Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -21.7 °C
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Кӑрлачӑн 27-мӗшӗнче республикӑра Чӑваш халӑх писателӗ, 1976-мӗш ҫултанпа Совет Союзӗнчи ҫыравҫӑсен ретӗнче тӑнӑ, Ҫемен Элкер ячӗллӗ преми лауреачӗ __Лаврентий Васильевич Таллеров__ ҫуралнӑранпа 85 ҫул тултарнине уявларӗҫ. Хӗрлӗ Чутай районӗнчи Штанаш салинчи ял вулавӑшӗнче паллӑ писательсемпе поэтсен юбилейӗсене халалласа яланах вӗсен кӗнекисенчен тӑракан выставкӑсем йӗркелеҫҫӗ, вулакансемпе тӗрлӗ мероприятисем ирттереҫҫӗ. Вулавӑшра тӑрӑшакан Надежда Павлова ял халӑхне, шкул ачисене вулавӑша килекен ҫӗнӗ кӗнекесемпе, тӗрлӗ хаҫат- журналпа паллаштарсах тӑрать: историллӗ материалсем тӑрӑх интереслӗ хӑтлавсем хатӗрлет, вырӑнти уявсене ирттерме сценарисем хатӗрлесе парать.

Лаврентий Таллеров юбилейӗ тӗлне те вулавӑшра унӑн кӗнекисен куравне йӗркелерӗҫ, «С любовью к простому человеку» (чӑв. «Ахаль ҫынна кӑмӑлласа») литература уявӗ ирттерчӗҫ. Надежда Павлова пухӑннисене ҫыравҫӑн кун-ҫулӗпе паллаштарчӗ, ыйтусем ҫине хуравларӗ. Юлашки ҫулсенче вырӑнти вулавӑш ҫыравҫӑн «Майра» тата «Шеремет» кӗнекисемпе пуянланнӑ, ку кӗнекесене халӑх уйрӑмах юратса вулать.

Ҫыравҫӑн «Подсолнух златоглавый», «Брезовый сок», «Суженый мой Салиме» кӗнекисене те халӑх кӑмӑллать.

Вырӑс писателӗ Павел Петрович Бажов 135 ҫул тултарнине халалласа та вулавӑшра вырӑнти шкул ачисемпе «Бажов юмахӗсем тӑрӑх» литература уявӗ ирттерчӗҫ. Ачасем ача-пӑча писателӗн пурнӑҫӗпе паллашрӗҫ, унтан вӑл хайланӑ юмахсем тӑрӑх ҫулҫӳреве тухрӗҫ. Викторина ыйтӑвӗсене хуравлассипе тӑваттӑмӗшсем уйрӑмах хастар пулчӗҫ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа арӑмӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть