__Ҫӗрпӳре__ этнокультура паркӗ тума пуҫлани пирки пӗлтерет «Чӑваш Ен» ЧПТРК. Ҫак ӗҫе икӗ ҫул хушшинче вӗҫлесшӗн имӗш. Хальхи вӑхӑтра хӑш-пӗр кӳлепесене туса лартма та ӗлкӗрнӗ. Хула ертӳҫисем ҫак парк чи илӗртӳллӗ вырӑнсенчен пӗри пуласса шанаҫҫӗ.
Этнокультура паркӗнче уявсем, тӗрлӗ фестивальсемпе концертсем ирттерме шухӑшлаҫҫӗ. Ачасене те ку вырӑн килӗшнӗ — 10–11-мӗш клас пӗтерсен те ҫак вырӑнтах пухӑнма шантарнӑ. Хула ҫыннисем те парка йӗркелессине ырланӑ. «Эпир чӑвашлӑха манса каяс мар тесессӗн пирӗн ӗмӗрхи чӑваш йӑли-йӗркине, унӑн ӗҫӗ-хӗлне пӗлмелле. Ҫавӑнпа та ҫакӑн пек юпа лартни, тата чӑвашӑн авалхи йӑли-йӗркине йӗркелесе пыма шут тытни вӑл пире питӗ хавхалантарать», — тенӗ хула ҫынни Геннадий Никифоров.
Парка Чӑваш Ен культура министерствин грантне выляса илнипе пурнӑҫлама май тупӑннӑ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (03.10.2025 21:00) сайра пӗлӗтлӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 765 - 767 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Николаева Юлия Фёдоровна, чӑваш ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Бикулова Мария Григорьевна, чӑваш драма актриси ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ. | ||
| Григорьев Николай Федорович, педагогика ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ, профессор вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |