Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пӗччен пыл ҫиме аван, йышпа ӗҫ тума аван.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

«Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» ыркӑмӑллӑх марафонне пӗтӗмлетсен ҫапла шухӑшласа май килет. Унӑн вӑхӑтӗнче кӑҫал 9,5 миллион тенкӗ укҫа пухӑннӑ. Тӗрӗссипе, пурте укҫан хывман-ха: урӑхла майпа пулӑшакан та (кам, калӑпӑр, хӳтлӗх кирлӗ ачасене канма кайма путевка уйӑрса) пулӑшнӑ. Ҫапах та маларах асӑннӑ 9,5 миллион тенкӗрен пысӑк пайне «кӗмӗлпе» уйӑрнӑ. Пӗлтӗр ыркӑмӑллӑх акцине хутшӑннисем 8,3 миллиона яхӑн тупра пухайнӑ.

Кӑҫал укҫа-тенке СМС-хыпар ярса та хывма туса панӑччӗ. Анчах техника сӑлтавне пула чӑрмавсем сиксе тухнӑ иккен. Ҫапла вара ҫӗнӗлӗхпе пин ҫын ытла усӑ курас тенӗ тӗк, пӗр 600-шӗ кӑна укҫа куҫарайнӑ. Кашни ҫынран капла майпа пӗр 50 тенке яхӑн куҫнине шута илсен тупри нумаях та мар тейӗн. «Мӗн чухлӗ пухӑнни мар, пулӑшас текенсем пурри аван», — тет ыркӑмӑллӑх фончӗн республикӑри уйрӑмӗн ертӳҫи Юрий Кислов. СМС-хыпар урлӑ кӑна мар, акцие хутшӑнакансен йышӗ те кӑҫал ӳснӗ иккен.

Марафона вара савӑнӑҫлӑ лару-тӑрура __Кӳкеҫре__ хупнӑ. «Ҫулталӑк меценанчӗ» медальпе Республикӑри стоматологи поликлиникин тӗп тухтӑрне Вячеслав Бычкова чысланӑ. Унта тӑрӑшакансем 321,6 пин тенкӗ куҫарса панӑ. __Пӑрачкав район__ администрацийӗ те кӑҫал та пӗлтӗрхиллех ыркӑмӑллӑхпа палӑрнӑ. Кашни ҫынран укҫа пухассипе вӗсем чи малтисем иккен. Ҫавӑншӑн вӗсене 50 пин тенкӗлӗх сертификатпа хавхалантарнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть