Пушкӑрт Республикинчи Стерлӗ (Стерлитамак) хулинче нумаях пулмасть обществӑлла ҫӗнӗ организаци йӗркеленнӗ. «Пушкӑртстан Республикинчи Стерлитамак хулин чӑваш наципе культура автономийӗ» ят панӑскерӗн тӗллевӗ шутне культурӑна упрассине тата аталантарассине кӗртнӗ, ҫутӗҫ тата культура учрежденийӗсем йӗркелессине кӗртнӗ. Общество организацине Федор Кузьмин ертсе пырӗ, унӑн ҫумӗ пулса Геннадий Тимофеев (Челпир) тӑрӑшӗ.
Автономи чӑвашла теле- тата радиокӑларӑмсем йӗркелеме палӑртать. Культурӑпа массӑллӑ информацисем ирттерессипе те ҫине тӑрӗ.
Килӗштерсе ӗҫлес ыйтусемпе тата сӗнӳсемпе Стерлӗ хулинчи Днепроски урамри 7-мӗш ҫуртра выранаҫнӑ 1-мӗш офиса пыма ыйтаҫҫӗ. Вырсарникун автономи канать иккен. Телефон номерӗсене те кӑтартнӑ: **8-917-042-41-99** е **8-917-481-26-55**.
__...__ - сӑмаха каҫӑ евӗр тӑвасси.
__aaa|...__ - сӑмахӑн каҫине тепӗр сӑмахпа хатӗрлесси («...» вырӑнне «ааа» пулӗ).
__https://chuvash.org|...__ - сӑмах ҫине тулаш каҫӑ лартасси.
**...** - хулӑм шрифтпа палӑртасси.
~~...~~ - тайлӑк шрифтпа палӑртасси.
___...___ - аялтан чӗрнӗ йӗрпе палӑртасси.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (14.09.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 766 - 768 мм, 6 - 8 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвеланӑҫ енчен вӗрӗ.
| Максимов-Кошкинский Иоаким Степанович, пӗрремӗш чӑваш драматургӗсенчен пӗри ҫуралнӑ. | ||
| Викторов Иван Викторович, чӑваш сӑвӑҫи, драматургӗ ҫуралнӑ. | ||
| Пиняев Иван Данилович, сӑвӑҫ, ҫыравҫӑ, тӑлмач ҫыралнӑ. | ||
| Артемьев Александр Спиридонович, чӑваш ҫыравҫи, сӑвӑҫи, литература критикӗ, тӑлмачӗ ҫуралнӑ. | ||
| Петров Антон Петрович, Совет Союзӗн Паттӑрӗ вилнӗ. | ||
| Элӗк район хаҫачӗ ятне «Пурнӑҫ ҫулӗпе» ҫине улӑштарнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |