Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 -21.7 °C
Кушака — кулӑ, шӑшие — вилӗм.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Ҫак кунсенче тӗнче шайӗнчи Википедийӗн чӑваш уйрӑмӗнче статьясен йышӗ **20 пинрен** иртнӗ.

20 000-мӗш статья шутӗнче Петров Антон Петрович пирки ҫырнӑ статья шутланать пулас. Антон Петрович __Канаш районӗнчи__ __Ачакс__ ялӗнче ҫуралнӑ, ҫар полковникӗ, Совет Союзӗн Паттӑрӗ ятне тивӗҫнӗ. Вӑл Днепр урлӑ каҫнӑ чухне палӑрнӑ — Стайки, Ржищев, Аслӑ Бурин тӑрӑхӗсенчи плацдармсене ярса илме пулӑшнӑ, юханшыв урлӑ инженер пайӗсене тивӗҫлӗ шайра куҫарма пултарнӑ.

Википедин чӑваш уйрӑмӗ 2004 ҫулхи чӳкӗн 22-мӗшӗнче уҫӑлнӑ, 2005 ҫулхи ака уйӑхӗнче аталанма пуҫланӑ. Ҫак пӗтӗм тӗнче шайӗнчи проектра пурӗ 290 яхӑн чӗлхе уйрӑмӗ пур, вӗсенчен 15 уйрӑмӗ тӗрӗк чӗлхисен шутне (чи пысӑк уйрӑм — турккӑсен, унта 220 пин ытла статья тупма пулать; казахсен уйрӑмӗнче те 200 пин ытла) кӗрет. Атӑлҫи тӑрӑхӗнчи халӑхсен уйрӑмӗсем те пур: тутар (51,3 пин), пушкӑрт (30,9 пин), туҫи ҫармӑс (5,1 пин), коми (4 пин), удмурт (3,3 пин), улӑх ҫармӑс (3,8 пин), мӑкшӑ (1 200 яхӑн), ирҫе (1 500 ытла) уйрӑмӗсем.

Эсир те пирӗн чӑваш уйрӑмне ҫӗнӗ статьясемпе тултарма, пуррисене анлӑлатма пултаратӑр! Ыттисем тӑвасса ан кӗтӗр, хӑвӑр ӗҫлесе пӑхӑр. Чӑваш калашле, куҫ хӑрать те ал тӑвать!

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эсир тӑва та тепӗр май ҫавӑрма хатӗр. Анчах хӑш чухне чӑтӑмлӑрах пулса плансене каярахпа пурнӑҫлама тивӗ. Ҫынпа хутшӑннӑ чухне компромисс тупма ӑнтӑрӑр, кашни утӑма шутласа тӑвӑр — васкаса йышӑнусем тума кирлӗ мар. Канмалли кунсенче сире интереслӗ паллашусемпе тӗлпулусем кӗтеҫҫӗ.

Нарӑс, 04

1936
90
Жирнова Людмила Васильевна, хор дирижёрӗ, педагогика ӑслӑлӑхӗсен тухтӑрӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Володарский Григорий Яковлевич, музӑқҫӑ, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ артисчӗ ҫуралнӑ.
1956
70
Кокель Алексей Афанасьевич, чӑваш живописецӗ, графикӗ вилнӗ.
1993
33
Ипполит Шортан, критик, литература тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хуҫа тарҫи
хуть те кам тухсан та
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй