Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -24.7 °C
Инҫе хурсан, илме ҫывӑх.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Раҫҫейӗн ял хуҫалӑх министрӗ Чӑваш Енри хуҫалӑхсене тӗрӗслесси пирки __/news/6780.html|эпир пӗлтернӗччӗ__. Республикӑн пӗрремӗш Президенчӗ, ҫӗршывӑн хальхи ял хуҫалӑх министрӗ __Николай Федоров__ ӗнер Чӑваш ял хуҫалӑх академийӗн студенчӗсене ҫӗнӗ вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа саламланӑ.

Ял хуҫалӑх академине пынӑ май Николай Федоров вӗренӳ заведенийӗн ректорне Людмила Линика илемлӗ чечек ҫыххи тыттарнӑ. Вӗренӳ ҫулӗ пуҫланнӑ ятпа ирттернӗ митинг хыҫҫӑн Федоров академин Шупашкарти Мускав проспектӗнчи 41-мӗш ҫуртра вырнаҫнӑ общежитине ҫул тытнӑ. Унта пӗрремӗш хут пулнӑ чух вӑл тӗлӗнмеллипех тӗлӗннине аса илнӗ. «Каҫарӑр та, тепӗр хуҫалӑхсенче выльӑх-чӗрлӗх витисем лайӑхрах», — тенӗ иккен вӑл. Общежитие тӗпрен юсама 40 миллиона яхӑн тенкӗ уйӑрма ҫине тӑнине пӗлтернӗ. Халӗ студентсене пурӑнма унта хӑтлӑх кӳнӗ. Икӗ ҫын пурӑнмалӑх пӳлӗмсене компьютер лартса панӑ имӗш тата тӗнче тетелне тухмалла тунӑ. Унтан вӑл Тимирязев академийӗпе ирттернӗ видеоконференцие хутшӑннӑ. Унта вӑл Хусанти университетра хӑй вӗреннӗ чух тӑватӑ вырӑнлӑ пӳлӗмре пиллӗкмӗш пулнине аса илнӗ. Раскладушка ҫинче ҫывӑрнине кура пуринчен кайран сарса выртма тата пуринчен малтан тӑрса (ахальлӗн ыттисене утса ҫӳреме вырӑн юлман-мӗн) вырӑн пуҫтарма тивнине аса илнӗ.

Паян Федоров министр __Патӑрьел районӗнчи__ «Юрма» агрохолдинга тата __Тӑвай районӗнчи__ «Акконд-агро» фирмӑна ҫитнӗ. Юлашкинчен асӑннӑ районта вӑл выльӑх-чӗрлӗх отрасльне аталантарасси пирки канашлу ирттернӗ. Унта Чӑваш Ен Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__, Чӑваш Патшалӑх Канашӗн Председателӗ Юрий Попов тата ыттисем хутшӑннӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 03

1930
96
«Ҫӗрпӳ хыпарҫи» хаҫатӑн пӗрремӗш кӑларӑмӗ тухнӑ.
1937
89
Чебанов Анатолий Софронович, чӑваш драматугӗ, сӑвӑҫи, Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи