Ытларикунтан, кӑрлачӑн 14-мӗшӗнчен, Самар–__Шупашкар__–Самар авиарейс ҫӗнӗрен ӗҫлеме пуҫлӗ — кун пирки Чӑваш Енӗн трансминӗ хыпарлать. Ку рейс нарӑсӑн 28-мӗшӗччен ӗҫлемелле имӗш. Кайран, вӑхӑчӗ иртсен, ӑна тӑсасси е рейса хупасси пирки шутлӗҫ пулӗ.
Ҫула «Cessna 208 Caravan» самолёт тухӗ. Вӑл пӗрре май 9–13 ҫын илейрет. Чӑваш Ен минтрансӗ хыпарланӑ тӑрӑх самолёт __Шупашкартан__ 8:35 вӑхӑтра тухмалла, 10:10 тӗлне Самара ҫитмелле. Каялла Самар хулинчен 10:55-ре вӗҫсе тухмалла та пирӗн республикӑн тӗп хулине 12:20 вӑхӑта ҫитмелле. Самара каякансем, унтан Шупашкара таврӑнакансем самолётпа тунтикун, юнкун, эрнекун тата вырсарникун вӗҫейӗҫ. Рейссене Тутарстанри Пӗкӗлмере вырнаҫнӑ «Ак барс аэро» авиакомпани тумалла иккен. Билет хакӗ 2 400 тенкӗпе танлашать.
Аса илтеретпӗр, Самара вӗҫмексем (самолётсем) унччен те хутласа-ха — ун чухне ҫак рейса «Тутарстан» авиакомпани тӑватчӗ, анчах раштавӑн 25-мӗшӗнчен ӑна __/news/4655.html|вӗҫме чарчӗҫ__, лицензине те туртса илчӗҫ пулмалла. Хусанта самолёт персе аннӑ хыҫҫӑн унӑн вӗҫмекӗсене шӑпах «Ак барс аэро» компанине куҫарнӑ имӗш. Хайхи куҫару ӗҫӗ вӗҫленнӗ пулинех.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |