Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Выртакан чул мӑкланать, ҫӳрекен чул якалать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Ҫӗрпӳ районӗнче__ вулавӑшра ӗҫлекенсем валли семинар ирттернӗ. Мероприятие «Манӑн професси — библиотекарь» ятпа пултаулӑх пуҫарӑвӗн кунӗ евӗр йӗркеленӗ. Ӑна районта иртекен «Тӑван ен — Раҫҫейӗн тумламӗ» конкурспа ҫыхӑнтарнӑ. Конкурсӑн номинацийӗсенчен пӗри автор куравӗ пулнине шута илсе унта __Апаккасси__ тата __Виҫикасси__ вулавӑшра ӗҫлекенсем куравсем тӑратнӑ.

Апаккассинчи вулавӑш библиотекарӗ Алевтина Иванова «Сӑввӑмсем — ман ҫунатӑмсем» кӗнеке куравӗ хатӗрленӗ. Унта чӑваш поэчӗсен сӑввисен пуххисем вырӑн тупнӑ.

Курава Алевтина Иванова «Ҫулталӑк кӗнеки» литература конкурсӗн лауреачӗсене тӑратнӑ. Курава тӗрленӗ сӑмса тутрисем те пуянлатнӑ. __Валерий Туркайӑн__ виҫӗ карчӑк юмахласа ларни ҫинчен ҫырнӑ сӑввипе лартнӑ сценка та пухӑннисене килӗшнӗ. __Порфирий Афанасьевӑн__ «Ҫынна ырӑ ту» сӑввине вулавӑшран татӑлма пӗлмен Ганна Андреева вуласа панӑ. __Светлана Асамат__ тата __Альбина Юрату__ ҫырнӑ сӑвӑсене Алевтина Иванова библиотекарь хӑй вуланӑ.

«Ылтӑн алӑ» курав __Виҫикасси__ вулавӑшӗ йӗркеленӗ. Унта __Хурӑнварти__ Алина Тимофеева ӑстан ӗҫӗсем вырӑн тупнӑ.

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=74&type=news&id=2785136|**Сӑнсем**__ (11)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне тухӑҫлӑ пулӗ. Йышӑнусем хӑвӑрт тӑватӑр, кӑткӑс лару-тӑруран та тухатӑр, уйрӑмах — харпӑр пурнӑҫра. Хӑюлӑха, иккӗленӳсӗр ӗҫлеме пӗлнине кӑтартатӑр. Эрне пуҫламӑшӗнче сывлӑха тимлӗх уйӑрмалла, ытлашши ӗҫлемелле мар.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та