Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -10.7 °C
Ӗнен сӗчӗ чӗлхе вӗҫӗнче.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Тӳррипе, Нарспи кӑна мар. "Айтарти" Пинерпи, "Хумсем ҫырана ҫапаҫҫӗ"-ри Улине, "Хӳхӗм хӗрӗн хӳхлевӗнчи" Эрнепи тата ытти рольсем. Кунсӑр пуҫне вырӑс классикӗсен мӗн чухлӗ хайлавӗнчи миҫе тӗп сӑнара калӑпламан-ши? Чӑваш театрӗн сцени ҫинче Нарспие нумай артист вылянӑ, анчах Нина Григорьева пекки пулманнине палӑртрӗ паян театрӑн илемлӗх ертӳҫи Валерий Яковлев. Тата вӑл кассӑна пырса "Паян Григорьева вылять-и?" - тесе ҫынсем ыйтнине, вӑл мар тӑк ҫаврӑнса кайнине аса илчӗ. "Сӗртӗнсе кӑна пӑхам-ха", - текенсем те пулнӑ иккен куракансем хушшинче халӑх юратнӑ артистка пирки. Е тата тупса илме ҫук вӑхӑтра Нина Григорьевӑна пӗр куракан Ӗренпур тутӑрне парнеленине аса илчӗ вӑл. Ҫак аса илӳсен авӑрне Валерий Яковлев Чӑваш патшалӑх академи драма театрӗнче Раҫҫей тата Чӑваш Республикин халӑх артисткин __Нина Григорьевӑн__ пултарулӑх каҫӗ иртнӗ вӑхӑтра путрӗ.

Нина Григорьева 1938 ҫулхи раштавӑн 7-мӗшӗнче __Ҫӗрпӳ районӗнчи__ __Чиричкасси__ ялӗнче ҫуралнӑ. 23-ре чухне вӑл Мускаври А.В. Луначарский ячӗллӗ театр институтне вӗренсе пӗтернӗ, К.В. Иванов ячӗллӗ Чӑваш патшалӑх драма театрӗнче ӗҫлеме пуҫланӑ. Паян та вӑл тӑван, ҫак ҫулсенче вӑл ҫывӑхран та ҫывӑх пулса тӑма ӗлкӗрнӗ ӗнтӗ, сцена ҫинче вылять.

Хӑйӗн пӗрремӗш рольне, «Ромеопа Джульеттӑри» Джульеттӑна, вӑл паянхи пекех асра тытать. Ара, ун пеккине ӑҫтан манайӑн ӗнтӗ?! Вӑл роль пирки кашни актерах ӗмӗтленет пулӗ. Е тата маларах асӑннӑ Нарспи рольне илер-и! Кайранхисене вара пурне асӑнса та пӗтереймӗн. Хальхи вӑхӑтра театрта лартаканнисенчен тӗслӗх вырӑнне пӗр-иккӗшне кӑна асӑнар. Акӑ, «Шанель «пике» спектакльти Тамара Ивановна, «Укҫа чул кастарать»-ри — Альтук. Сӑмах май, юлашкинчен асӑннине лартрӗҫ те паян.

Саламлакансен хушшинче республика Элетепрӗн Администрацийӗн ертӳҫи Александр Иванов, культура министрӗ Вадим Ефимов, Чӑваш наци конгресӗн председателӗн ҫумӗ Валерий Клементьев, культура ӗҫченӗсен профсоюз рескомӗн председателӗ Светлана Демидова, республикӑри театр ӗҫченӗсен пӗрлешӗвӗн ертӳҫи Геннадий Медведев, кӳршӗллӗ регионсен тата хамӑр патри театрсенчен тӑрӑшакансем пулчӗҫ. Саламлакансен хушшинче пӗр театрта ҫавӑн пек шайри виҫӗ "акула" (кунта сӑмах Вера Кузьмина, Нина Яковлева тата Нина Григорьева пирки пырать) ӗҫлени чӑн телей пулнине палӑртакан та пулчӗ. Чи кирлине вара артисткӑн мӑшӑрӗ Николай Григорьев, вӑл хӑй те пултаруллӑ сцени ӑсти пулнӑ ҫын, сунчӗ. Вӑл виҫӗ япала кӑна сунатӑп терӗ: "Сывлӑх, сывлӑх тата сывлӑх". Кун ҫумне тата мӗнех хушса калайӑн - ыттине Нина Григорьева тахҫанах ҫӗнсе илнӗ, ҫав шутра - ятне-сумне те, пин-пин куракан юратӑвне те. Сывлӑх кӑна ҫыншӑн нихӑҫан та ытлашши пулас ҫук. Вӑл пулсан Нина Григорьева пире тата чылай ҫул сцена ҫинче савӑнтарӗ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (16.12.2025 21:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, -9 - -11 градус сивӗ пулӗ, ҫил 3-5 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ӗҫре ҫӗнӗ тивӗҫсемпе пӗлтерӗшлӗ тӗллевсем тупӑнма пултараҫҫӗ, сирӗн вӗсене пӗчченех пурнӑҫлама тивӗ. Йӑнӑшас мар тесен тимлӗ пулӑр. Ҫӗнӗ пӗлӗшсемпе калаҫнӑ чухне асӑрханни те ытлашши пулмӗ, хӑвӑрпа усӑ курма ан парӑр.

Раштав, 16

1821
204
Михайлов Спиридон Михайлович, чӑваш историкӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
кил-йышри арҫын
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа хӑй
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть