Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +0.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Енре малашне ӗҫ ветеранӗн ятне илмелли стажа пӗчӗклетесси пирки шухӑшлаҫҫӗ. Хальлӗхе палӑртнӑ тӑрӑх, хӗрарӑмсем тата арҫынсем валли ӑна 2,5 ҫул пӗчӗклетесшӗн.

Анчах ку пурнӑҫа хӑҫан кӗресси паллӑ мар-ха. Кун валли хушма 250 миллион тенкӗ кирлӗ. Ку укҫа вара республика хыснинче ҫук. Ҫак ыйтӑва ЧР Элтеперӗ __Михаил Игнатьев__ __Ҫӗмӗрле__ халӑхӗпе тӗл пулнӑ чухне хускатнӑ.

Ыйтӑва ватӑ ҫынсем ҫӗкленӗ. Тивӗҫлӗ канӑва тахнӑ пӗр хӗрарӑм 39 ҫул ӗҫленӗ-мӗн, ӗҫ ветеранӗн ятне илмешкӗн 1 ҫул ҫитмен. Вӑл каланӑ тӑрӑх, пенсин чи пӗчӗк виҫине илет. Производствӑра чылай сахалрах ҫул ӗҫленӗ кӳрши вара пенси ытларах илет-мӗн. Михаил Игнатьев кунта тӗрӗсмарлӑх пуррине палӑртнӑ. Вӑл 2012 ҫулта ӗҫ ветеранӗн ятне илме тивӗҫ ҫынсен списокне анлӑлатнине, унччен ку та пулманнине аса илтернӗ. Халӗ республикӑра 22 пин ҫын ӗҫ ветеранӗн ятне илнӗ. Вӗсем уйӑхсерен хушма 1 150 тенкӗ илеҫҫӗ.

Тӗлпулура Михаил Игнатьев ӗҫ стажне 2,5 ҫул пӗчӗклетмеллине, анчах хыснара кун валли хальлӗхе укҫа ҫуккине палӑртнӑ. Укҫа тупсан ҫак ыйту уҫӑмланмалла-мӗн.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне карьерӑра ӳсмелли майсем туса парӗ, анчах ниме пӑхмасӑр йӑлт пӗлме тӑрашни, хӑвӑрӑн позицие ҫине тӑрса ӗнентерни ҫӗнӗ шухӑшсене пурнӑҫа кӗртме чӑрмантарӗ. Тӑрук вӑй пӗтни тупӑша тума чӑрмантарӗ.

Чӳк, 16

1899
127
Ҫеҫпӗл Мишши, паллӑ чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1960
66
Кириллова Надежда Мефодьевна, ЧР тава тивӗҫлӗ артистки ҫуралнӑ.
1998
28
Владимиров Евстафий Владимирович, чӑваш критикӗ, литература тӗпчевҫи, тӑлмач, философи ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ вилнӗ.
2006
20
Александров Анатолий Александрович, чӑваш политикӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй