Сайта кӗр | Регистраци | Сайта кӗрсен унпа туллин усӑ курма пулӗ
 +5.3 °C
Ҫӑкӑр-тӑвар хире-хирӗҫ.
[ваттисен сӑмахӗ]
 

Хыпарсене тӗрӗслемелли

Умкурав

Иртнӗ эрнекун авӑнӑн 6-мӗшӗнче, __ЧНК__ Президиумӗн ларӑвӗ иртнӗ иккен — кун пирки __http://www.youtube.com/watch?v=pmG1_mNT01U&feature=youtube_gdata|«Сӑвар ТВ» канал пӗлтерет__. Чӑваш наци конгресӗн ҫуртне вӑл кун президиума кӗмен ҫынсене те чӗннӗ — анчах лару пуҫланнӑ-пуҫланман конгресӑн вице-президенчӗ __Ивантаев Пётр Васильевич__ ЧНК президиумне кӗмен ҫынсене кӑларса яма ыйтнӑ.

Тӳрех кӑларса яман-ха, __Архипов Геннадий Николаевич__ сасӑлав ирттерме сӗннӗ — ку лару ун шухӑшӗпе уҫӑ пулмалла, нимӗнле вӑрттӑн ыйту та сӳтсе явма шутламаҫҫӗ имӗш. Сасӑлавра президиум членӗсен ытларахӑш пайӗ «ют» ҫынсене кӑларса яма килӗшнӗ пулать.

Хӑйӗн шухӑшне палӑртнӑ чухне Пётр Васильевич иртнӗ мӑн канашӑн ларӑвне чыса ҫухатасла ирттерни пирки сӑмах хушрӗ: «Иртнинче эпир Мӑн Канаша провалили. Опозорились, ҫӗр айне анса каймалла опозорились». Кунашкал лару-тӑрӑва вӑл япӑх енчен курать пулать, ӑна юсас тесен вара канашлусенче хӑйсене кирлӗ ҫынсене кӑна хӑвармалла тесе шутлать-ши? «Ют» ҫынсене хутшӑнтарманни, вӗсене аяккалла пӑрни наци конгресӗн ӗҫне ырлӑх кӳрет тет-ши? Пирӗн шухӑшпа тем тесен те хӑйӗн таса ятне тавӑрас тесен ЧНК-ан халӑхпа пӗрле пулмалла.

Хыпарҫӑ ячӗ:
Хыпар ячӗ:
Тема:
Хыпар тексчӗ:
Пурӗ кӗртнӗ: 0 симв.
Сӑнӳкерчӗк:
Сӑнӳкерчӗкӗн кӗске ӑнлантарӑвӗ:
Хыпар паллисем:
Хыпар ҫӑлкуҫӗ:
Ытти чӗлхе уйрӑмӗсенчи хыпар номерӗ:
 
Чӑвашла:
 
English:
 
Esperanto:
 
По-русски:
 
Тархасшӑн, пирӗн сайта килекенсене кӑсӑклантарма пултаркан хыпар кӑна кӗртӗр. "Шыратӑп" йышши пӗлтерӳсене кӗртес ҫук. Вӗсене канашлура кӗртӗр.
Асӑрхӑр! Эсир паркан хыпара сайт модераторӗсем пӑхаҫҫӗ, тӳрлетеҫҫӗ. Эсир панӑ хыпар сайтра тухмасан ӑна ҫӗнӗрен ан ярӑр.

Эсир усӑ курма пултаракан Wiki тэгсем:

__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.

__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).

__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.

**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.

~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.

___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.

Orphus

Баннерсем

Шутлавҫӑсем

0 Хурал кӗтесӗ (чат)

Ҫанталӑк

Гороскоп

СурӑхВӑкӑрЙӗкӗрешРакАрӑсланХӗрТарасаСкорпионУхӑҫӑТу качакиШывтӑканПулӑсем
Сурӑх: Ку эрне тухӑҫлӑ иртӗ. Карьерӑна тата укҫа-тенкӗ пырса тивекен ыйтусене татса пама тивӗ. Тен, паллашусем е интереслӗ тӗлпулусем пулӗҫ, вӗсем пуласлӑха витӗм кӳрӗҫ. Ӗҫпе канӑва шайлаштарӑр, сывлӑха тимлӗх уйӑрӑр. Финанс лару-тӑрӑвӗ йӗркеллех — тен, хушма тупӑш пулӗ.

Пуш, 22

1860
166
Охотников Никифор Михайлович, чӑваш педагокӗ, математикӗ, этнографӗ ҫуралнӑ.
1900
126
Сокольский Николай Михайлович, график, живописец ҫуралнӑ.
1902
124
Кондратьев Гаврил Григорьевич, медицина ӑслӑлӑхӗсен докторӗ, профессор ҫуралнӑ.
1912
114
Никитин Ефим Никитич, чӑваш драматургӗ ҫуралнӑ.
1935
91
Салтыков Яков Игнатьевич, парти ӗҫченӗ вилнӗ.
1935
91
Христофоров Иван Иванович, паллӑ чӑваш юрӑҫи ҫуралнӑ.
1940
86
Андреев Николай Маркелович, чӑваш юрӑҫи, композиторӗ ҫуралнӑ.
1941
85
Любимов Анатолий Сергеевич, Чӑваш АССРӗн халӑх артисчӗ ҫуралнӑ.
1951
75
Манаров Муса Хираманович, СССР летчик-космонавчӗ ҫуралнӑ.
1972
54
Ҫӗмӗрлери «Ёлочка» ача ҫуртне уҫнӑ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӗлхеҫӗ, филологи ӑслӑлӑхӗсен кандидачӗ вилнӗ.
2001
25
Лукоянов Геральд Васильевич, чӑваш чӗлхин тӗпчевҫи ҫут тӗнчерен уйрӑлса кайнӑ.
Пулӑм хуш...Пулӑм хуш...

Ыйтӑм

Чӑваш йӑли тӑрӑх хӑнана пынӑ арҫынна камӑн ӑсатмалла?
ӑсатма тухни — ҫылӑх, юрамасть
хӑнана ӑсатма никам та тухмасть
пӗтӗм кил-йышпа тухаҫҫӗ
кил-йышри арҫын
хуҫа арӑмӗ
хуҫа хӑй
хуть те кам тухсан та
хуҫин ҫитӗннӗ ачисем
хуҫа тарҫи
хӑни ҫулне ахаль те пӗлет, ӑсатмасӑр та