Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Кивӗ пулсан та шурӑ пултӑр.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ака уйӑхӗн 15–30-мӗшӗсенче (ӑна, хутшӑнакансем ыйтнипе, ҫу уйӑхӗн 12-мӗшӗччен тӑсма тиврӗ) пӗтӗмӗшле вӑтам пӗлӳ паракан Красноармейски шкулӗнче чӑваш чӗлхипе литератури тата тӑван ен культури вӗрентекенсем В.М.Михайловпа З.П.Михайлова пуҫарнипе, Красноармейски район администрацийӗн вӗрентӳ пайӗ, Чӑваш Наци Конгресӗн Красноармейски районӗнчи уйрӑмӗ тата Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи Кӗҫӗн Шетмӗ ялӗнчи музейӗ-картинӑсен галереййи йӗркеленипе республикӑмӑрти районсем хушшинче «Улӑп-2014: Эпир — Улӑп йӑхӗнчен!» уҫӑ инҫет вӑйӑ конкурс иртрӗ.

Ӑна Культура ҫулталӑкне, __Чӑваш чӗлхи кунне__, Раҫҫей тата Чӑваш Республикин тава тивӗҫлӗ артисчӗ В.Е. Петров ҫуралнӑранпа 60 ҫул ҫитнине халалланӑ.

Конкурса пурӗ 70 ытла ача ыйтса ҫырни ярса панӑ. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсене пур ача та ӑнӑҫлӑ хуравлама пултарнӑ. Ачасен ӗҫӗсенчи тӗп ҫитменлӗхсем ҫаксем: факт тата орфографи йӑнӑшӗсем, хуравсене вырӑсла ҫырни (ку вара вӑйӑ конкурс йӗркипе килӗшсе тӑмасть). Кунсӑр пуҫне пӗр пек тата йӗкӗреш хуравсем те пурччӗ (вӑйӑ конкурс ушкӑнпа хуравламалли маррисен йышши пулин те). Пӗтӗмӗшле илсен, ҫак районсен вӗрентекенӗсемпе вӗренекенӗсем хастар пулчӗҫ:

Красноармейски районӗ — 54 ача (Упи шкулӗ — 18, Трак шкулӗ — 14, Красноармейски шкулӗ — 7, Кӗҫӗн Шетмӗ шкулӗ — 3, Чатукасси шкулӗ — 8, Именкасси шкулӗ — 4);

Муркаш районӗ — 4 ача;

Елчӗк районӗ — 4 ача;

Ҫӗрпӳ районӗ — 3 ача;

Комсомольски районӗ — 2 ача;

Сӗнтӗрвӑрри районӗ — 2 ача;

Тӑвай районӗ — 1 ача;

Шупашкар хули — 1 ача.

Пӗтӗмпе 8 районпа хула хутшӑнчӗ вӑйӑ конкурса. Вӑйӑ конкурс ыйтӑвӗсен хуравӗсене тупма йывӑртарах пулчӗ пулин те, вӑл ӑнӑҫлӑ иртрӗ теме пулать. Ачасем чаплӑ юрӑҫа халалласа сӑвӑ та ҫырчӗҫ (Красноармейски шкулӗнчи Надежда Козловӑпа Аня Васильева, Ҫӗрпӳ районӗн __Тавӑшкасси__ шкулӗнчи Анастасия Федорова, Ольга Паневина тата Ольга Андреева). Хӑтлав (презентаци) та тума ӳркенмерӗҫ вӗсем (Елчӗк районӗн __Шӑмалак__ шкулӗнчи Марта Печкова). Чӑннипех маттур вӗсем. Конкурса хутшӑнакансенчен нумайӑшӗ конкурса хутшӑннӑ май Чӑваш патшалӑх символӗсен авторӗн Э.М.Юрьев ӳнерҫӗн Красноармейски районӗнчи __Кӗҫӗн Шетмӗ__ ялӗнчи музейне ҫитсе курма пултарчӗ. Уйрӑмах Упипе Трак шкулӗсем хастар пулчӗҫ. Музей ӗҫченӗсене (В.П.Петровӑна тата В.М.Николаевӑна) уншӑн пысӑк тав!

Вӑйӑ конкурс оргкомитечӗ 23 ачан ӗҫне (хутшӑннисен 30% ытла) тивӗҫлипе хакларӗ. 1-мӗш вырӑна 3 ача ҫӗнсе илме пултарчӗ, 2-мӗш вырӑна 7 ача тухрӗ, 3-мӗш вырӑна вара 13 ача йышӑнчӗ.

Ҫӗнтерӳҫӗсемпе мала тухнисене тата вӗсен вӗрентекенӗсене Красноармейски район администрацийӗн ларусем ирттермелли пӗчӗк залӗнче кӗҫнерникун, ҫу уйӑхӗн 22-мӗшӗнче, 14 сехетре чыслаҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ