Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Чӑн сӑмах куҫа ҫиет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫеҫпӗл Мишши ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх ҫамрӑксен театрӗ Чӑваш чӗлхин эрнипе килӗшӳллӗн республикӑри район-хулара наци постановкисене лартать.

Нумаях пулмасть __Иосиф Трерӑн__ «Чӗрӗ сӑмах» ревю __Тутарстанри__ __Ҫӗпрел районӗнче__ тата республикӑри __Элӗк районӗнче__ пулнӑ. Постановкӑна Чӑваш Ен Элтеперӗн грантне илмешкӗн тӑратнӑ. Спектакле курнӑ хыҫҫӑн Иосиф Дмитриев режиссер, театр артисчӗсем, Чӑваш Республикинчи аслӑ шкулсен преподавателӗсем районти шкулсенче чӑваш чӗлхипе литературине вӗрентекенсемпе тӗл пулнӑ, вӗренӳ, ҫамрӑксемпе ачасем хушшинче чӗлхене сарас ыйтӑва сӳтсе явнӑ.

Учительсем каланӑ тӑрӑх, наци спектаклӗсене кӑтартни лайӑх витӗм кӳрет. «Чӗрӗ сӑмах» постановкӑна вӗсем хӑйне евӗр вӗренӳ пособийӗ тесе палӑртнӑ. Унӑн чӗлхи ҫӑмӑл, вӑл чӑваш халӑхӗн историйӗпе паллаштарать.

Спектакль — чӑваш поэзийӗн сӑнӗ. Кунта Ҫеҫпӗл Мишшин, Геннадий Айхин, Петӗр Хусанкайӑн, Митта Ваҫлейӗн сӑввисем янӑраҫҫӗ. Авторсен хайлавӗсенче чӑваш халӑхӗн йӑли-йӗрки, савӑнӑҫӗпе хуйхи сӑнланнӑ. Фильм кадрӗсем, сӑнӳкерчӗксен хроники, кӗвӗ иртнӗ пурнӑҫа илсе ҫитерет. Пӗрремӗш планра — Поэт сӑнарӗ. Вӑл ӗмӗрти пулӑмсем пирки пӑшӑрханать.

Ака уйӑхӗн 21-мӗшӗнче XX ӗмӗр поэзин историйӗпе __Ҫӗмӗрле__ хулин ачисем паллашнӑ. Канаш, __Патӑрьел районӗсенче__ те анлӑ мероприяти ирттерме палӑртнӑ. Мӗншӗн унта-ха? Кунта чӑваш поэзийӗн классикӗсем Ҫеҫпӗл Мишши (Канаш районӗнчи Ҫеҫпӗл ялӗ), Митта Ваҫлейӗ (Патӑрьел районӗнчи Аслӑ Арапуҫ ялӗ), Геннадий Айхи (Патӑрьел районӗнчи Ҫӗньял ялӗ). Паян Ҫамрӑксен театрӗнче П.Осиповӑн «Айтар» спектаклӗ пулӗ. Акан 26-мӗшӗнче __Юхма Мишшин__ «Пюрнескепе унӑн тусӗсем» постановкӑна лартӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 14

1914
112
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ.
2009
17
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
кил-йышри арҫын
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть