Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +9.3 °C
Йытӑ та хӑй хӳрине вараламасть.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Культура ҫулталӑкӗпе килӗшӳллӗн Чӑваш Енре пушӑн 24–28-мӗшӗсенче Раҫҫей шайӗнчи «Раҫҫей юррисем» фестиваль иртет. Проект авторӗ тата ертӳҫи — РФ халӑх артистки Надежда Бабкина.

Чӑваш Ен марафона иккӗмӗш хут кӗтсе илет. 2008 ҫулта Елчӗк, Муркаш, Йӗпреҫ районӗсенче, __Улатӑр__, __Ҫӗмӗрле__, __Шупашкар__ хулисенче пулнӑ. Кӑҫалхи фестиваль __Ҫӗнӗ Шупашкарта__ пуҫланӗ. Унтан вӑл Куславкка, Элӗк районӗсене, __Канаш__ хулине ҫитӗ. Пушӑн 28-мӗшӗнче Трактор тӑвакансен культура керменӗнче гала-концерт пулӗ.

Чӑваш Енре иртекен фестивале 120 ытла артист хутшӑнӗ: Надежда Бабкина тата «Вырӑс юрри» ансамбль, «Слаяне» ансамбль, «После 11» ушкӑн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор (Мускав), казак юррисен «Криница» ансамблӗ (Краснодар), фольклор юррипе ташшин «Айкай» театрӗ (Удмурт Республики), Б.Байрышев тата «Алас» ансамбль (Горно-Алтайск), «Ритмы гор» ансамбль (Владикавказ), «Владимирские рожечники» (Владимир).

Мероприяти программинче ЧР ушкӑнӗсем валли пресс-конференцисем, ӑсталах класӗсем пур. Ултӑ ҫул хушшинче фестиваль Мускавра, Воронеж, Калуга, Курск, Липецк, Ростов, Питӗр, Мускав, Орел, Кисан, Ярославль, Пенза, Смоленск облаҫӗсенче, Мари, Ҫурҫӗр Осети-Алани, Буряти, Карели республикисенче, Краснодар, Хабаровск, Алтай енӗсенче, Ханты-Манси автономи округӗнче иртнӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Пӗлӳ илессипе, юридици ыйтӑвӗсене татса парассипе, харпӑр хутшӑнупа ҫыхӑннӑ ыйтусемшӗн пӗлтерӗшлӗ тапхӑр. Пӗрисем чӑрмавсене парӑнтарӗҫ, теприсем килӗшнӗ ҫын чӗрине ҫӗнсе илӗҫ. Халӗ чи пӗлтерӗшлӗ ӗҫе пурнӑҫлама хатӗрленӗр. Партнерсен тупӑшлӑ сӗнӗвӗсене шута илӗр, вӗсемпе усӑ курма тӑрӑшӑр.

Ҫурла, 14

1914
112
Александр Янташ, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1947
79
Васильева Галина Сергеевна, балет артистки ҫуралнӑ.
2009
17
Пуклаков Николай Иванович, ҫӑмӑл атлетика енӗпе тӗнче шайӗни спорт мастерӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хуҫа арӑмӗ
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи