесене пурне те вуласа пыма тӑрӑшатӑп. Юлашки 20-30 ҫул хушшинче халӑх культури ҫинчен ҫырнӑ ӗҫсенче суялӑх тӳпи геометри профессийӗпе ӳссе пырать. Хальхи вӑхӑтра чӑваш культурине тӗрӗс ҫырса кӑтартма пултарахан виҫӗ ҫынна кӑна пӗлетӗп: пӗри — Самарта пурӑнакан Екатерина Ягафова, тепри — Ӗпхӳре ӗҫлесе тӑракан Игорь Петров. Шупашкарта чӑваш халӑх кӗвви-ҫеммине тӗпчекен чаплӑ специалист Михаил Кондратьев пур. Каҫарӑр та, пил ҫине урӑх ят килмест.

Ӗлӗк чӑвашсем ӑнӑҫсӑр пулса пыракан ӗҫ пирки «кам мӗнле пӗлет — ҫапла тӑвать» тетчӗҫ, халь вара «кам мӗнле пӗлмест — ҫапла тӑвать» тесен тӗрӗсрех пулассӑн туйӑнать. Халь никам та пӗлесшӗн мар, пурте вӗрентесшӗн кӑна. Чӑннипе каласан, пирӗнте чӑваш чунӗ юлмарӗ.

Пире халь ӑс-хакӑл та, чун хавалӗ те кирлӗ мар, пире халь мул пар. Эпир халь «ҫӑткӑнсен (потребительсен) обществине» кӗрсе ӳкнӗ те — пурте ҫуллӑ ҫисе тутлӑ какӑрасшӑн хаччаланса ҫӳретпӗр. Пире материалистсем пулма вӗрентсе ӳстернӗ. Астӑватӑр пуль: «пурнӑҫ ӑс-хакӑла тыткалать» («бытие определяет сознание»), «малтан матери пулнӑ» («материя первична») тенисене? Анчах мана вунҫиччӗри каччӑ ҫырнӑ «Нарспи» поэмӑн философийӗ тӗрӗсрех пек туйӑнать.

Матери, хамран хушса калатӑп, чунсӑр матери, пӗрремӗшле физика тӗлӗшӗнчен япала тесе вӗрентекенсем тӗрӗсех пуль-ха та вӗсем. Анчах чунсӑр выртакан вилӗ япала пин ҫул выртсан та мӗнле пулнӑ — ҫапла хальлӗнех юлать. Чул арканса тусана ҫаврӑнать пуль-ха та, анчах матери хӑй хальлӗнех юлать. Материе аталанма чун кирлӗ. Материе чун кӗртекен хӑват — этем ӑс-хакӑлӗ! Философи тӗлӗшӗнчен пӑхсан этемлӗх пурнӑҫӗнче, историре, пӗрремӗш вырӑнта япала (чунсӑр матери) мар, ӑс-хакӑлпа (интеллектла) чун хавалӗ (духовность) тӑраҫҫӗ. Ҫакна ӑнланса илеймерӗмӗр пулсан пирен ӗмӗр кӗске!

Ӑс-хакӑл — истори урапине чуптаракан пӗртен пӗр хӑват. Этемлӗх историйӗнчи чи аслӑ событисем пурте ҫын пуҫӗнче тӗвӗленнӗ шухӑшран пуҫланнӑ.

Чингисханӑн тӗнчене ҫавӑрса илмелӗх пурлӑхӗ те, халӑхӗ те пулман. Анчах та унӑн ӑс-хакӑлӗ, чун хавалӗ, чарусӑр ӗмӗчӗ пулнӑ.

Большевиксем 1917 ҫулччен никамах та пӗлмен-туман пӗчӗк ушкӑн кӑна пулнӑ. Анчах та патшалӑх тытакан пулас килнӗрен вӗсем коммунизм интернационалӗ туса хума хевте ҫитернӗ, тӗнче историне урӑх ҫулпа кустарса яма пултарнӑ.

Эпир пурте истори юхӑмӗн пӗчӗкҫӗ пайӗ. Пире «истори хӑйӗн обьективлӑ саккунӗсене пӑхӑнса аталанать» тесе вӗрентнӗ. Анчах та истори хӑй пайӑр ҫыннӑн хӑватлӑ чун хавалӗпе ӑс-хакӑлӗ пурнӑҫ юхӑмӗн ҫулне тӗпрен улӑштарса яма пултарнине кӑтартать.

Эпир темшӗн пирӗн шӑпа, пирӗн пуласлӑх ку саманари вӑйлӑ, пуян ҫынсенчен килет тесе шухӑшлатпӑр. Пирӗн пуҫа ҫапла минретнӗ.

Чӑннипе вара халӑх шӑпи, пирӗн пуласлӑх ҫивӗч ӑслӑ, ҫирӗп чун-хаваллӑ хастар ҫынсенчен килет.

Халӑхӑмӑра упраса хӑварас тетпӗр пулсан пире ҫивӗч ӑс-хакӑллӑ, ҫирӗп чун-хаваллӑ, халӑх пурнӑҫне тӗпрен улӑштарса яма хатӗр вӗри юнлӑ ҫынсем кирлӗ. Анчах ҫакӑ кӑна ҫителӗксӗр. Халахра хастар ҫынсен ӑс-хакӑлне ҫӗклеме кар тӑракан сий пулсан кӑна халӑхӑн пӗрлӗхлӗ ӑс-хакӑлӗ (коллективное сознание) тӗпрен улшӑнма пултарать.

Чӑваш халӑхӗн истори арени ҫинчи паянхи синкерлӗ вырӑнӗ пире йывӑр ҫак ыйтӑва кун йӗркине кӑларма хистет.

Этем ӑс-хакӑлӗ виҫӗ япала ҫинче никӗсленсе тӑрать. Пӗрремӗшӗ — тавралӑх (пространство), иккӗмӗшӗ — вӑхӑт, виҫҫӗмӗшӗ — япала (материя). Эпир кашни япала хӑй еккипе, хӑйне хӑй аталанать тесе шухӑшлатпӑр. Тӗрӗсрех каласан пире ҫапла вӗрентнӗ.

Анчах та пурнӑҫ — япала мар, пурнӑҫ вӑл япала (матери) ӑшӗнче пурӑнакан чун хавалӗ. Шӑпах куҫа курӑнман чун хавалне ламран лама аталантарса пырсан кӑна этемлӗх ҫутҫанталӑк умӗнчи хӑйӗн тӗп тӗллевне пурнӑҫлать.

Эпир хальхи саманара пурте пурлӑх ҫине тӑрӑнтӑмӑр — укҫаран пуҫне урӑх нимӗн те курмастпӑр. Анчах та, шухӑшласа пӑхӑр-ха, — экономика, техника, технологи, пурлӑх, машинӑсемпе приборсем — этемлӗх чун хавалӗн шайне тултан кӑтартса тӑракан япаласем кӑна-ҫке вӗсем.

Чун хавалӗн хакне нимӗнле укҫа-тенкӗпе те, нимӗнле мулпа та шайлаштарса кӑтартма ҫук, анчах та этемлӗх ӑс-хакӑлӗпе чун хавалӗн аталаннӑ шайне, ӳсӗм шайне япалан (материн) тавралӑхпа вӑхӑт талккӑшӗнчи вырӑнӗ лайӑх кӑтартса парать.

Пирӗн чӑваш чун хавалӗпе ӑс-хакӑлӗ юлашки вӑхӑтра мӑншӗн хавшаса пынинӗ ӑнланма тӑрӑшмалла. Халӑхӑн ӑс-хакӑлӗпе чун хавалӗн шайӗ, тӗрлӗ сӑлтава пула, халӑх йышӗ, экономики, культури аталанӑвӗнчен уйрӑм аталанса пырать.

Халӑха тытса тӑракан шӑнӑр вӑл — культура (этеплӗх). Чӗлхе — этеплӗхӗн пӗр пайӗ кӑна. Чӑваш культурине илес пулсан — унта лару-тӑру тата йывӑртарах. Хурлӑхлӑ 1937 ҫул хыҫҫӑн наци культурипе ӗҫлеме пачах пӑрахнӑ, искусствӑсене аталантарма пуҫланӑ. Анчах культурӑпа искусство — пӗр япала мар. Культура вӑл — пурнӑҫ шайӗнчи япала, кулленхи пурнӑҫ илемӗ, кашни ҫын кашни кун тӗл пулакан япала. Искусство — ятарласа уйласа кӑларнӑ япала, унпа ӗмӗртен уйрӑм ҫынсем, аристократсем кӑна айкашнӑ.

Ватӑрах ҫынсем астӑваҫҫӗ пуль: ӗлӗк кашни сцена ҫамки ҫине шит тӑршшӗ сас паллисемпе «Искусство принадлежит народу» тесе ҫырса ҫакатчӗҫ. Витӗр суя лозунг. Совет саманинче искусствӑсем халӑх ӑсне минретмелли вӑйлӑ идеологи хатӗрӗ пулнӑ. Кулленхи пурнӑҫпа уйрӑлми тачӑ ҫыхӑнса тӑракан культурӑна ҫӗнӗ идеологи лавне кӳлме май килмен. Наци культури — хӑй еккипе аталанакан япала. Ҫӗнӗ идеологие халӑх хушшине сарас тӗлӗшпе искусствӑсем меллӗ хатӗр пулнӑ. Культурӑна мӗнле килчӗ ҫапла улӑштарма ҫук. Искусство вара пачах урӑхла япала — ӑна темӗнле те ҫӑрса унама пулать: ӗнер политбюро членӗсен сӑнӗсене ӳкернӗ художник паян чиркӳре ҫветтуйсене сӑрлать. Ӗнер «Слава КПСС» тесе кӗвӗленӗ поэт паян Маркспа Ленин ҫине сурать... Ҫакӑ вӑл пирӗн «искусство».

Наци культури халӑхшӑн ҫӑкӑр пек, сывлӑш пек куллен кирлӗ япала. Культура ҫухалсан — халӑх та ҫухалать. Искусство тени халӑхшӑн — те пур вӑл, те ҫук. Авӑ, художниксен картинисене галерейӑсене хупса хунӑ та — халӑха хӑнк та мар. Выставкӑсене пӗтӗмпе пӗр икҫӗр-виҫҫӗр ҫын пырать-и... Халӑхӑн 90 проценчӗ Н.Карачарсковпа Н.Овчинников ятне илтмесӗрех ӗмӗрне ӗмӗрлет.

Халь, атьӑр-ха, шухӑшласа пӑхар, мӗн ӗҫлетпӗр культура анинче? Халӑха культура ҫимӗҫе вырӑнне «искусственнӑ» унаса тунӑ япаласемпе тӑрантарса пурӑнатпӑр. Сӑнарлӑрах каласан акӑ мӗн пулса тухать. Халӑх: «Хырӑм выҫрӗ, ҫӑкӑр ҫисе пӑхасчӗ», — тет. «Культура» хуҫисем ӑна ҫуллӑ сӑрӑпа ӳкернӗ «Ҫӑкӑр» картина тыттараҫҫӗ, ҫӑкӑр ҫинчен юрӑ (гимн, оратори...) юрласа параҫҫӗ, «Хура ҫӑкӑр» ятлӑ спектакль кӑтартаҫҫӗ... Кирлӗ пулсан, «Пиҫмен пашалу» ятлӑ опера, балет, мюзикл лартса пама та пултараҫҫӗ... Хисепсӗр укҫа-тенкӗ кӑларса тӑкатпӑр, томӗ-томӗпе отчет ҫыратпӑр... Халӑхӗ ҫавах выҫӑ юлать...

Мӗншӗн ҫапла пулса тухать-ха?

Мӗншӗн тесен отчетшӑн, Мускавшӑн ӗҫлетпӗр. Астӑватӑр пуль-ха: пирӗн искусство ӗҫченӗсем тӗп хулана кайса «культура кунӗсем» ирттеретчӗҫ те хисеплӗ ятсем илсе таврӑнатчӗҫ. Халӑх вара вӗсен «тава тивӗҫлӗ ӗҫӗсене» пӗлмесӗрех юлатчӗ.

Кӗскен каласан — «культура отраслӗнче» «чанашӑн» (галочкӑшӑн) ӗҫлетпӗр. Ҫакна эпӗ хамӑн пурнӑҫӑмра тахҫанах курса ӗненнӗ. Ун чухне ялти клубра ӗҫлеттӗм. Районти культура пайне чӗнсе илчӗҫ. Шупашкартан хушу килнӗ иккен: виҫӗ кунран Кӳкеҫре драма коллективӗсен смотрӗ пулать, районӑн хутшӑнмалла. Тӗрлӗ ялтан пуҫтарнӑ клуб пуҫлӑхӗсемпе виҫӗ хут репетици пекки тукаларӑмӑр. Ирхине смотра тухса каймалла. Культура керменӗн директорӗ: «Каймастпӑр. Намӑс курса пӗтетпӗр», — тет. Культура пайӗн пуҫлӑхӗ: «Каятпӑр! Галочка пулать», — тет. Кайрӑмӑр та килтӗмӗр, «чанине» те тытрӑмӑр, «халӑх театрӗ» те пулса тӑтӑмӑр... Ячӗ паян та пур, «театрӗ» кӑна ҫук. Ҫак пӗчӗк «камитре» «Культурӑн» ҫитмӗл пилӗк ҫулхи ӗҫ-хӗлӗ куҫҫуль тумламӗ ҫинчи пек витӗр курӑнса тӑрать.

Пирӗн темӗн те пур. Чӑннипе вара — нимӗн те ҫук.

Пирӗн «Чӑваш патшалӑх академи юрӑпа ташӑ ансамблӗ» пур. Ячӗ кӑна мӗне тӑрать. Кӗҫ-вӗҫ (2014 ҫ.) 90 ҫул тултарать. Анчах та тӗнче касса ҫӳрекен юрӑпа ташӑ ансамблӗн репертуарӗнче хӑҫантанпа ӗнтӗ чӑн чӑваш юрри (чӑваш музыка чӗлхипе ҫырнӑ юрӑ) илтӗнмест. Ташши пирки каламалли те ҫук. Ансамбль историйӗнче чӑн-чӑн чӑваш ташшине курса ӳснӗ хореограф нихӑҫан та пулман, ташӑсене ялан ютран килне «варягсем» лартнӑ. Темшӗн пирӗн академи ансамблӗ 80 ҫул хушшинче те «академически» наци ҫипуҫӗ ҫӗлесе тӑхӑнаймасть. Е чӑваш халӑхӗн тумтир культури ҫав тери чухӑн-ши?

Мӗн чӑрмантарать-ши пире чӑваш халӑх музыка инструменчӗсен (шӑпӑрҫӑсен, сӑрнайҫӑсен, кӗслеҫӗсен...) ансамблӗ йӗркелеме?.. Шыракан пин сӑлтав та тупать: инструментсем ҫук, ӑстасем ҫук, итлекен ҫук... Чи пысӑк сӑлтав — мехел (возможность) ҫук, укҫа ҫук...

Чӑннипе вара — кӑмӑл (воля) ҫук. Шотландсем, ав, сӑрнайҫӑсенчен ҫар оркестрӗ туса хунӑ... Пирӗн — укҫа ҫук (е ҫӗр тӗслӗ урӑх сӑлтав).

Оперӑпа балет театрӗ тытма укҫа пур. «Уяв» ансамбль валли кӗтес тупма мехел ҫук. Чӑваш юррисем ҫыракан композиторсем хатӗрлеме мӗн ҫитмест? Чӑваш хореографӗсем хатӗрлеме мӗн чӑрмантарать? Мӗншӗн республикӑри 5-6 театр валли пьеса ҫырма драматургсем ҫук? Мӗншӗн чӑваш литератури куҫ умӗнчех вилсе выртрӗ? Мӗншӗн Шупашкара чӑваш сӑнӗ кӗртейместпӗр? Мӗншӗн культура вучахӗ-сем кирлӗ пек ӗҫлемеҫҫӗ? Мӗншӗн пӗр культура керменӗнче те наци культурин архивӗ (тумтир, йӑла-йӗрке, юрӑ-ташӑ, вӑйӑсем т.ыт.те) ҫук? Мӗншӗн культурӑпа искусствӑсен институтӗнче чӑваш культури валли вырӑн ҫук?.. Мехел ҫитмест-и?

Атьӑр-ха — шухӑшласа пӑхар: кирлех-и чӑваш халӑхне оперӑпа балет театрӗ? Миҫе ҫын ҫӳрет ҫав театра? Хальхи вӑхӑтра эпир тӗнче классики пулса тӑнӑ оперӑсемпе балетсене килтен тухмасӑрах курма пултаратпӑр. Тен, хамӑр ушкӑнпа шывак опера лартиччен пысӑк театрсенчи труппӑсене гастроле чӗнсе килнин пайти ытларах пулӗ, йӳнерех те ларӗ. Тен, халӑх чун-хавалне упраса хӑварма пире этнографи театрӗ кирлӗрех? Мӗншӗн тутарсем тахҫанах этнографи туризмӗ аталантарма пуҫланӑ, эпир вара хӑнк та ҫук? Малашне мӗн ӗҫлесе пурӑнас тетпӗр? Пирӗн мул ҫӗр айӗнче мар, пирӗн пуянлӑх — чунра! Чӑваш халӑхӗн пин-пин ҫул хушши пухӑнса пынӑ ӑс-хакӑл культурин вӑйӗ пирки эпир тӗлленместпӗр те. Халӑх йӑли-йӗркипе юрри-ташши, ҫине тӑрсан, республика бюджетне нефть шӑтӑкӗсенчен те нумайрах укҫа-тенкӗ пама пултараҫҫӗ. Пирӗн пек пӗчӗк патшалӑхсем тӗнчере тахҫанах туризм аталантарса пуяҫҫӗ. Этнографи туризмӗ, пӗр енчен, республика чысне (имиджне) тӗнчене кӑтартакан япала пулса тӑма тивӗҫ, тепӗр енчен, вӑл халӑхпа унӑн ӑс-хакӑл культурине тӑкаксӑр чӗртсе тӑратмалли инструмент. Эпир ылтӑн ҫинче утса ҫӳретпӗр, хамӑр ҫавна курмастпӑр. Тӗнчере халӑхсене ракетӑсемпе танксен йышӗшӗн мар, культура шайне кура хисеплеҫҫӗ. Юрӑ-ташӑ чӗлхине пур халӑх та тӑлмачсӑрах ӑнланать.

Мӗншӗн эпир халӑхӑмӑра 60-70 ҫул хушши ют культура ҫимӗҫӗпе тӑрантса усратпӑр? Ӑна часрах тӗнче «культуринче» ирӗлтерсе ярас тетпӗр-и?.. Пӗлетӗр-и: Китай саккунӗ тӑрӑх — ҫулталӑкра ют ҫӗршывра ӳкернӗ 16 фильм ҫеҫ туянма юрать. Ытти — йӑлтах хӑйсен. «Мӗншӗн ют кинофильмсене ҫав хатер юратмастӑр вара эсир?» — тесе ыйтатӑп та — чӑрр! пӑхаҫҫӗ. — «Эпир хамӑр культурӑна ҫухатасран хӑратпӑр», — теҫҫӗ. Шухӑшласа пӑхӑр-ха: тӗнчери пӗтӗм халӑх йышӗн пилӗк пайӗнчен пӗрне йышӑнса тӑракан миллиард ҫурӑллӑ китайсем хӑйсен культурине ҫухатасран шикленеҫҫӗ... Эпир мӗн ӗҫлетпӗр? Калӑр-ха мана, тархасшӑн, Шупашкарта ҫулталӑк тӑршшӗпе чӑлт чӑвашла концерт миҫе пулать? Республикӑра? Эпӗ ун пекки курман. Пирӗн пурте «вырӑсла хурса, чӑвашла ҫӑрса». Е тепӗр май... Пайти ҫавах — чӑваша ирӗлтеретпӗр. Халь калӑр-ха: кам айӑплӑ чӑваш пӗтсе пынӑшӑн? Е татах мехел ҫитмест-и?

«Культура» каналпа «Вся Россия» фольклор уявӗнче ӳкернӗ передачӑсен ярӑмне пӑхса ларатӑп. Раҫҫейри пур-пур халӑх пур те пур, 15 пинлӗ чукчасем таранах. Калмӑк ташши халь те куҫ умӗнчех. Виҫҫӗн кӑна ташларӗҫ. Сехет пек!.. Пирӗн ташша пӗлекен виҫӗ чӑваш та юлмарӗ пулас. Эх, Мулла Генипе Саккам Ваҫҫиччӗ кунта», — тесе лартӑм вара. Питӗм пиҫрӗ.

Мӗншӗн «Раҫҫей ҫӑлкуҫӗсене» ҫуллен Шупашкарта таптарма мехел ҫитеретпӗр, ҫав вӑхӑтрах хамӑр республикӑмӑрта тӗнче умне хӑвармалӑх пӗр-икӗ фольклор ушкӑнӗ те пулин хатӗрлеме мехел ҫитерейместпӗр? Мӗншӗн библиотека умӗнчен театра ҫити «шестви» йӗркелеме Мускав режиссерӗсене чӗнсе килме пултаратпӑр, анчах хамӑр специалистсене ҫитӗнтерме мехел ҫитерейместпӗр?

Мӗншӗн хулара ҫуралнӑ ачасем чӑваш пулса ӳсеймеҫҫӗ? Хулара 60 ытла процент чӑваш пурӑнать. Мӗншӗн вӗсен ыйтӑвӗсене никам та асӑрхасшӑн мар? Мӗншӗн пирӗн район центрӗсенче те чӑваш ачисем валли садиксем ҫук? Мӗншӗн чӑваш ялӗсене радиопа телекурав сасси ҫитмест? Мӗншӗн телекурав передачисенче чӑваш историйӗ, культури, чӗлхи ҫинчен, чӑвашлӑха сыхлас ыйтусем тавра передачӑсем ҫук? Мӗншӗн наци телекуравӗнче кӑларӑмсем вырӑсла?

Кӑҫал пирӗн патшалӑх уявӗ — Чӑваш чӗлхин кунӗ — нумай та мар, сахал та мар, шӑп ҫирӗм ҫул тултарать. Ҫирӗм ҫул ӗнтӗ ҫак кун И.Я. Яковлев палӑкӗ патне пухӑнкалатпӑр, лӑкӑр-лӑкӑр калаҫкалатпӑр (хамӑра кӑтартмалӑх), кӗвӗсӗр авӑн ҫапнӑ пек шӗпӗр-шӗпӗр алӑ ҫупкалатпӑр та саланатпӑр. Патшалӑх уявӗ ҫакӑ пулать-ши вара? Элле, пирӗн патшалӑх органӗсен, чӗлхе шӑпипе тӳрремӗнех ҫыхӑннӑ министерствӑсемпе учрежденисен хевти ҫапла хавшак-ши? Е вӗсем патшалӑх уявӗ ҫине те алӑ кӑна сулаҫҫӗ-и?.. Отчетра «чана чӗппи» лартмалӑх вӗрентӳпе культура министерствисенчен хут ҫине ҫырнисене вулама пӗрер ҫын яраҫҫӗ те — пулчӗ те патшалӑх уявӗ! Пырать пире — чӑваша... Хулара мӗн чухлӗ вӗрентӳ заведенийӗ, мӗн чухлӗ культура учрежденийӗ... Ӑҫта вӗсен сасси? Нивушлӗ министерствӑсенче ӗҫлекенсене Чӑваш чӗлхи кунӗн пӗтӗмӗшле сценарине хатӗрлеме ҫирӗм ҫул та ҫитмен? Патшалӑх уявӗ тетпӗр пулсан, ӑна пӗтӗм халӑхпа ирттересчӗ, тӑван чӗлхене хӳтӗлеме, упрама, сыхлама, аталантарма кашни ҫынна кар тӑратасчӗ те ҫав... Ӑҫта ӗнтӗ пире.

Кунашкал ыйтусем умлӑ-хыҫлӑ сыпӑнса пыраҫҫӗ, тулӑ чусти пек татӑлмасӑр тӑсӑлаҫҫӗ... Ҫакӑ вӑл йӑлтах республикӑмӑрти наци политики ҫуккинчен, ҫавна пула эпир наци ыйтӑвӗсене тӗпрен юхӑнтарса янинчен килет. Ку — тарӑна кайнӑ чир. Вӑл уйрӑмах Чӑваш Республикин пӗрремӗш Президенчӗ «национализма хирӗҫ хӗртнӗ пӑшатанпа ҫапӑҫнӑ» вӑхӑтра тарӑна кайрӗ. Пӗрремӗш Президента суйланӑ чухне эпир пурте вӑл наци политики туса хурасса кӗтрӗмӗр, анчах кӗтсе илеймерӗмӗр. Малараха кайса пӑхсан та республикӑмӑр историйӗнче чӑваш халӑхӗн шӑпишӗн хыпса-ҫунса ӗҫленӗ пуҫлӑхсене асӑнма пултараймастӑп.

Кирек мӗнле патшалӑх тытӑмӗн пӗрремӗш тӗп тивӗҫӗ вӑл — хӑй халӑхне сыхласа хӑварасси. Ку ӗмӗртен ҫапла пулнӑ. Патшалӑх институчӗсене халӑхсем хӑйсене сыхлама шутласа тупнӑ. Ваттисем ӗлӗкрен ҫапла каланӑ: «Чӗлхе пур чухне халӑх пур, халӑх пур чухне ҫӗршыв пур, ҫӗршыв пур чухне патшалӑх пур, патшалӑх пур чухне пӑхӑт пӑхан та пур». Халь эпир «пӑхӑт пӑхан» кам пулнине те манса кайрӑмӑр курӑнать. Ӗлӗк чӑвашсем патшалӑх тытакана «пӑхӑт пӑхан» тенӗ. Урӑхларах каласан, патшана, эппин, е президент. Халь ваттисем вӗрентсе хӑварнине паянхи лару-тӑрупа ҫураҫтарса пӑхар: «Чӗлхе пӗтсен халӑх пӗтет, халӑх пӗтсен президент та пӗтет».

Элчелӗм ҫитрӗ, куҫӑм хупӑнать.

Пур ӗмӗт те пӗр харӑс сыпӑнать,

Мӗн шырани йӑлтах халь тупӑнать,

Йӑлт ывӑҫ тӑприне вӑл пухӑнать.

Элчелӗм ҫитрӗ. Куҫӑм хупӑнать.

Ҫапах та... Ҫапах та... «Йӑлт пушатсах каймастпӑр тӗнчене...» Чӑваш чунӗ чул хушшине хӗсӗнкелесе те пулин пурӑннӑ чухне патшалӑх умӗнче тӑракан пӑхӑт пӑхан ҫынсенчен тулли курка тытса, асӑнса, тайӑлса пехил ыйтас кӑмӑлӑм пур.

Атьӑр-ха, чӑваш тӗнчи йӑлт пушансах юличчен халӑхӑмӑра упраса хӑварас тесе ырӑ ӗҫсем пуҫласа ярар. Малтанлӑха, калӑпӑр, республикӑмӑр Пуҫӗ (Пуҫлӑхӗ) ҫумӗнче, кӳршӗсене кура, наци политикин департаменчӗ йӗркелер, наци политикишӗн тӳрремӗнех яваплӑ министерствӑсене ҫав департамента пӑхӑнтарар. Вара чӑваш халӑхне, унӑн культурине, чӗлхине упраса усрас тата аталантарас тӗлӗшпе тумалли пысӑк ӗҫсен кӗрет планне йӗркелер те ҫав планпа пурӑнма тытӑнар.

Ҫитет пуле хаклӑ ӗмӗрсене «чанасемшӗн» ӗҫлесе сая ярса пурӑннипе.

Ҫирӗм ҫул ытла ӗнтӗ Чӑваш Республики те, Раҫҫей те темскӗрле «наци идейи» шыраса нушаланать. Чӑннипе наци идейи шутсӑр ансат: халӑхӑмӑра упрар! Тата мӗнле наци идейи пулма пултарать? Кунтан та аслӑрах, ырӑрах, хӑватлӑрах, сӑваплӑрах идея пулма пултарать-и вара? Тата мӗнле идея пӗтӗм халӑха хӑй тавралла ҫавӑрса тытма пултарать?

Эй, чӑвашсем: хура халӑхпа ертӳҫӗсем, хуҫасемпе ӗҫ ҫыннисем! Халӑхӑмӑра упрар!

Манран килес пулсан — эпӗ ҫак сӑмахсене республикӑмӑрӑн тӗп символӗсем ҫине ылтӑнпах ҫырса хунӑ пулӑттӑм.

Халӑхӑмӑра упрар!

Николай Егоров, филологи ӑслӑлӑхӗсен докторӗ
«Хыпар», 2012, пуш, 21-22.


 
 
Статья каҫми :: Пичет версиӗ

Admin тӳрлетнӗ, информацие 2012-04-21 23:18:26 вӑхӑтра улӑштарнӑ. 6100 хут пӑхнӑ.
Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем