Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +3.3 °C
Качакан сухалӗ вӑрӑм та ӑсӗ кӗске.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ӗнер Чӑваш Республикин Аслӑ судӗнче Илле Иванов тӗлӗшпе аппеляци ҫӑхавӗсене пӑхса тухассипе лару иртнӗ. Аса илтеретпӗр, Илле Иванова __чӑваш чӗлхине__ хӳтӗлесе ҫырнӑ статьяна «экстремистла» тесе хакланӑран Муркаш район сучӗ айӑплӑ тесе йышӑну кӑларни пирки __/news/4178.html|Чӑваш халӑх сайчӗ пӗлтернӗччӗ__.

Ку ӗҫ тӗлӗшпе каярах аппеляци ҫӑхавӗ ҫырнӑ. Николай Столбов ваккат тата __Борис Чиндыков__ хӳтӗлевҫӗ ӗҫ ҫумне ҫӗнӗ материалсене хушма ыйтнӑ иккен. Ҫав материалсен хушшинче Мускаври Прикладной лингвистика лабораторийӗн эксперчӗсен тӗпчевӗ те пулнӑ. Мускаври никама пӑхӑнман экспертсем «Покажи свой язык, и я скажу — кто ты» статьяра (унӑн авторӗ ӑна Илле Иванов тесе шухӑшлаҫҫӗ) экстремизм сӗмне тупса палӑртман. Унччен тунӑ экспертизӑсенче (Иванова Муркаш район сучӗ ҫав пӗтӗмлетӳ тӑрӑх айӑпламалла тунӑ) методологи йӑнӑшӗсем пур тесе палӑртнӑ иккен мускавсем.

Иванов хӳтӗлевҫипе ваккат ытти материал та тӑратасшӑн пулнӑ-мӗн. Анчах суд вӗсене ларуччен пилӗк кун маларах ҫитермен тесе йышӑнман. Иванов енчисем ытти свидетельпе специалиста суда хутшӑнтарма та ыйтса пӑхнӑ теҫҫӗ. Аптӑранӑ енне судьяпа патшалӑх айӑплавҫине шанмастпӑр тесе вӗсем вырӑнне урӑх тӳрепе айӑплавҫӑна хутшӑнтарма ыйтни те кӑлӑхах пулнӑ.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа хӑй
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуть те кам тухсан та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ