Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +11.3 °C
Пӑчӑрӑн пырши тухсан та виҫӗ кун пурнасшӑн.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ эрнекен, авӑнӑн 13-мӗшӗнче, Ӗпхӳре «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисенчи диалектологин ҫивӗч ыйтӑвӗсем» (выр. ~~Актуальные проблемы диалектологии языков народов России~~) тӗнче шайӗнчи конференци иртнӗ. Унта пурӗ 200 ытла ӑсчах хутшӑннӑ — ҫав шутра Чӑвашран та.

Вырӑнти калаҫусене сӳтсе явнисӗр пуҫне ӑслӑлӑх канашлӑвӗнче вак халӑхсен вӗренӳ ыйтӑвне те тишкернӗ. Конференци йышӑннӑ резолюцинче Раҫҫейри халӑхсен чӗлхисем пысӑк хӑрушлахра пулнине палӑртнӑ — тӑван чӗлхене пӗлекенсен йышӗ ҫулран ҫул чакса пыни, хӑйсене тӑван халӑх тымарӗнчен уйӑракансен йышӗ ӳсни ӑсчахсене пӑшӑрхантарнӑ. Ҫак пулӑм малашне те ҫаплах юлсан Раҫҫейре хӑш-пӗр халӑхсем ҫухалма та пултарнине асӑрхаттарнӑ.

Лару-тӑрӑва ҫӑмӑллатас тӗлӗшпе ӑсчахсем темиҫе сӗнӳ панӑ: РФ Патшалах Думине __http://ru.wikipedia.org/wiki/%D0%95%D0%B2%D1%80%D0%BE%D0%BF%D0%B5%D0%B9%D1%81%D0%BA%D0%B0%D1%8F_%D1%85%D0%B0%D1%80%D1%82%D0%B8%D1%8F_%D1%80%D0%B5%D0%B3%D0%B8%D0%BE%D0%BD%D0%B0%D0%BB%D1%8C%D0%BD%D1%8B%D1%85_%D1%8F%D0%B7%D1%8B%D0%BA%D0%BE%D0%B2|регионсемпе пӗчӗк халӑхсен чӗлхин Еропа хартине__ алӑ пусса пурнӑҫа кӗртессине хӑвӑртлатмалла; РФ Регионминӗн «Раҫҫей халӑхӗсен чӗлхисем» (выр. «Языки народов России») патшалӑх программине хатӗрлесе йышӑнмалла; Раҫҫей тӑрӑхӗсенчи лару-тӑрӑва кӑтартакан чӗлхесен пӗлӗм пухмачне (даннӑйсен базине) йӗркелемелле; федераллӑ округсен шайӗнче вак халӑхсен чӗлхисене пулӑшу кӗрекен программӑсем йышӑнмалла (хальхи вӑхӑтра вырӑс чӗлхи валли пур) тата ытти те.

Ӑсчахсем ҫавӑн пекех МИХсене ҫак ӗҫе лайӑхрах хутшӑнма сӗннӗ — чӗлхе вӗрентессине ытларах ҫутатма, тӑван чӗлхе пӗлнине ырӑ енлӗ пӗлтерме.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Эрне пуҫламашӗнче укҫа-тенке тимлӗ уйӑрмалла. Тунтикунпа ытларикун кӗтмен пӗчӗк расхутсем пулма пултарӗҫ. Кӗҫнерникун питӗ илӗртӳллӗ курӑнатӑр — ӗҫлӗ тата романтика тӗлпулӑвӗсем валли аван вӑхӑт. Канмалли кунсене хусканура ирттерсен аванрах.

Ҫу, 10

1906
120
Мӗтри Ваҫлейӗ, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ.
1916
110
Кӗҫтӳк Кольцов, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1948
78
Куснар-Иванов Станислав Александрович, чӑваш сӑвӑҫи ҫуралнӑ.
1994
32
Якимов Сергей Александрович, агроном, Чӑваш АССРӗн тава тивӗҫлӗ агрономӗ вилнӗ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
кил-йышри арҫын
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та
хуть те кам тухсан та
хуҫа тарҫи
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ