Чӑваш оперӑпа балет театрӗ «Пирӗ савӑнтарӑр, хирӗҫ спектакльпа киленӗр» ятпа акци пуҫарнӑ. Учреждени тетелӗнче пӗлтернӗ тӑрӑх, авӑнӑн 28-мӗшччен куракансем юратнӑ артиста валли чечек илсессӗн театра тӳллевсӗрех кӗме пултараҫҫӗ.
Театр анонсӗнче ҫапла ҫырнӑ: «Хӑвӑр юратнӑ артиста чечек ҫыххине парнелеме ан вӑтанӑр». Regnum агентство пӗлтернӗ тӑрӑх, театр фойинче чечексене сутассипе суту-илӳ ӗҫе пырать. Театр ӗҫченӗсем палӑртса хӑварнӑ тӑрӑх, паянхи кунсенче куракансем юратнӑ театр артисчӗсене сайра хутра ҫеҫ чечек ҫыххисем парнелеҫҫӗ, суту-илӳ спекткльсенче е ытти ҫӗршывран килнӗ артистсен концерчӗсенче вара хӑш чухне фонограммӑпа юрлаҫҫӗ пулин те пурпӗрех вахта чечексемпе тулли пулать.
Оперӑпа балет театрӗнче ҫӗнӗ 54-мӗш сезона авӑнӑн 12-мӗшӗнче Федор Васильевӑн «Сарпике» балечӗ уҫнӑ. Акци вӗҫлениччен театр куракансене Джузеппе Вердин «Аида» оперӑна, Карла Орфӑн «Карамина Бурана» кантатне, Альфред Шнитке кӗввипе лартнӑ «Вечный свет» балета, Петр Чайковский кӗввипе лартнӑ «Лебединое озеро» (чӑв. ~~Акӑш кӳлли~~) балете кӑтартӗҫ. Авӑнӑн 28-мӗшӗнче, акци вӗҫленнӗ кунне театрта премьера пулать. Куракансем Джузеппе Вердин «Дон Карлос» концерта илтейӗҫ.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (01.05.2024 15:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 752 - 754 мм, 9 - 11 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 4-6 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа ҫурҫӗр-хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Ҫемен Элкер, чӑваш сӑвӑҫи, ҫыравҫи ҫуралнӑ. | ||
| Шорникова Елена Васильевна, чӑваш актриси ҫуралнӑ. | ||
| Сергеев Алексей Сергеевич, чӑваш актёрӗ, тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ. | ||
Пулӑм хуш... |