Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӗччен йывӑҫ час тӳнет.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Пуҫлӑх патне каякан кирек епле ҫын та пулӑшу кӗтсе илессе шанать. Район шайӗнчи пуҫлӑхсем патнех те халӑх чун ыратӑвӗпе ҫитет. __Шупашкар район__ администрацийӗн пуҫлӑхӗ Георгий Егоров ҫак эрнере ирттернӗ йышӑнӑва вунӑ ҫын пынӑ. Вӗсем — __Кӳкеҫ__, __Ишлей__, __Шӗнерпуҫ__ тата __Лапсар__ ял тӑрӑхӗсенче пурӑнакансем.

Кама мӗн пӑшӑрхантарать-ха? Халӑхӑн ыйтӑвӗ, пӗтӗмӗшле илсен, пӗр пекрех. Сӑмахран, нумай ачаллӑ ҫемьесем валли ҫӗр уйӑрса парасси, ҫӗнӗ урамсене шыв тата ҫутӑ кӗртесси. __Ишлей ял тӑрӑхӗнче__ пурӑнакан пӗр хӗрарӑм та, ав, ҫӗр ыйтӑвнех хускатнӑ. Нумай ачаллисем вӑл тӑрӑхра 31 ҫемье ҫак ӗмӗтпе ҫунатланать иккен. Паянхи куна илсен вуннӑшне кӑна тивӗҫнӗ-мӗн. Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ ҫакӑншӑн Ишлей ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхне ӳпкелесе илнӗ. Вырӑнта ҫине тӑманнине пула юлашки икӗ ҫул хушшинче ҫӗр участокӗсене виҫтермен иккен. Анчах ку ыйтӑва хӑй еккипе ямӗҫ — яваплисене ӗҫе хӑвӑртлатма хушнӑ.

Ҫӗр ҫинче тӗрлӗрен кӗнчеле теҫҫӗ те, __Шӗнерпуҫ ял тӑрӑхне__ кӗрекен __Хыркасси__ ялӗнче пурӑнакан пӗр хӗрарӑм тата урама машинӑсем кӗртес мар тесе пӗренесем хурса тухнӑ иккен. Шучӗпе вӑл урама ҫӑртарасшӑн мар пулӗ те, анчах апла тума юраманнине кура Георгий Егоров пуҫлӑх районти администраци комиссийӗн ячӗпе заявлени ҫырма сӗннӗ.

Асӑннӑ районӑн официаллӑ сайтӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, йышӑнура хускатнӑ мӗнпур ыйтӑва епле татнине райадминистраци пуҫлӑхӗ хӑй тӗрӗслесе тӑмалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа арӑмӗ
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
хуҫа хӑй
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
кил-йышри арҫын
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи