Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +1.3 °C
Тумлам шыв та тинӗсе пулӑш.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ака уйӑхӗн 13-мӗшӗнче республикӑн хӑш-пӗр вырӑнти хӑй тытӑмлӑх органӗсене суйламалли кун пулчӗ. Сасӑлав 11 районта иртрӗ. Чӑваш Енӗн Тӗп суйлав комиссийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, суйлав 44 кандидат хутшӑннӑ. Ку вӑл пӗр вырӑншӑн вӑтамран 3 кандидат кӗрешнӗ пек пулса тухать. Кашни округрах «Пӗрлехи Раҫҫей» парти кандидачӗсем ҫӗнтернӗ.

__Элӗк районӗнчи__ __Шӗмшевӗш__ ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ пулас тесе кӗрешӗве тӑватӑ ҫын тухнӑ. Вӗсенчен виҫҫӗшӗ хӑйсем тӗллӗн кандидатурӑсене тӑратнӑскерсем, тӑваттӑмӗшӗн Анатолий Семеновӑн, ятне маларах асӑннӑ парти сӗннӗ. Юлашкинчен асӑнни ҫӗнтернӗ те. __Канаш районӗнчи__ __Атнаш__ ял тӑрӑхне ӳлӗмрен Сергей Михайлов, __Комсомольски районӗнчи__ __Шурута__ Елена Козлова, __Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи__ __Шуршӑла__ Владимир Алексеев, __Вӑрмар районӗнчи__ __Кавала__ Василий Адюков ертсе пырӗҫ.

Элӗк районӗнчи __Ехремкасси ял тӑрӑхӗнче__ вара вырӑнти депутата суйланӑ. Халӑх тарҫи пулма кӑмӑл тунисенчен пӗри либерал-демократсен партийӗн членӗ пулнӑ, тепри, Александр Корнилов, — «Пӗрлӗхлӗ Раҫҫейӗн». Кам ҫӗнтернине ӑнлантӑр ӗнтӗ. __Патӑрьел районӗнчи__ __Аслӑ Чементе__ вырӑнти ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ. Ун валли Эльвира Медведевана ҫитекен ҫук тесе йышӑннӑ. __Пӑрачкав районӗн__ Депутатсен пухӑвӗн депутачӗ пулман Василий Новчикова шаннӑ. __Шупашкар районӗнче__ харӑсах икӗ ял тӑрӑхӗн депутатне суйланӑ: Лапсарӑнне тата Сарапакассинне. Малтан каланин депутачӗ Владимир Валентинов пулса тӑнӑ, тепринче — Наталия Димитриева. __Ҫӗмӗрле районӗнчи__ __Вырӑс Улхӑш ял тӑрӑхӗн__ депутатне Наталья Паненкована суйланӑ, унти Тӑванкассинче — Раиса Арюхинӑна, Етӗрне районӗнчи Йӑванскинче — София Плетеновскаяна, Елчӗк районӗнчи Лаш Таяпара — Светлана Канжелевана. Юлашкинчен каланӑ районти Депутатсен пухӑвне тата тепӗр ҫынна суйланӑ. Кунта Ираида Васильева кандидатури ҫӗнтернӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 23

1929
97
Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1965
61
Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын