Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -19.7 °C
Ҫӑкӑртан асли ҫук.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Чӑваш Ен экономики епле аталаннине тишкерсе пыракансем икӗ пулӑма асӑрхамасӑр ирттермерӗҫех-тӗр.

Пӗрремӗшӗнчен, пушӑн 20-мӗшӗнче иртнӗ Патшалӑх Канашӗн сессийӗнче __Михаил Игнатьев__ Элтепер республикӑн иртнӗ ҫулхи ӗҫ-хӗлне пӗтӗмлетрӗ. Докладра вӑл социаллӑ мӗнпур яваплӑха пурнӑҫлама пултарнине, Пӗтӗм тӗнчери «Moody's» тата «Fitch» кредит агентствисем Чӑваш Ене лайӑх енчен палӑртнине, халӑх влаҫа ытларах шаннине, ҫурт-йӗр тӑвасси тата ача ҫуратасси ӳснине палӑртса хӑварчӗ. Отчетпа тӗплӗн паллашас тесен __http://www.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=712&id=1746775|ҫак каҫӑпа__ пӑхмалла.

Ӗнер вара Экономика канашӗн ларӑвӗ иртрӗ. Унта Чӑваш Енӗн социаллӑ пурнӑҫӗпе экономикин 2030 ҫулчченхи стратегине пӑхса тухнӑ. ЧР экономика министрӗ Владимир Аврелькин шучӗпе влаҫ органӗсен тӑрӑшнине кура бизнеса аталантарма Чӑваш Енре тӑнӑҫлӑ лару-тӑру йӗркеленмелле.

Экономика канашӗн ларӑвне хутшӑннӑ пысӑк пердпритяи ертӳҫисем, экспертсем стратегие кӗртме тӗрлӗ сӗнӳ панӑ. Раҫҫейӗн халӑх хуҫалӑхӗн Халӑхсем хушшинчи агробизнесӗн центрӗн ертӳҫин Виктор Лищенко шучӗпе Чӑваш Енри ялсенче инженери тата транспорт инфраструктури лайӑх аталаннӑ. Ҫак майпа тивӗҫлипе усӑ курсан ял хуҫалӑх продукцине туса илессине ӳстерме пулать. Пысӑк предприятисенчен пӗрин шучӗпе ҫамрӑксене ӗҫе хӑнӑхтарассипе, тӗрӗсрех, вӗсенчен экономика валли кадрсем хатӗрлессипе ҫине тӑмалла. Тепри вара Стратегире тӗп тесе палӑртнӑ электротехникӑна кӑна мар, апат-ҫимӗҫ промышленноҫне те шутран кӑларса пӑрахмалла мар тесе каланӑ.

15 ҫултан епле аталанассине палӑртаҫҫӗ-ха, паян туса ирттермелли пирки пуҫ ватмаҫҫӗ-шим тесе шухӑшлакансем те, тен, пулӗҫ-ха. Анчах ытти регионта кӑна мар, ҫӗршывра та малашлӑхлӑ планпа пурӑннине манамалла мар-тӑр…

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ