Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫакнашкал ятпа __Патӑрьелти__ тӗп вулавӑшра А.Ф. Талвир ҫуралнӑранпа 105 ҫул ҫитнине халалланӑ курав йӗркеленӗ. Унта писателӗн пурнӑҫне, пултарулӑхне ҫутатакан статьясене, унӑн портретне, буклетсем, альбомсем вырӑн тупнӑ. Куравра вулавӑшӑн таврапӗлӳ пухмачӗнче упранакан сайра тӗл пулакан кӗнекесем (1952–1958 ҫулсенче тухнисем) тӗп вырӑн йышӑннӑ: «Эсӗ инженер пулатӑн», «На Буинском тракте», «Живая ветка», «Сабантуй в Буинске», «До войны, на войне, после войны», «Фундамент».

Таврапӗлӳ секторӗн заведующийӗ Нина Мазякова кӗнеке куравӗпе паллаштарнӑ. Патӑрьелти 2-мӗш шкулӑн чӑваш чӗлхипе литературин вӗрентекенӗ Г.Ф.Хлебникова __А.Талвир__ ячӗллӗ музей пирки, ҫыравҫӑ пултарулӑхӗ ҫинчен каласа кӑтартнӑ. Музей шкулта тахҫантанпах пур.

А.Талвиран мӗн пур хайлавне тенӗ пекех вырӑс чӗлхине куҫарнӑ. __Алексей Талвир__ (Алексей Филиппович Башкиров) Патӑрьелте 1909 ҫулхи пушӑн 21-мӗшӗнче ҫуралнӑ. Шкул пӗтерсен Мускава кайнӑ, СССР халӑхӗсен Тӗп издательствин чӑваш секцинче ӗҫленӗ. Унтан Ломоносов ячӗллӗ Мускав патшалӑх университетне кӗнӗ. Унӑн пӗрремӗш кӗнеки — «Зимняя стужа» — 1929 ҫулта тухнӑ. Алексей Талвир Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. «Комсомольская правда» хаҫатӑн ҫар корреспонденчӗ пулнӑ.

Вӑрҫӑ хыҫҫӑн «Коммунизм ялавӗ» хаҫатра ӗҫленӗ, ЧР Писательсен союзӗн председателӗ пулнӑ. 1960 ҫулта Хусана куҫнӑ, «Хусан» чӑваш литература-ӳнер альманахӗ кӑларнӑ. Алексей Талвира ентешӗсем манмаҫҫӗ. Унӑн тӑван килӗнче музей уҫнӑ, умне унӑн бюстне лартнӑ. Патӑрьелти, Шупашкарти урамсем ун ячӗпе хисепленеҫҫӗ.

Юлашки ҫулсенче Алексей Талвир Шупашкарта пурӑннӑ, ӗҫленӗ. 1979 ҫулхи авӑнӑн 9-мӗшӗнче вилнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 23

1929
97
Чебоксаров Владимир Игнатьевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1965
61
Кун Радомир, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1995
31
Рогачёв Яков Капитонович, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи