Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Кӑмӑла кура кӑмӑл.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Светлана Асамат__ юрринчи йӗркесене юри ылмаштартӑм. Унта вӑл «Ача-пӑча ту хӑвна савӑнма» тетчӗ-ха. Кунта вара __Вӑрнар районӗнчи__ 31 ҫулти пӗр хӗрарӑм ача ҫине ача хӑй усаллӑхне ниҫта шӑнӑҫтарайман чух кӑларса яма ҫуратнӑ тейӗн. Ҫакскерӗн хӗр пӗрчӗкӗсенчен чи асли вуннӑра пулнӑ, вӑталӑххи — тӑххӑрта, кӗҫӗнни — улттӑра.

Тӗпчевҫӗсем палӑртнӑ тӑрӑх, пӗлтӗрхи ҫӗртме уйӑхӗнчен пуҫласа кӑҫалхи нарӑс уйӑхӗччен вӑл хӑйӗн амӑш тивӗҫне пурнӑҫламан. Апат та йӗркеллӗ ҫитермен-мӗн, ҫипуҫпа иртӗхтермен. Хӑйӗн пырне хӗртме вара манман. Пирусне мӑкӑрлантарма та укҫа-тенкине майлаштарса пынӑ. Килне ӳсӗр ҫынсем пухнипе ачасене ҫывӑрса канма та паман. Ҫемьен пӗртен пӗр тупӑшӗ ача укҫи пулнӑ. Ӗҫсен хӗрарӑм кӑраланса кайнӑ. Ал айне мӗн кӗнӗ, ҫавӑнпа ҫапнӑ. Пӗринче тата пируса пӗр хӗрӗн аллине пусса сӳнтернӗ.

Усал амӑшӗн тӗлӗшпе пуҫарнӑ ӗҫе суда ярса панӑ. Опекӑпа попечительство органӗсем ӑна амӑш правинчен хӑтарас тӗлӗшпе те ӗҫлеҫҫӗ иккен. Хайхисем маларах ку ҫемьери лару-тӑру пӗлсех кайман-ши?...

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ