Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +6.3 °C
Пере пӗлмен ал туйи пуҫа килсе вӑрӑнать.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑҫал Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫи чарӑннӑранпа 69 ҫул ҫитнине паллӑ тӑватпӑр. Ҫӗршывӑмӑра фашистсенчен хӑтарас ӗҫре Чӑваш Енре ҫуралса ӳснӗ Александр Кочетовӑн тӳпе пӗчӗк мар. Совет Союзӗн Геройӗ, летчик тӑшмансен 34 самолетне ҫапса ӳкернӗ, тӳпене 480 хут вӗҫсе хӑпарнӑ. Пушӑн 8-мӗшӗнче Александр Кочетов 95 ҫул тултарнӑ пулӗччӗ. Унӑн кӗҫӗн мӑнукӗ Аделина Сотникова та ҫӗршывӑмӑршӑн сахал мар ҫитӗнӳ тунӑ.

Вӑрҫӑ паттӑрӗ __Улатӑрта__ ҫуралнӑ, унтах вӗреннӗ. Иртнӗ ӗмӗрӗн 30-мӗш ҫулӗсенче хулара аэроклуб пулнӑ. 1938 ҫулта Александр Кочетов вӗҫев клубне ӑнӑҫлӑ вӗренсе пӗтернӗ. Кун хыҫҫӑнах Энгельсри ҫар-авиаци клубне кайнӑ. 1940 ҫулта вӑл Киеври ҫар округӗнче ҫар службинче тӑнӑ.

Александр Кочетов вӑрҫӑ пуҫлансанах фронта кайнӑ. Ҫав ҫулхи ҫурла уйӑхӗнче вӑл хӑйӗн пӗрремӗш ҫитӗнӗвне тунӑ: Гитлер бамбардировщикне персе антарнӑ. Икӗ кунрах каллех тӑшман самолетне аркатнӑ. 1942 ҫулхи утӑ уйӑхӗнчен пуҫласа вӑл Сталинграда хӳтӗленӗ ҫӗре хутшӑннӑ. Унтан — Ҫурҫӗр Кавказ, Кубань ҫинчи ҫапӑҫусем, Крыма тӑшманран хӑтарни. 1943 ҫул тӗлне ентешӗмӗр нимӗҫсен 19 истребительне аркатнӑ. Тепӗр ҫулхине ҫулла Александр Кочетов кӗске отпуск вӑхӑтӗнче Улатӑрта пулнӑ. Ентешӗмӗрӗн паттӑрлӑхне кура Улатӑрти депо станцин ӗҫченӗсем Кочетов валли самолет туянмашкӑн укҫа пухма тытӑннӑ. Хулари леспромхоз ӗҫченӗсем, __Елчӗк районӗнчи__ колхоз председателӗ Абдулла Гаязов та ҫак шухӑша ырланӑ. Ҫур ҫултан чӑваш делегацийӗ Кочетов чаҫне ҫитнӗ, ӑна икӗ самолет парнеленӗ.

Совет Союзӗн Геройӗ ҫуралнӑ ҫуртра халӗ урӑххисем пурӑнаҫҫӗ. Анчах кунта паттӑр ҫуралнине мемориал хӑма аса илтерет. Тӑванӗсем хӑш чухне кунта пухӑнма кӑмӑллаҫҫӗ, Александр Васильевича аса илеҫҫӗ.

Тахҫан Улатӑрта Геройӑн хӗрӗ Адель пурӑннӑ. Улатӑрти микрорайонӑн пӗр урамне Кочетов ячӗпе хисепленӗ. Шкул ачисем ӑна хисеплесе Ветерансен паркне килеҫҫӗ.

Александр Кочетова 1944 ҫулта Совет Союзӗн Геройӗн ятне панӑ. Унӑн юлашки ҫитӗнӗвӗ — Кинегсбергра. Иртнӗ ӗмӗрӗн 60-мӗш ҫулӗсенче Александр Кочетов __Шупашкара__ пурӑнма куҫнӑ. Халӗ хулари пӗр урам унӑн ячӗпе хисепленет. 2010 ҫултанпа Шупашкарти кадет шкулӗ те унӑн ячӗпе хисепленет. Нумаях пулмасть унта музей уҫӑлнӑ: карап моделӗсем, офицерсен сӑнӳкерчӗкӗсем, наградӑсем. Александр Кочетов ячӗпе уйрӑм стенд пур. Кадетсем Герой пирки пӗлеҫҫӗ, унран тӗслӗх илме тӑрӑшаҫҫӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.11.2025 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 761 - 763 мм, 2 - 4 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 2-4 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере ҫывӑх ҫынсемпе хутшӑнни савӑнӑҫ парнелӗ. Эсир сирӗнпе юнашар шанчӑклӑ ҫынсем пулнине туятӑр. Тунтикунран вӗсен укҫи-тенкипе, еткерлӗхӗпе е пурлӑхӗпе ҫыхӑннӑ ӗҫсене хӳтӗлеме тивӗ. Эсир хӑвӑрӑн влаҫа тата ҫирӗплӗхе туятӑр: условисем лартма та май килӗ.

Чӳк, 05

1892
133
Ҫӗнӗ Пӑвара шкул уҫӑлнӑ.
1939
86
Лисаев Иван Иванович, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1950
75
Тимӗр Акташ, чӑваш публичисчӗ, журналисчӗ ҫуралнӑ.
1959
66
Сатур Станислав Николаевич, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1961
64
Сӗнтӗрвӑрри районӗнчи Хуракасси шкулӗ ҫунса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа хӑй
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуть те кам тухсан та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ