Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Макӑрман ачана чӗчӗ памаҫҫӗ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Android операци системинче чӑвашла ҫырма май паракан тепӗр сарӑм хушӑннӑ — Play Маркетра малашне тата __https://play.google.com/store/apps/details?id=kl.ime.oh|«Multling Keyboard»__ тупма пулать.

Унӑн авторӗ (@HanWriting) нумай пулмасть Мирон Толипе ҫыхӑннӑ та хӑй хатӗрленӗ приложени валли чӑваш сарӑмне кӗртнӗ. Ҫӗнӗ хатӗр, __https://play.google.com/store/apps/details?id=com.menny.android.anysoftkeyboard|AnySoftKeyboard__-па (чӑвашла ҫырас тесен унпа та усӑ курма пулать /ман, сӑмахран, вӑл ларать/) танлаштарсан, тӳрех тӗрӗс сӑмахсем те сӗнет, шуса ҫырма (gesture input, swipe) та май парать.

Тӳрех каласа хӑварас пулать — ку сарӑм чӑваш саспаллисене кириллица пайӗнчен илет. Аяларахри видеора ҫак сарӑма епле лартмаллине ӑнлантарса панӑ (Мирон Толи хатӗрленӗ):

Сӑмах май, нумай пулмасть Мирон Толи тепӗр пысӑк ӗҫ тунӑччӗ — Википедире электронлӑ чӑваш сарӑмне хатӗрлерӗ. Унта та чӑваш саспаллисене кирилл пайӗнчен илнӗ. Вӑхӑт шунӑ май кирилл саспаллисем чылай шрифта кӗрсе пыраҫҫӗ. Ҫавӑнпа та кӑҫал Чӑваш халӑх сайчӗ те, унӑн тӑванла проекчӗсем те — уйрӑмах электронлӑ сӑмахсарпа вулавӑш — кирилл саспаллийӗсем ҫине куҫӗҫ. Паллах, хамар проектсенче латинлисемпе те ҫырма май пулӗ — сайт хӑйех вӗсене кириллисем ҫине куҫарса пырӗ.

Мирон Толин хальхи вӑхӑтра Микрософтпа ҫыру ҫӳретет — вӗсен операци системине чӑваш сарӑмне вырнаҫтарасси пирки калаҫса татӑласшӑн. Шел те, чӑваш сарӑмне хальхи вӑхӑтра Айфонра тупма май ҫук.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
кил-йышри арҫын
хуть те кам тухсан та
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуҫа тарҫи
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть