Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +2.3 °C
Ҫӑхан куҫне ҫӑхан сӑхмасть.
[ваттисен сӑмахӗ: 2523]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

__Хӗрлӗ Чутай районӗнче__ Хӗллехи Олимп вӑййисене тата Ҫӗршыв хӳтӗллевҫисен кунне халалласа спорт ӑмӑртӑвӗсем иртрӗҫ. Ӑмӑртусенче предприятисемпе организацисем, ял тӑрӑхӗсен командисем, спорта юратакансем хутшӑнчӗҫ. Вӗсем пневматика пӑшалӗпе тӗл перессипе, тенниспа, дартс, кире пуканӗ йӑтассипе, ишессипе, шашкӑпа тата шахматпа выляссипе вӑй виҫрӗҫ, юлашкинчен волейбол вӑййи вылярӗҫ. Ӑмӑртусем командӑсем тата уйрӑм спортсменсем хушшинче иртрӗҫ.

Ҫӗнтерӳҫӗсем кашни вӑйӑрах нумайӑн, хӑшӗ-пӗрисене асӑнса хӑварар.

Ишессипе Ю.Пирогова (район пульници), А.Кучекеева (__Питӗркасси__ ял тӑрӑхӗ), Н.Шипеева (__Штанаш__ ял тӑрӑхӗ) малта пулчӗҫ. Арҫынсем хушшинче В.Михуткин (Питӗркасси ял тӑрӑхӗ), И.Сатлайкин (Штанаш ял тӑрӑхӗ) тата А.Сидоров(Хӗрлӗ Чутай райповӗ) ҫӗнтерчӗҫ.

Ушкӑнсем хушшинче малти вырӑнта __Питӗркасси ял тӑрӑхӗ__ пулчӗ, унтан Хӗрлӗ Чутай ял администраци спортсменӗсем вырнаҫрӗҫ. Пульница коллективӗн спортсменӗсем — 3 вырӑнта.

Дартс вӑййи выляссипе командӑсене илес пулсан, малтисем — район администраци чысне хӳтӗлекенсем, 2-мӗшсем — «Хастар» спорткомплекс ӗҫченӗсем, 3-мӗшсем — Хӗрлӗ Чутай ял тӑрӑхӗн спортсменӗсем. Кире пуканӗ йӑтассипе __Штанашри__ Зоя Прокопьевӑна ҫитекенни пулмарӗ, вӑл кире пуканне 94 хутчен ҫӗклеме пултарчӗ! 2-мӗш вырӑнта В.Ярабаева (администрацинчен), 3-мӗш Н.Шипеева (Штанаш ял тӑрӑхӗ). Арҫынсенчен ылтӑн медале В.Герасимов («Хастар») тивӗҫрӗ, кӗмӗле — В.Афанасьев (Тралькассинчен), пӑхӑра — А.Воробьев (Хусанушкӑньтен). Командӑсем хушшинче штанашсем малти вырӑна тухрӗҫ, иккӗмӗшсем — «Хастар» хастарӗсем, виҫҫӗмӗшсем — администраци ушкӑнӗ. Штанашсем ҫавӑн пекех шахматла выляссипе (Ю. Пахинов) тата пневматика пистолечӗпе перессипе (А. Кузьмин) малти вырӑнсене йышӑнчӗҫ.

Кашни вӑйӑ хастар иртрӗ, хутшӑнакансене савӑнӑҫ парнелерӗ!

__http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=69&type=main&id=2717310|**Сӑнсем**__ (100)

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрнере кӑштах хӑвартлӑха чакарса пӗччен пулас, тӗллевсем пирки шутлас килӗ. Шлати сасса итлесе тӗрӗс йышӑну тӑвӑр — кайран ӳкӗнмелле ан пултӑр. Пулӑмсене ан васкатӑр — кашнин хайӗн вӑхӑчӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа тарҫи
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть